Пӗр хӗрарӑм «Про Город» хаҫата хӑйӗнпе пулса иртнӗ пӑтӑрмаха каласа кӑтартнӑ. Хайхискер диван ҫинче ларнӑшӑн укҫа тӳленӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм «Модӑсен ҫурчӗ» суту-илӳ центрне телефон юсаттарма пынӑ. Хайхискере 20 минут кӗтме ыйтнӑ. Вӑл суту-илӳ центрӗнче уткаласа ҫӳренӗ, каялла таврӑннӑ – телефон хатӗр мар-ха. Хӗрарӑм кӳршӗ суту-илӳ пайӗнчи диван ҫине кайса ларнӑ. Унччен те пулман – унти сутуҫӑ ӑна укҫа тӳлеме ыйтнӑ – диванпа усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ памалла-мӗн.
«Раштавӑн 21-мӗшӗнче телефон юсаттарма «Модӑсен ҫуртне» килтӗм. Кӳршӗ пайра кӗтсе ларнӑ чухне ҫамрӑк арҫын, сутуҫӑ, корпоратив пурлӑхӗпе, диванпа, усӑ курнӑшӑн 100 тенкӗ ыйтма тытӑнчӗ. Эпӗ сусӑр пулнине, ура ыратнине, тепӗр пилӗк минутран каяссине ӑнлантарма тытӑнтӑм. Кун хыҫҫӑн вӑл мана каларӗ: «Ҫук, тӳлӗр». Тӳлерӗм, тавар чекӗ пачӗҫ», - каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм редакцие.
Шупашкар хулинче ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, ачасен шкула каймалла мар. Ҫапла йышӑннӑ хула администрацийӗнче.
Хула администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, уроксене ирттерменни пӑрлӑ ҫумӑр ҫунипе ҫыхӑннӑ. Чӑн та, хӗллехи хӑйне евӗр ҫак ҫанталӑка пула ҫул-йӗр пӑрлакланса ларать. Кун пек чухне ырӑ хуҫа хӑй йыттине урама кӑларас ҫук.
Шупашкар хула администрацийӗнче шкулсен ертӳҫисене 1-4-мӗш классем валли занятие дистанци мелӗпе йӗркелеме сӗннӗ.
5-11-мӗш классенче вӗренекенсене те ыран шкула пымасӑр вӗрентӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ ачи-пӑчине шкула ярасах тесен вӗсене леҫме, унтан пырса илме сӗнеҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсемпе педагогсем ыран ытти чухнехиллех ӗҫлӗҫ.
Паян Шупашкарта харӑсах виҫӗ ҫӗрте ача пахчисем уҫӑлнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ вӗсенчен пӗрне, «Садовӑй» микрорайонти «Кубик-рубик» 203-мӗш ача пахчине, уҫма хутшӑннӑ.
203-мӗш ача пахчинче ачасене чӑвашла та вӗрентеҫҫӗ иккен. 240 вырӑнлӑ ҫав ача пахчине хута яма хыснаран 175 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Паян уҫӑ учрежденире музыка тата физкультура занятийӗ валли пӳлӗмсем, бассейн, методика, логопед, психолог пӳлӗмӗсем, медицина блокӗ, компьютер класс, LEGO-студи валли пӳлӗм пур.
Ача пахчинче пулса курнӑ Роза Власова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнсенче ачасем пысӑк хӑнасене чӑваш наци апачӗпе: хуран куклипе, пӳремечпе — хӑналанӑ.
Унсӑр пуҫне паянах «Ҫӗнӗ хула» тата «Кувшинка» микрорайонсенче те шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене уҫнӑ.
Паян Шупашкарта кунӗпе тенӗ пек ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Ыран вара пирӗн республикӑра ҫанталӑк сивӗтмелле. Апла пулсан ҫул-йӗр пӑрлакланасси каламасӑрах паллӑ. Гидрометцентр хыпарланӑ тӑрӑх, ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, сывлӑшри температура -3...-8 градус сивӗ пулӗ. Юр, йӗпе юр, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Сӑмах май каласан, паян та Шупашкарти троллейбуссене ҫӳреме кансӗр пулнӑ. Вӗсем чарӑнса ларасран хулари авари тытӑмӗсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Аварипе кӗрешес енӗпе тӑрӑшакансем ҫутӑ пӑралукӗсем пӑрланнине тасатассипе те яваплӑ. Шупашкарти ҫул-йӗр пӑрлакланса ларасран урамсене ятарлӑ хатӗрсем сапас енӗпе 53 машина ӗҫленӗ.
Ыран та, ҫитес кунсенче те ҫул ҫинче асӑрхануллӑ ҫӳремелле. Транспортӑн та, ҫуран ҫӳрекенсен те.
Шупашкарта виҫӗ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем 3-7 ҫулсенче. Кун пирки Калинин район администрацийӗ пӗлтерет.
7 ҫулти ача асламӑшӗпе (е кукамӑшӗ) пӗрле пурӑннӑ. Пепке амӑшӗсӗр юлсан вӑл ӑна воспитани панӑ. Анчах кайран ватӑ хӗрарӑмпа арҫын ача пӗр чӗлхе тупайман, ҫавна май ватӑскере ку тивӗҫрен хӑтарнӑ.
Ку эрнере икӗ мӑшӑра ашшӗ-амӑшӗн прависемсӗр хӑварнӑ. Ҫапла майпа 6-ри тата 2 ҫулти ачасем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ вӗсем валли опекунсем шыраҫҫӗ.
Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, кӑҫал ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 40 ачаран 3-шне ача ҫуртне ӑсатнӑ.
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын хӑйӗн 52 ҫулти амӑшӗпе хирӗҫсе кайнӑ.
Ывӑлӗ ун чухне ӳсӗр пулнӑ. Ҫак арҫын амӑшне пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 45 хутран кая мар ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ывӑлӗ хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анчах тухтӑрсем вырӑна ҫитсен хӗрарӑма нимпе те пулӑшайман – лешӗ вилсе кайнӑ. Ҫапла пӗлтерет следстви.
Ҫак арҫынна тытса чарнӑ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл халӗ суд пуласса кӗтет.
Паян урама тухма та ҫук – шуҫса ӳкме пулать. Ку вара хӑрушӑ – алӑ-ура хуҫасси те инҫех мар.
Ҫулсем шуҫлакланнӑ май травмпунктсене пырса пулӑшу ыйтакан нумайланнӑ. Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енри тухтӑрсенчен 330 ытла ҫын пулӑшу ыйтнӑ.
Пӑрлӑ ҫулсене пула шар курнӑ 134 ҫын Хулари 1-мӗш пульницӑна пулӑшу ыйтма ҫитнӗ. 117 ҫын Васкавлӑ медпулӑшу пульницине пынӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине 84 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ку, ахаль чухнехипе танлаштарсан, 3 хут ытларах.
Шупашкарта ҫулсем пӑрлакланнӑ май таксистсем ытларах ӗҫлесе илме тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗнер кӑна 100 тенкӗпе кайма май пулнӑ тӑк паян куншӑн 300 тенкӗ ыйтаҫҫӗ.
Шуҫлак пулнӑран ҫынсем ӗҫе, вӗренӗве кая юлса ҫитеҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк «парни» пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ. Ҫулсем ҫине тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ, кун тӗлӗшпе 25 бригада ӗҫленӗ. Пӗтӗмпе 150 тонна ытла тӑварпа хӑйӑр хутӑшӗ сапнӑ. Анчах ку ытлах пулӑшайман – тӑвар ҫумӑр ҫунӑ май ирӗлсе пынӑ.
Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем планшетпа ӗҫлеме пуҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: тухтӑрсене планшетсем пациент пирки кирлӗ хыпара васкавлӑн пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара фельдшер пӗр-пӗр ҫын хӑҫан ҫуралнине ҫеҫ мар, ун валли хӑҫан тата мӗнле сӑлтавпа васкавлӑ пулӑшу чӗнни таранах пӗлейрет.
Планшетсене хальлӗхе Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти тата Ҫӗрпӳри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Апла пулсан унти тухтӑрсем ҫӗнӗлле ӗҫлеме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.
Ҫак кунсенче техникӑна Сӗнтӗрвӑрринчи, Куславккари, Етӗрнери, Элӗкри, Муркашри, Вӑрмарти, Канашри, Патӑрьелти, Вӑрнарти, Йӗпреҫри бригадӑсене валеҫсе панӑ. Асӑннӑ подстанцисенчи тухтӑрсем халӗ планшетпа ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен оборудование Улатӑр, Ҫӗмрле, Пӑрачкав, Хӗрлӗ Чутайри подстанцисене ҫитерсе парӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялӗнчи ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нетрезвый водитель» (чӑв. Урӑ мар водитель) калӑпӑшлӑ профилактика мероприятийӗ малалла пырать.
Водительсем ӳсӗрле руль умне ларса хӑйсене хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ ҫеҫ мар-ҫке. Вӗсене пула ним айӑпсӑр ҫынсемех: пассажирсемпе водительсем — шар курма пултараҫҫӗ.
Атнар ялӗнче тытса чарнӑ водитель, сӑмахран, унччен те ӳсӗрле ҫакланнӑ. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасшӑн. Шупашкарта, ав, Орлов урамӗнче ӳсӗр водителе пула инкек пулнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем ӳсӗр водительсем пирки 102 номерпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |