Ҫитес ҫул федераци хысни Чӑваш Ен валли транспорт ыйтӑвӗсене татса пама 625 миллион тенкӗ уйӑрса парӗ. Ку укҫапа троллейбуссем туянӗҫ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтерет.
Ҫак укҫпа автономлӑ мелпе ҫӳрекен тата ахаль троллейбуссем – пӗтӗмпе 100 ытла – туянма палӑртнӑ. Чи малтанах вӗсем Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара маршрут яма кирлӗ. Ҫавӑн пекех 10-мӗш маршрута татах троллейбуссем ярӗҫ, мӗншӗн тесен маршрута Алькеш таран тӑсӗҫ.
Ахаль троллейбуссем валли те вырӑн пулӗ: кивелнӗ транспорта улӑштарӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта 300 яхӑн троллейбус ҫӳрет.
Ҫак кунсенче «Что? Где? Когда?» телекӑларӑмӑн финалӗ иртнӗ. «Телекуравҫӑсем знатоксене хирӗҫ. 6 очко таран вылятпӑр», - пӗлтернӗ телеертӳҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫыннӑн ыйтӑвне вуласа панӑ. «Сире хирӗҫ техника документацийӗн разработчикӗ, Шупашкарти Алексей Оганесян вылять», - ҫапла каланӑ телеертӳҫӗ.
Ҫав вӑхӑтра Алексей ӗҫре пулнӑ, кӑнтӑр апачӗ ҫитнӗ. Вӑл вӑййа чӗнессе кӗтмен те. «Чи малтанах ӗҫрен яччӗр тесе кун пирки пуҫлӑха пӗлтертӗм», - каласа кӑтартнӑ Алексей.
Алексейӑн ыйтӑвне знатоксем хуравлайман. Ҫапла майпа пирӗн ентеш ҫур миллион тенкӗ выляса илнӗ.
Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫула виҫӗ лапамра кӗтсе илме май пур: «Шупашкар» универмаг умӗнче, Дорисс-паркра, «Амазони» паркра. Ҫавна май троллейбуссем ирхи 3 сехетчен ӗҫлӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫулхи каҫ троллейбуссем 13 маршрутпа ҫӳрӗҫ. Пӗтӗмӗшле вӗсем 101 рейс тӑвӗҫ. Тепӗр 11 маршрутпа автобуссем ҫӳрӗҫ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче те транспорт ҫӳрӗ.
Уяв мероприятийӗсем 23 сехетре пуҫланӗҫ. Фейерверксене виҫӗ лапамра ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре ярӗҫ.
2021 ҫӳл тӗлне Чӑваш Енри ача пахчисенче черет пулмӗ. Ҫапла шантараҫҫӗ республикӑн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче.
Асӑннӑ ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 ҫулта (2012-2021 ҫулсенче) пирӗн тӑрӑхра 71 ача пахчи хута ямалла. Вӗсенче 12 пин те 920 ачалӑх вырӑн пулӗ. Ача пахчисене тума 8 миллиард тенкӗ ытла уйӑрмалла.
2021 ҫул вӗҫӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах ачасен шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене лекес тесе черет кӗтме тивмӗ. Халӗ ҫак тӗллеве 26 районпа хуларан 16-шӗнче пурнӑҫлама май килнӗ.
2012-2018 ҫулсенче 8 пин вырӑнлӑх 47 ача пахчи хута янӑ. Кӑҫал та ҫак ӗҫ малалла тӑсӑлнӑ. Килес ҫул Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ районӗсенче пӗрер, Шупашкарта 6 ача пахчи хута яма палӑртнӑ.
«Форд» водителӗ, 27 ҫулти арҫын, ачана ҫапса кайнӑ та авари вырӑнӗнчен тарнӑ. Полицейскисем ӑна тытса чарнӑ.
Паян Шупашкарти Калинин урамӗнчи «Мега Молл» суту-илӳ центрӗ патӗнче авари пулнӑ. 10 ҫути арҫын ача светофор симӗс ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ун ҫине машина пырса кӗнӗ.
Водитель вырӑнтан тарнӑ, кайран хӑйех каялла таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл авари хыҫҫӑн эрех сыпнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унӑн машини ҫинче юн сирпӗннӗ евӗр наклейка ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫакскер каллех авари вырӑнӗнчен ҫухалнӑ. Кайран водителе пакунлисем шыраса тупнӑ.
Ачан урисем хуҫӑлнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, операци тунӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал вӑл ҫул-йӗр правилисене 20 хутчен пӑснӑ.
Раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарта Хӗл Мучисен кайтсёрф-парачӗ иртӗ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта ку мероприяти йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти ҫулсенче унта Хӗл Мучисем ҫеҫ хутшӑннӑ пулсан, кӑҫал Юрпикесем те, юмахсемпе мультфильмсенчи тӗрлӗ сӑнар та хутшӑнӗ. Ӑмӑрту 12 сехетре Шупашкарӑн Мускав ҫыранӗнче пуҫланмалла.
Кайтпа (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ку сӑмах сывлӑшри ҫӗлен тенине пӗлтерет. Унпа шыва тата юр ҫине сиксе тӗрлӗ хускану тума пулать) ярӑнакансем ӑмӑртӑва темиҫешер уйӑх хатӗрленеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва Шупашкар хула администрацийӗ, Чӑваш Енри Парӑс спорчӗ федерацийӗ тата «Ветер Волги» (чӑв. Атӑл ҫилӗ) кайт-клуб йӗркелеҫҫӗ. Кайтсёрф-парад ҫанталӑк хитре пулсан ҫеҫ иртейӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 84 ҫамрӑка ятран стипенди пама йышӑннӑ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче паян ҫырнӑ. Стипендие илме тивӗҫ ҫамрӑксене суйласа илни ҫинчен Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче ӗнерех хыпарланӑ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хавхалантарӑвне пултаруллӑ та талантлӑ ҫамрӑксем тивӗҫеҫҫӗ. Ятран паракан стипендие илсе тӑрас тесе кӑҫал 300 ытла яшпа хӗр заявка тӑратнӑ. Вӗсен хушшинче — пултаруллӑ ачасем, олимпиадӑсенче, конференцисенче ҫӗнтернӗ ҫамрӑксем, спортсменсем, студентсем, коммерцилле мар общество организацийӗсен хастарӗсем.
Вӗсенчен 84-шне стипенди пама суйласа илнӗ. Вӗсене категорине кура килес ҫул уйӑхсерен кашнине 1000 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран парса тӑрӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Хаяр Йӑванӑн мини-палӑкне вырнаҫтарни пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Паян «Ҫыхӑнура» форума ҫырса тӑракан пӗр ҫын Константин Иванов скверӗнче (палӑк шӑпах унта вырнаҫнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мини-палӑка сӑн ӳкерме пынӑ. Акӑ мӗн асӑрханӑ вӑл: палӑка вырнаҫтарнӑ «аквариум» ҫине «Чӑваш халӑхне вӗлерекен» тесе ҫырнӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех юнашар хӑма ҫине Хаяр Йӑван тискерлӗхӗ пирки ҫырнӑ листовкӑсене ҫыпӑҫтарнӑ.
Аса илтерер: Хаяр Йӑван палӑкне Шупашкарта вырнаҫтарассине чылайӑшӗ хирӗҫ пулнӑччӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспекчӗпе машинӑсене ҫӳретме тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен ҫав ҫула уҫассине республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков ҫак эрнере журналистсене пӗлтернӗччӗ-ха. Каланӑ сӑмаха тытнине халӗ, ав, хамӑр курса ӗнентӗмӗр.
Сӑмахӑмӑр — Иван Яковлев проспекчӗн 9-мӗш пилӗкҫуллӑх урамне пӑрӑнакан ҫул ҫавринчен тытӑнса Кӑнтӑр поселокне пӑрӑнмалли вырӑн патне ҫитичченхи лаптӑк ҫинчен.
Асӑннӑ урамри ҫав лаптӑка кӑҫал кӗркунне юсама тытӑннӑччӗ. Тӳррипе каласан, халӗ вӑл ҫула пӗтӗмпех туса пӗтереймен-ха. Асфальтӑн ҫиелти сийне ҫуркунне сарӗҫ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑн та, паян 11 сехет тӗлӗнче вӑл ҫула уҫманччӗ, халӗ унтан машинӑсене ҫеҫ мар, троллейбуссене те янӑ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев журналистсемпе тӗл пулнӑ, тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра – Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара троллейбус ярассине те.
Икӗ хула хушшинче транспорт кӗҫех ҫӳреме тытӑнмалла. Кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Михаил Игнатьев автономлӑ мелпе ҫӳрекен троллейбуса ларса ку маршрутпа кайса пӑхасшӑн. Унта ытти пассажир та пулӗ.
Хальлӗхе ку маршрутпа ҫӳремешкӗн 4 троллейбус туяннӑ. Элтепер каланӑ тӑрӑх, РФ Промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви пулӑшнипе ҫитес ҫул общесто транспорчӗ тунямашкӑн Чӑваш Ене 600 миллион тенкӗ килмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Таланцев Зиновий Михайлович, паллӑ купса ҫуралнӑ. | ||
| Кошкин Исак Федорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ ҫуларнӑ. | ||
| Ижутов Николай Степанович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, летчик, полковник ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |