Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра ӗнер Казахстан поэчӗн Жубан Молдагалиевӑн тата тӑван халӑхӑмӑрӑн классикӗн Ҫеҫпӗл Мишшин бюсчӗсене уҫнӑ. Вӗсем иккӗшӗ те — халӑх поэчӗсем.
Вырӑнти Культура ҫурчӗ умӗнчи лапама ӗнер тӗрлӗ шайри тӳре-шара пуҫтарӑннӑ. Официаллӑ тепӗр сӑлтав та пулнӑ: республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ.
Бюстсене уҫма хутшӑннӑ ЧР культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев, Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Баранова тата райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Казаков, республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Курчаткин икӗ халӑхӑн ҫак поэчӗсене тӑван халӑха юратни ҫыхӑнтарнине палӑртса хӑварнӑ. Казахстанри делегаци те Михайловкӑри савӑнӑҫлӑ пулӑма хутшӑннӑ.
Чӑваш Республикин физкультурӑн тата спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне А.П. Убасева (вӑл районти Спорт ҫуртӗнче чылай ҫул тренерта ӗҫленӗ вӑхӑтра сумлӑ нумай спортсмен хатӗрленӗ) ӗнер спорт куртки парнеленӗ. Ӑна тыттараканӗсем — Елчӗк районӗнче ӗнер иртнӗ йывӑр атлетсен ӑмӑртӑвне ирттерме пулӑшнӑ спонсорсем.
Турнира спортӑн ҫак енне вӑл тӑрӑхра пуҫарса янӑ Николай Малькова асӑнса йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи йӑлана кӗнӗ тупӑшӑва алла яхӑн спортсмен пырса ҫитнӗ. Ӑмӑртӑва савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма Елчӗк ҫӗрӗ ҫинчи йывӑр атлетика спорчӗн федерацийӗн ертӳҫи П.А. Скворцов, ӑмӑртӑвӑн ертӳҫи Р.Н. Григорьев, СССР спорт маҫтӑрӗ Б.Д. Клементьев хутшӑннӑ.
Спортсмен-каччӑсем 34, 38, 42, 46, 50, 56, 62, 69 килогамчченхи тата 69 килограмран йывӑртарах, хӗрсем 48 килограмчченхи тата унран йывӑртарах виҫесенче ӑмӑртнӑ.
Паян — Анатолий Миттов художникӑн, живописецӑн, графикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ. Паллӑ датӑна «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче Геннадий Иванов-Орков ӳнер тӗпчевҫи аса илтернӗ май паллӑ, ҫав вӑхӑтрах кӗске ӗмӗрлӗ ӳнерҫӗн хура-шурӑ сӑнӳкерчӗкне тата унӑн хӑш-пӗр ӗҫне вырнаҫтарнӑ.
Анатолий Миттов 1932 ҫулта Канаш районӗнче Сиккассинче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ун пирки хыпар вырнаҫтарнӑ: паллӑ ҫынсен ҫуралнӑ кунӗсен баннерӗнче Анатолий Миттов ячӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Малтан Шупашкарти ӳнер училищине, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов...
Ыран, раштавӑн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чувашская литературная норма и речевая практика» (чӑв. Чӑваш литературин виҫи тата калаҫу практики) ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ ирттерет. 14 сехетре пуҫланакан мероприятие Наум Андреев (Урхи) чӗлхеҫӗ, тӑлмач, фольклорист, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Наум Андреевич 1891 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче ун чухнехи Етӗрне уесӗнче, хальхи Элӗк районӗнчи Ехремкассинче ҫуралнӑ. 1984 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче куҫне хупиччен вӑл чӑваш чӗлхине самай тӗпченӗ. Чӗмпӗрти арҫынсен гимназине 1913 ҫулта вӗренсе пӗтернӗскер 1968 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче экстерн мелӗпе экзамен тытса аслӑ пӗлӳ илни ҫинчен дипломлӑ пулса тӑнӑ. 1920 ҫултан пуҫласа «Сунтал», «Ҫӗр ӗҫлекен», «Чӑваш ялӗ» журналсенче, «Канаш», «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатсенче, кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Тӗп куҫару комиссийӗн пайташӗ те пулнӑ. 1940–1943 ҫулсенче вӑл ЧАССР Аслӑ Канашӑн Президиумӗнче, 1944–1956 ҫулсенче хальхи гуманитари институтӗнче тӑрӑшнӑ.
Раштавӑн 2-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫ ялӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнӗ ятпа поэзи уявӗ иртнӗ. Мероприятие Шупашкартан ЧР Культура министерствин этноконфесси хутшӑнӑвӗсен пай пуҫлӑхӗ Лидия Филиппова ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.
Чӑвашри йыш «Ухсай вулавне» хутшӑннӑ. Мероприяти вӑхӑтӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчи учительсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе хутшӑнса илме те май тунӑ.
Аслӑ поэтӑн ҫӗрӗ ҫинче пулнисем унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ, Яков Ухсай музейне кӗрсе тухнӑ, Слакпуҫӗнчи Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Яков Ухсай – халӑх поэчӗ» уявра пулнӑ. Унта вырӑнти хастарсем те кӑмӑлтан хутшӑннӑ. Каҫхине Пелепейри Культура ҫуртӗнче поэтӑн 105 ҫулхи ячӗпе концерт иртнӗ.
Тӗнче тетелӗнче, тата тӗрӗсрех каласан, Фейсбукра, Яков Ухсайӑн вил тӑприйӗпе палӑкӗ калаҫтараҫҫӗ.
«Чӑваш халӑхӗ валли пин-пин йӗрке ҫырса хӑварнӑ ҫыравҫӑн юлашки вырӑнӗнче ют чӗлхепе кӑна ҫырса хума ӑс ҫитнӗ... Кӗскен, ӑнланмалла», — асӑрханӑ Микулай Павловский. Чӑн та, нумай чӑвашӑн юратнӑ поэчӗн палӑкӗ ҫине вырӑсла кӑна шӑрҫаланӑ. «Здесь похоронен Яков Ухсай», — тенӗ унта.
Вырӑсла ҫырнисӗр пуҫне ҫав палӑка сӳтсе явакансем «Кунта Яков Ухсая пытарнӑ», — тени ҫуккишӗн кӑна мар, вил тӑприйӗ пӗр вырӑнта, палӑкӗ тепӗр ҫӗртерех вырнаҫни те тӗлӗнтернӗ. Калаҫӑва хутшӑннӑ Владимир Кожевников хӑй ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене те тишкернӗ. Чӑн та, аяллӑрах вырӑнта — вил тӑпри, ҫӳлерех — палӑкӗ.
Никама та хурлас килмест. Палӑка каярах лартнине тавҫӑрма ӑс нумай кирлӗ мар. Сумлӑ ҫав ӗҫе пурнӑҫлакансен ӑнлантарӑвӗ пурах-тӑр. Шел те, лартма кам хутшӑннине, вырӑннине кам палӑртнине пӗлместӗп. Палӑка вил тӑпринчен ахальтенех уйӑрман-тӑр. Тен, вырӑнӗ ишӗлекенскер, тен, лачакаллӑ та унта ҫавӑнпа палӑк лартайман.
Тӗнче тетелӗнчи хӑш-пӗр юлташа калаҫтаракан ҫак ыйтӑва уҫӑмлатакан, тен, ҫак сайта вулакансем хушшинче тупӑнӗ.
Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын.
Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур.
Паян, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫуралнӑранпа 117 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Шупашкарти унӑн палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчиллех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ. Вӗсем поэта сума суса ӑшӑ сӑмах нумай каланӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Митинга пынисем палӑк патне чӗрӗ чечек хунӑ.
Поэт ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе Ҫеҫпӗлӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Канаш районӗнче те, тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, «Зов Сеспеля» (чӑв. Ҫеҫпӗл чӗнӗвӗ) ятпа поэзин регионсем хушшинчи фестивалӗ иртет. Ҫак мероприятие Шӑхасанта йӗркелеме пуҫланӑранпа чылай ҫул ӗнтӗ. Вӑл тӑрӑхшӑн поэт-трибунал — мӑнаҫлӑх палли.
Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Вӗсене асӑнса шкул пулнӑ вырӑнта митинг иртнӗ.
1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Хуракасси шкулӗнче Октябрь революцине халалласа концерт иртнӗ. Физика вӗрентекенӗ икӗ ачапа пӗрле кинопроектора хатӗрленӗ чухне бензинпа усӑ курнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ҫулӑм тухнӑ, вӑл концерт пынӑ спортзала палкаса кӗнӗ.
Йывӑҫ ҫурт питӗ хӑвӑрт хыпса ҫуннӑ. Аслӑраххисем, ытларахӑшӗ, чӳречерен тухнӑ, пӗччӗккисем ҫавӑнтах юлнӑ… Вӗсене тепӗр кунхине тӑванла вилтӑпри ҫине пытарнӑ.
Ҫунса кӗлленнӗ шкул умӗнче иртнӗ митинга МЧС ӗҫченӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, районти тӳре-шара, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗнчи Анатолий Софронов 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Ытти тантӑшӗсем пекех шкулта вӗреннӗ. Хыҫҫӑн Шупашкарти 18-мӗш училищӗре пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Автослесарь специальноҫне алла илнӗ. Вӑхӑт ҫитнӗ те ҫара кайнӑ. Штанаш ҫамрӑкӗ Малтанах Белоруҫре ҫар вӑрттӑнлӑхӗсене хӑнӑхнӑ. Унтан ӑна Ҫурҫӗр флотне куҫарнӑ, Полярный хулара хӗсмете малалла тӑснӑ. Анчах та 1986 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче вӗсен катерне шывай карапӗ ҫиеле тухнӑ чух пырса тӑрӑннӑ. Инкекре Анатолий Витальевичӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ.
Унтанпа вӑхӑчӗ сахал мар хыҫа юлнӑ пулин те, хӗсмете пӗрле тухса кайнисем тата училищӗре вӗреннисем Штанаш каччине манмаҫҫӗ. Тинӗс ҫар флочӗн кунӗнче ҫулсерен унӑн вилтӑприйӗ ҫине килсе каяҫҫӗ. Ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе флотра пурнӑҫланисем укҫа-тенкӗ пуҫтарса палӑк тутарнӑ. Нумаях пулмасть ӑна Штанаш ҫӑви ҫине килсе вырнаҫтарнӑ. Тӗрлӗ районтан тухнӑ Г.Скворцов, С.Потапов, В.Столяров, Ю.Борисов, А.Аврамов, И.Поляков, А.Малышев тата ыттисем иртнӗ вӑхӑтсене ырӑпа аса илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |