Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарти Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчи территорире нумай хутлӑ виҫӗ ҫур тума ӗмӗтленеҫҫӗ. Анчах ку сӗнӗве хула строительствин канашӗн ларӑвӗнче тӗрлӗрен йышӑннӑ. Хӑш-пӗр архитектор сӗнӗве архитектурӑри ҫӗнӗлӗх тесе ырласа мухтанӑ, теписем 100 метра яхӑн ҫӳллӗш ҫуртсене Атӑл хӗрринче туса лартни вырӑнсӑр та килӗшӳсӗр тесе хурланӑ. Проект авторӗ, Мускаври «Атриум» архитектура мастерскойӗн гендиректорӗ Антон Надточий хӑйсен сӗнӗвне мухтанӑ май республика Элтеперӗ Олег Николаев архитектурӑра наци компоненчӗпе усӑ курма сӗннине палӑртса хӑварнӑ, пирӗн ҫуртсенче те тухьяри тимӗр укҫа евӗр япаласем пулӗҫ тесе ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |