Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Винокуров урамӗнчи 99-мӗш ҫуртран 25-мӗш хутран сикни пирки пӗлтернӗччӗ. Телее, 11 ҫулти арҫын ача подъезд умӗнче ларакан ГАЗель ҫине ӳкнӗ. Ҫакӑ унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна Шупашкарта, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, операци тунӑ. Тепӗр кунхине вӑл тӑна кӗнӗ, калаҫнӑ.
Ҫак ача халӗ хӑйне мӗнле туять-ши? Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл хӑйне лайӑхрах туйма тытӑннӑ. Унӑн сывлӑхне тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ, психологсем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшне те психологӑн пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.