Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсем: Хырхӗрри

ЧӲК
04

Шкул хаҫачӗ
 Галина Белкова | 04.11.2012 20:08 |

Ку вӑхӑтри пурнӑҫра массӑллӑ информаци хатӗрӗсем еплерех вырӑн йышӑннине пурте каламасӑрах пит лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Тӗнчен хӑш кӗтесӗнче мӗн пулса иртнине самантрах пин-пин ҫын пӗлме пултарать. Хыпарсене халӑх патне хӑвӑрт тата тӗрӗс илсе ҫитерес тесе журналистсем кунне-ҫӗрне пӑхмасӑрах тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрӑва та ҫак професси хӑй патне туртать. Ҫавӑнпах-та-и, тен, юпа уйӑхӗнче Хырхӗррри тӗп шкулӗнче «Журналист» кружок ӗҫлеме тытӑнсан унта ҫӳреме хаваспах кӑмӑл тӑвакансем пулчӗҫ. Кружока ҫӳрекенсем иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вӗрентекенсене тата пӗрле вӗренекен юлташӗсене хӑйсен пӗрремӗш хайлавӗсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗҫ те ӗнтӗ. Коридорта курӑмлӑ вырӑнта вырнаҫтарнӑ «Шкул хыпарӗсем» хаҫатра вӗсемпе вуласа паллашма май пулчӗ. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ҫырнӑ хайлавсене сӑнкерчӗксем те илем кӳчӗҫ.

Кунпах ҫырлахса ларасшӑн мар-ха хырхӗррисем, ҫитес номер валли материал пухма тытӑннӑ та ӗнтӗ вӗсем. Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче ӑна та калӑпласа ҫитересшӗн. Хаҫатӑн пӗрремӗш номерне кӑларас ҫӗрте уйрӑмах Диана Ятмановапа София Никонова вӗренекенсен тӳпи пысӑк. Малашне те кружока ҫӳрекенсен ҫак ӗҫе хутшӑнас кӑмӑлӗ пысӑк.

Малалла...

 

ЮПА
17

Кӗр пики
 Аçтахар Плотников | 17.10.2012 16:38 |

Тин ҫеҫ тенӗ пек иртнӗ ҫуллахи кунсенче Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем кӗҫӗн ҫулхи хӗрачасем валли ятарласа «Ҫу пики» ӑмӑрту ирттернӗччӗ. Юпан 14-мӗшӗнче вара ҫак ӳнер вучахӗнче ялти шкулта 7-9 классенче вӗренекенсем валли «Кӗр пики» ятлӑ конкурс иртрӗ. Ҫак тупӑшу пулассине ачасене маларах пӗлтерсе хунӑччӗ. Ҫавӑнпа та хутшӑнакансем ун патне тӗплӗнрех хатӗрленме пултарчӗҫ.

Чӑн малтан хӗрачасем хӑйсемпе паллаштарчӗҫ. Унтан конкурса йӗркелесе ертсе пыракан Т.И. Бормотина хатӗрленӗ ыйтусем ҫине хурав шырарӗҫ. Хыҫҫӑн хӗрупраҫсем пушӑ вӑхӑтра мӗн ӗҫ тума юратнине, е урӑхла каласа хӑйсен хобби ҫинчен каласа пачӗҫ. Юлашкин конкурссем — ташӑ ташласси тата кӗрхи модӑна сӑнласси.

Куракансем те ахаль ларса тӑмарӗҫ. Ертсе пыракан вӗсемпе тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗ. Унсӑрӑн шкул ачисем хӑйсен класӗнче вӗренекен конкурсанткӑсене алӑ ҫупса, «Маттур! Пултаратӑн!» — тесе хавхалантарса кӑшкӑрсах тӑчӗҫ. Жюрире ларакансем баллсене тӗплӗ шутласа тухнӑ хыҫҫҫӑн пӗтӗмлетӳ туса пачӗҫ. Чи нумай балл пуҫтарса «Кӗр пики» ята тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Настя Ятманова тивӗҫрӗ.

Малалла...

 

Паян — пӗтӗм тӗнчери учительсен кунӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак уява вӗрентекенсемпе пӗрле ачасем те чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ирех шкулти коридора уяв ячӗпе кӑларнӑ стена хаҫачӗсем илем кӳчӗҫ, вӗсемпе чылайӑшӗ кӑткӑсланчӗҫ. Уроксене паян «ҫӗнӗ вӗрентекенсем» — аслӑ классенче вӗренекенсем — ирттерчӗҫ. Каярахпа культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ уяв концерчӗ пулчӗ. Ӑна шкул ачисемпе культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем лартса пачӗҫ. Ҫак кунах Комсомольски салинче савӑнӑҫлӑ пуху пулса иртрӗ. Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн районти вӗрентекенсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ, вӗсемпе пӗрле пилӗк вӗрентекене республикӑри Газпром пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ К.С.Мифтахутдинов укҫан преми парса хавхалантарчӗ.

Кӑшт каярах Хырхӗрри тӗп шкулӗн вӗрентекенӗсем кӳршӗ Елчӗк районӗнчи Ҫуткӳл тӗп шкулӗнчи ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Малашне те ӗҫлӗ ҫыхӑну тытса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ. Уяв ҫӳллӗ шайра иртрӗ тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль.

 

Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире
Хырхӗрри шкулӗнч ачисем экскурсире

Паян — илемлӗ ылтӑн кӗр кунӗ. Йӗри-таврана тимлӗн сӑнаса пӑхсан ҫак илеме ҫутҫанталӑкран лайӑхрах нимӗнле художник та сӑнласа кӑтартайманнине туятӑн. Пысӑк ҫулӑн икӗ енӗпе ӳсекен йывӑҫсен тӗрлӗ тӗслӗ тумӗсемпе киленсе Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекенсем Шупашкара ҫул тытрӗҫ. Икӗ сехетрен паллӑ ентеш — Василий Иванович Чапаев палӑкӗ патне ҫитрӗҫ. Ҫӳллӗ постамент ҫинче вырнаҫтарнӑ мӑнаҫлӑ юланутҫӑ ҫине пуҫсене каҫӑртсах тимлерӗҫ шӑпӑрлансем. Часах музейе те кӗрсе курчӗҫ. Кунта вырнаҫтарнӑ экспонатсем хушшинче вӗсене ытларах граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи салтаксен тумтирӗ тата хӗҫ-пӑшал кӑткӑслантарчӗ. Легендарлӑ ҫар пуҫӗ ҫуралса ӳснӗ ҫурта та хаваспах кӗрсе тухрӗҫ ачасем.

Малалла ҫул — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче вырнаҫнӑ Космонавтика мемориаллӑ комплексне. Ҫур сехетрен палӑртнӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗҫ ачасем. Тепӗр паллӑ ентеш — Андриян Григорьевич Николаев виҫҫӗмӗш космонавтӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ.

Малалла...

 

Хырхӗрри ял тӑрӑхӗн сайтчӗ асӑрхаттарать: аслати тухсан тем тесен те ҫӳллӗ йывӑҫ айне ан тӑрӑр! Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра вӑрмана лекрӗр пулсан хурӑнран, юманран, хыртан, тирекрен аякрах кайӑр, пӗчӗкрех тӗмӗсем шырӑр. Шыва ан кӗрӗр, шыв хӗрринчен кайӑр. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑратӑр пулсан айлӑма анӑр.

Ҫиҫӗм-аслати килнӗ вӑхӑтра уя лекрӗр пулсан ҫӗр ҫине ан выртӑр, чӗркуҫҫиленсе ларсан аванрах пулӗ.

Уйрӑмах алӑра тимӗр япаласем (мотоцикл, велосипед) пулсан вӗсене аяккарах хурӑр, 20-30 метра куҫсан та пӑсмӗ. Аслати кӗрленӗ вӑхӑтра телефонпа та калаҫмалла мар. Телевизор, радио, ытти электрохатӗрсене сӳнтермелле.

Килте чӳречесемпе алӑксене хупӑр, сывлӑш тухмалли шӑтӑксене питӗрӗр.

Аслати вӑхӑтӗнче машинӑра пулсан унтах юлӑр, радиоитлев антеннине антарӑр, чӳречесене хупӑр.

Аслатиллӗ ҫумӑрта инкек лекрӗр пулсан 01 номерпе (карас телефонӗпе — 112) шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтӑр.

 

Кӑҫал Хырхӗрри шкулӗнчен вӗренсе тухакансем
Кӑҫал Хырхӗрри шкулӗнчен вӗренсе тухакансем

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем экзаменсене парса пӗтернӗ хыҫҫӑн сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче те иртрӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ тата кулянуллӑ уйрӑлу каҫӗ. Шкула кӑҫал сакӑр ача пӗтерчӗ: виҫӗ хӗрача тата пилӗк арҫын ача. Пурте вӗсем патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсен Ю.П.Алексеев директор тата И.М. Степанова класс ертӳҫи саламларӗҫ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Пирӗн шкулта пурӗ те сакӑрвун икӗ ача ҫеҫ вӗренет, ҫавӑнпа та пурте пурне те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗчӗк шкулсен питӗ лайӑх енӗ – ачасемпе вӗрентекенсем пӗр кил-йышри пек пурӑнни. Тӑхӑр ҫул хушши кунран кун шкула ҫӳренӗ май ачасем пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки шӑнкӑрав тата сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗшсене шкултан ярас та килмест. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать: ачасен те вӗренӗве малалла тӑсмалла. Хӑшӗсем, сӑмахран Настя Розовапа Снежана Морозова тӗп хулари техникумсене ҫул тытӗҫ. Ытларахӑшӗ вара район центрӗнчи шкулсенче вӑтам пӗлӳ илме шутлаҫҫӗ.

Мӗнех, ӑнӑҫу сире, ачасем!

Малалла...

 

ҪУ
16

Бичурин музейӗнче
 galina.belkova | 16.05.2012 23:44 |

Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ.

Малалла...

 

ҪУ
14

«Тӑван ен-2012»
 galina.belkova | 14.05.2012 13:22 |

Хырхӗрри тӗп шкулӗ
Хырхӗрри тӗп шкулӗ

Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех.

Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси.

Малалла...

 

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ. Унӑн программине Г.В. Храмова тата З.Н. Воробьева вӗрентекенсем, юрри-кӗввине Р.Т. Морозова вӗрентекен ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансем аннесем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр каларӗҫ, ҫав хушӑрах илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.

Ун хыҫҫӑн Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем — Т.И. Бормотинапа В.А.Горбунова сӑмах илчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене пысӑк мар спектакль лартма хатӗрленӗ. Юмахӗ «Ҫарӑк» ятлине пӗлтерсен чылайӑшӗ: «Ку юмаха эпӗ те пит лайӑх пӗлетӗп-ҫке», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах та халапа курма пуҫласанах вӑл урӑхла шухӑшли паллӑ пулчӗ: «артистсем» хӑйсен ролӗсенчи сӑмахӗсене сӑвӑласа каларӗҫ, ҫарӑка акса ӳстерессине те ку вӑхӑтри агрономи мелӗсемпе ҫыхӑнтарчӗҫ, вӗҫӗнче те шӑши тем пекех пулӑшрӗ пулсан та ҫарӑк вырӑнтан та хускалмарӗ!

Малалла...

 

Пирӗн ҫӗршывра та, ҫӗршыв тулашӗнче те Василий Иванович Чапаев ҫинчен илтмен-курман ҫын ҫук тесен те пӗртте йӑнӑш пулмасть пуль. Мӗн ачаранпах пӗртӑван Васильев режиссерсем ӳкернӗ «Чапаев» кинори Борис Бабочкин ытла та ӗнентерӳллӗ вылянӑ начдив сӑнарӗ кашни совет ачи умӗнче пулнӑ. Д. Фурманов ҫырнӑ «Чапаев» кӗнекене вара тӑватҫӗр хут ытла ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пичетлесе кӑларнӑ. Ҫак кӗнекесем, паллах, сентресем ҫинче тусан ҫӑтса выртман, вӗсене вулакансен йышӗ питех те нумай пулнӑ.

Чӑн та, Чӑвашран тухнӑ палллӑ ҫынсенчен пӗри вӑл — Чапаев! Нарӑс уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗнче Василий Иванович ҫуралнӑранпа шӑп та лӑп 125 ҫул ҫитрӗ. Ҫав ятпа Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче викторина тата конкурссем иртрӗҫ. Унта пӗрремӗш-тӑххӑрмӗш классенче вӗренекен кашни ачан хутшӑнма май пулчӗ.

Пӗтӗмлетӳсене тума ачасемпе вӗрентекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ. Чӑн малтанах истори вӗрентекенӗ Г.Белкова легендарлӑ 25-мӗш дивизи ертӳҫин кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем