Сывлӑх
![]() Инстаграмри @minzdrav21 сӑнӳкерчӗкӗ Чир-чӗр никама та тиркемест те, Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫавна аван пӗлет. Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсемпе усӑ курса вӑл кӑшӑлвирусран ревакцинаци тутарнӑ. Кун пирки Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи хыпарланӑ тӑрӑх, ревакцинацие вӑл «Спутник Лайт» препаратпа тутарнӑ. «Хама лайӑх туятӑп. Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерстви кӑшӑлвирусран иммунизацие ҫур ҫулта пӗрре тутарма сӗнет. Ку вӑл питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлатӑп, вакцинаци тутарнӑранпа 6 уйӑх иртнисене ревакцинаци витӗр тухса хӑвӑра тата хӑвӑрӑн ҫывӑх ҫыннӑрсене чиртен хӳтӗлеме сӗнетӗп», – тенӗ Элтепер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |