Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ.
Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ.
Шупашкарти вӗренӳ учрежденийӗсенчен пӗрне нумаях пулмасть Петӗр Хусанкай ятне панӑ. Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тивӗҫни — уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентекен 49-мӗш номерлӗ вӑтам шкул.
Республикӑн тӗп хулинчи вӗрентӳ учрежденине Петӗр Хусанкай ятне парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн шкулпа ҫыхӑннӑ хутсене тивӗҫлӗ улшӑнусем кӗртмелле. Сити-менеджер алӑ пуснӑ документра ҫавна та пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш халӑх поэчӗн ячӗпе хисепленме тытӑннишӗн шкулӑн тӗллевӗллӗ малтанхиллех юлассине те хушура асӑннӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗн ятӗнче улшӑну пулса иртнине сумлӑ ҫыннӑн ятне асра тытас тӗллевпе сӑлтавланӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятин тӗллевӗсенчен пӗри СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей, Чӑваш тата Дагестан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне сарасси теҫҫӗ.
Фестиваль кунӗнче Ф.М. Лукин музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта Чатукассинчи шкул ачисем, фестиваль хӑнисемпе унта хутшӑнакансем пулнӑ.
Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлне халалласа фойере Филипп Лукин юррисем янӑранӑ.
Чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалласа поэтӑн Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патӗнчи палӑкӗ умне чечек хунӑ.
Унта Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, министр ҫумӗ Елена Чернова, министерствӑн структура пайӗсен ертӳҫисем, поэтсемпе литераторсем, театрпа концерт учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, вӗренекен ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Мероприятие уҫнӑ чух сӑмах каланисенчен пӗри, Валерий Туркай, Константин Иванова юратасси ҫулсерен вӑйланса пынине палӑртнӑ. Константин Яковлев вара К. Иванов кӗске ӗмӗрне асра хӑвармалла пурӑнса ирттернине асӑнса хӑварнӑ. Мероприяти хӑйне евӗр флешмобпа вӗҫленнӗ.
Константин Иванов уява пуҫтарать. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат паян пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче иртӗ. Ӑна Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркелӗҫ. Вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 128 ҫул ҫитет.
Мухтавлӑ «Нарспи» поэмӑн авторне халалланӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — поэт музей-ҫурчӗпе паллаштарасси, Кӗҫтенттин палӑкӗ умне чӗрӗ чечек хурасси, ҫӑлкуҫ патне анса унӑн сиплӗ шывне ас тивесси, сӑвӑ каласси, вырӑнти тата хӑнасен пултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхӗпе паллашасси.
Йӗркелӳҫӗсем пурне те хапӑл туса кӗтнине пӗлтереҫҫӗ.
Паян Муркаш районӗнчи Ваҫкассинче тата Купӑрля ялӗсенче чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, чӑвашсен пӗрремӗш хаҫатне, «Хыпара», кӑларма пуҫланӑ Николай Никольские асӑнса анлӑ мероприятисем иртрӗҫ. Ваҫкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта «Н.В. Никольский — тӗпчевҫӗ-ӑсчах, ҫутта кӑларакан педагог, общество деятелӗ» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ ӗҫлерӗ. Унтан паллӑ историкӑн, этнографистӑн, публицистӑн тӑван Купӑрля ялӗнче митинг тата концерт йӗркеленӗ.
Юбилее районти тата вырӑнти тӳре-шара, «Хыпар» издательство ҫурчӗн ӗҫченӗсем, ял халӑхӗ, шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
Унта пухӑннисенчен хӑшӗсем республикӑри тӳре-шара пыманнине палӑртнӑ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Алексей Леонтьев ҫакна палӑк умӗнче сӑмах каланӑ чухне, халӑх умӗнчех, асӑнса хӑварнӑ. Уява, Алексей Леонтьев калашле, республикӑн Вӗренӳ министерствинчен те, Культура министерствинчен те, Пичет политикин министерствинчен те, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ӗҫӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӗнчен те никам та пыман.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Чӑваш Енӗн пултарулӑх интеллигенцийӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ икӗ поэтӑн астӑвӑм хӑмисем патне чечек хунӑ.
Чыслава, Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай (1908-1970) тата кабардин-балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев (1917-1984) тивӗҫнӗ. Юлашкинчен асӑнни 1941 ҫулхи кӗркунне Орел хули патӗнче йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн Шупашкарти 3052-мӗш эвакогоспитательте сипленнӗ.
Вӑрҫа хутшӑннӑ поэтсене хисеплесе пӗлтӗр пуҫласа чечек хунӑ, кӑҫал ку ырӑ йӑлана малалла тӑснӑ. Акцие чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пуҫарнӑ.
Чечек хума Юрий Артемьев профессор, ЧНКн вице-президенчӗ Владимир Тяпкин, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗсем Раиса Сарби, Ольга Тургай, Атнер Хузангай тата Олег Цыпленков, Чӑваш Енӗн профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Максимов, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем хутшӑннӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хӑйсен ирӗкӗпе чи малтан тухса кайнисене асра тытнине палӑртса кедр лартнӑ. Йывӑҫсем унччензи Трак ярмӑрккин территорийӗнче ӳсӗҫ. Кедрсене лартма Красноармейски тата Тракри вӑтам шкулсенче вӗренекенсем те нимеҫӗ пулса хутшӑннӑ.
Красноармейски район вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кедра Людмила Васильева хӑйӗн аслашшӗ ячӗпе лартнӑ. Ашшӗне, Илья Иванова, хисеплесе унӑн хӗрӗсем Раисӑпа Галина лартнӑ. Арҫын вӑрҫа 1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Хӑйне евӗр акцие хутшӑннӑ хастарсем капла мероприятисем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче тунӑ ҫӗнтерӗвӗн хакне, иртнӗ кун-ҫула асра тытма май парать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗлӗнмелле ҫак пулӑм пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн ҫӗнӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗнхи номерӗнче, Влад Димов автор ҫырса кӑтартнӑ. Ун пирки хаҫат редакторӗ Сергей Мясников Фейсбукра пӗлтернӗ.
Журналист «Управление отходами» (чӑв. Каяшсене йӗркелесси) предприятире пулнӑ май унти хӑйне евӗр музейпе паллашнӑ. Кирлӗ мар тесе ҫынсем тухса пенӗ япаласен шутӗнче тем те пур-мӗн: хушпу, купӑс, магнитофон, магнитола, радиоприемник, фотоаппарат тата... хаклӑ хутсем.
Степан Макарович Кудряшов ятлӑ сержанта Севастополе, Ригӑна ирӗке кӑларнӑшӑн, Берлина илнӗшӗн Тав хучӗсем панӑ иккен. Вӗсене те ветеран хӑй ӗнтӗ, те ачисем пӗр ҫӗре ҫӗлесе пынӑ. Вӑхӑт иртсен вӗсем никама кирлӗ мар пулса юлнӑ. «Сталининграда хӳтӗленӗшӗн» медаль удостоверенийӗ те ҫӳп-ҫап контейнерне лексе каяш пухакан предприятие ҫитнӗ.
«Как же у них рука поднялась?» статья авторӗ вӑрҫӑ ветеранӗн япалисене ҫапла тухса перекенсенчен хытах тӗлӗннӗ.
Паян Красноармейски районӗнчи Хусакассинче палӑк уҫӑлнӑ. Астӑвӑм паллине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене хисеплесе вырнаҫтарнӑ. Палӑка уҫма тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Палӑка уҫакан ял ҫыннисем патне Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ҫитнӗ. Вӑл паян Красноармейски районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ. Хусакассине вице-премьер район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Александр Кузнецовпа кайнӑ.
Хусакассинчен вӑрҫа 87 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 40-ӗшӗ ҫеҫ каялла таврӑннӑ. Пуҫне вӑрҫӑ хирӗнче хунисене асӑнса палӑк лартни вӗсене хисеп туни пулать те.
Ун пек палӑксем, сӑмах май, республикӑри тата ултӑ вырӑнта уҫӑлмалла. Ҫакна Сергей Артамонов пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |