Чӑваш Енре ҫӑкӑр хакӗ ӳснине кӑҫал тыр-пул тухӑҫӗ пӗчӗк пулнине, ҫавна май унӑн хакӗ хӑпарнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку Раҫҫейӗпех палӑрать: типӗ ҫанталӑк тӑнӑран тыр-пул ӑнса пулман.
ЧР Правительство ҫуртӗнче ҫӑкӑр пӗҫерекен, ҫӑнӑх хатӗрлекен предприятисен тата суту-илӳ сечӗсен элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫӑкӑр хакне ӳсессине чаракан хушма мерӑсем хатӗрлеме сӗннӗ. Лару-тӑрӑва ҫӑнӑх хатӗрлекенсем урлӑ йӗркелеме сӗнеҫҫӗ: вӗсене ҫӑнӑх хакне пӗр шайра тытса тӑмашкӑн субсиди уйӑрмалла. Кун валли мӗн чухлӗ укҫа кирлине палӑртмалла.
Олег Николаев хушнипе Ял хуҫалӑх министерстви тӑватӑ енлӗ килӗшӳ хатӗрлӗ: ку Чӑваш Ен Правительствине, ҫанӑх хатӗрлекенсене, ҫӑкӑр пӗҫерекенсене тата суту-илӳ сечӗсене пырса тивет.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков урӑх ӗҫе куҫма пултарасси, ӑна РФ Президенчӗн полпречӗн пуканне парасси пирки сас-хура пирки пӗлтернӗччӗ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнчи 158-мӗш хушупа килӗшӳллӗн, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата РФ Президенчӗн Чӑваш Енри тулли праваллӑ элчин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан пулса тӑнӑ. Хушу вӑя кӗнӗ.
Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Петр Чекмарева полпред должноҫӗнчен кӑларнӑ, унта вӑл 2018 ҫултанпа ӗҫленӗ. Паян Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем Ладыкова администраци пуҫлӑхӗнчен вӑхӑтран маларах кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев патне кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем нумай килеҫҫӗ-мӗн. Ҫавна май Олег Николаев тӳрӗ лини ирттерме палӑртнӑ.
Тӳрӗ линие вӑл ыран тухасшӑн. Ун чухне вӑл халӑх тетелне килнӗ ыйтусене уҫӑмлатӗ. «Ыран кирек мӗнле вӑхӑтра тӳрӗ лини тухма хатӗррине пӗлтеретӗп. Ӑна нумай ҫын итлетӗр», - тенӗ Олег Алексеевич.
Элтепер кӑшӑлвирус сарӑлнине пула йышӑннӑ ҫӗнӗ чару мерисем, ҫак амакран хӳтӗленмелли тӳлевсӗр вакцинаци тавра калаҫасшӑн.
Кӑшӑлвирус сарӑлнине пула Чӑваш Енре ҫӗнӗ чарусем вӑя кӗреҫҫӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.
Малашне кафе-ресторана, культура учрежденийӗсене кӗнӗ чухне, спорт тата массӑллӑ мероприятисене кайсан кӑшӑлвирусран прививка тунине ӗнентерекен QR-код ыйтма пуҫлӗҫ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, кун пек тума май пур: вакцинациленнисене йышӗ самай.
QR-кода Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн сарӑмӗнче кӑтартмалла е хут ҫине пичетлемелле. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Сывлӑхпа спорт кунӗнче, ӑна кӑтартсан ҫеҫ кӗртӗҫ. Хальлӗхе ку йӗркене 13 спорт учрежденийӗ пӑхӑнать.
Чӑваш Енре культурӑпа ӑслӑлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ ятлӑ-сумлӑ ҫынсене уйӑхсерен патшалӑх пособийӗ параҫҫӗ. Вӑл укҫана тивӗҫнӗ ҫынсем ӑна мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе илсе тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ӳнер, культура тата ӑслӑлӑх енӗпе пултаруллисене ҫулталӑклӑха стипендипе те хавхалантараҫҫӗ.
Ӳлӗмрен ҫав укҫасен виҫи ӳсӗ. Ку хыпара нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ирттернӗ тӗлпулура пӗлтернӗ. 2022 ҫлхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн укҫа виҫи хальхи 3 пин тенкӗрен 5 пин тенке ҫитӗ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук.
Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур.
Шӑчӑпа сикекен Анжелика Сидоровӑна тата унӑн тренерне Светлана Абрамовӑна Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине пама йышӑннӑ. Хушӑва авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Анжелика Токиора иртнӗ Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Куншӑн ӑна Чӑваш Ен 1,2 миллион тенкӗ преми памалла. Тренерне Светлана Абрамовӑна – 600 пин тенкӗ.
Унччен спортсменкӑна «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Мускав правительствинчен вӑл 2,5 миллион тенке тивӗҫӗ. Раҫҫей правительствинчен те ҫавӑн чухлех парӗҫ. Вӑл ӑмӑртусенче Мускав тата Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ.
Чӑн та, пирӗн пӗчӗк тӑрӑхӑмӑртан ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ тухса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ.
Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине территорие тата отрасльсене кура йӗркелесшӗн. Ӑна хатӗрлеме мӗнпур министерство, районсемпе хуласен администрацийӗсем хутшӑнӗҫ. Олег Николаев ку ӗҫе чӑваш диаспорисене те явӑҫтарассине пӗлтернӗ.
Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртессине палӑртнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Палӑртмалла: кинофестиваль пӗрремӗш хутчен 2008 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне ют ҫӗршыври актерсемпе кинорежиссерсене чӗннӗ. Тепӗр ҫулхине республика влаҫӗ кинофестиваль ирттерессине йӑлана кӗртме йышӑннӑ. Ҫакна РФ Культура министерстви те ырланӑ.
Ку таранччен кинофестивале пин-пин ҫын ҫитсе курнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фильмсене унта тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ.
Малашне ЧР Элтеперӗн стипендине 30 ҫул тултарман ҫамрӑксем ҫеҫ мар, 35 ҫула ҫитнисем те илме пултараҫҫӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче йышӑнӑва пӑхса тухнӑ та ырланӑ.
Палӑртмалла: пултаруллӑ ҫамрӑксене кунашкал стипендие 2003 ҫултанпа параҫҫӗ. Унӑ виҫи 1830 тенкӗпе танлашать, ӑна кашни уйӑхра, пӗр ҫул, параҫҫӗ. Стипендие ҫулсерен тӗрлӗ тытӑмра ҫитӗнӳсем тунӑ, пултарулӑх енчен палӑрнӑ 1000 ҫамрӑк илсе тӑрать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |