Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Тӑван ен-2012»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
galina.belkova 14.05.2012 13:22 | 1998 хут пӑхнӑ
Хырхӗрри тӗп шкулӗ
Хырхӗрри тӗп шкулӗ

Юлашки ҫулсенче пирӗн республикӑри шкулсенче чӑваш халӑхӗн историпе культурине тӗпчесе вӗренессине пысӑк тимлӗх уйӑра пуҫларӗҫ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫе чӑннипе те тивӗҫлӗ шайра тума Е.Енькка ҫырса хатӗрленӗ «Тӑван ен» («Родной край») вӗренӳ кӗнекисем хистесе пыраҫҫӗ. Елена Викторовна ҫак предмета шкулсенче сыхласа хӑварас енӗпе те пӗр вӑй-халне шеллемесӗр тӑрӑшать. Кашни класс валли, вӗренӳ кӗнекисемсӗр пуҫне, ятарласа ӗҫ тетрачӗсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе кашни шкултах анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра 5-8 классем валли тестсен пуххисем тухнӑ, 6-7 классем валли видео-материалсем те пур. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ку чӑн та питӗ пысӑк ӗҫ. Танлаштарма аса илер-ха: 1992 ҫулта шкулсенче вӗренӳ программине КРК (культура родного края) предмета кӗртсенех, ачасене те, вӗрентекенсене те питӗ йывӑр килнӗччӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗренӳ кӗнекисем ҫеҫ мар, ятарласа хатӗрленӗ программӑсем те пулман. Кашни вӗрентекен вара йывӑрлӑхран хӑй мӗнлерех пултарать, ҫавӑн пек тухнӑ. Улшӑнусем ырӑ енне кайни куҫкӗретех.

Тата тепӗр пысӑк пуҫару — республика шайӗнче 4-7 класра вӗренекен ачасем хушшинче «Родной край» («Тӑван ен») олимпиада ирттересси. Маларах вӑл Шупашкар хулинчи ачасем валли ҫеҫ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта чӑваш историпе культурине тӗпчекен, интересленекен пысӑк тавракурӑмлӑ вӗренекен (кашни шкултанах 4, 5, 6-7 классенчи икшер ача) хутшӑнма пултарать. Хутшӑнма кӑмӑл тӑвакансем маларах вӗрентӳ институчӗн ятарлӑ электронлӑ адресӗ ҫине заявка ярса параҫҫӗ. Шӑпах ҫапла майпа Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче вӗренекен тӑватӑ ача ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ир-ирех тӗп хуламӑра ҫул тытрӗ. Кӳршӗри Асанкасси вӑтам шкулӗнчи ултӑ вӗренекен те вӗсемпе пӗрле инҫе ҫула тухрӗҫ.

Малтанах олимпиадӑна Е.В. Александрова уҫрӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Ачасем кашниех уйӑрнӑ кабинета пырса хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗ. Хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Заданисем виҫӗ пайран тӑраҫҫӗ. А пайра тестсем, вӗсенчен кашнинчех пӗр тӗрӗс хурава тупса палӑртмалла. В пайри заданисем йывӑртарах, унта ачасен темиҫе хурав памалла, е тата ытти хушусем тумалла. С пайра пысӑк мар эссе ҫырмалла. Олимпиада кашни ҫулах ҫӳллӗ шайра ирттӗр тесе Е.В. Александрова, Р.А. Волкова, Л.М. Иголкина ӗҫченсем пысӑк ӗҫ туса ирттереҫҫӗ. Ачасем тунӑ ӗҫсене парса пӗтерсенех комисси членӗсем валли хӗрӳ ӗҫ пуҫланать. Кӑҫалхи ҫул икҫӗр аллӑ ачан ӗҫне тӗрӗслеме вӗсене питех те ҫӑмӑл пулмарӗ. Пӗтӗмлетӳсене ҫийӗнчех сайт ҫине вырнаҫтарчӗҫ, пӗлеҫҫӗ: ачасем ҫакна чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ.

Хырхӗрри тӗп шкулӗнче 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан Максим Минин олимпиадӑна иккӗмӗш ҫул хутшӑнать. Иртнӗ ҫул вӑл хӑй улттӑмӗш класра ҫеҫ вӗреннӗ пулин те, 6-7 классем хушшине тӑваттӑмӗш вырӑна тухнӑччӗ. Кӑҫал та питӗ тӑрӑшса хатӗрленчӗ Максим, ҫавӑнпах та, вӑтӑр балл ҫурӑ пуҫтарса, пӗрремӗш вырӑна тухма пултарчӗ! Ҫиччӗмӗш класри Т.Хлебникова, пиллӗкӗмӗшри Н.Исаевапа Н.Белков та япӑх мар кӑтартусем турӗҫ. Маттур чӑваш ачисене малашне те ӑнӑҫу, тӑван халӑхӑн культурине асра тытса малалла аталантарма сунас килет!

#ҫитӗнӳсем, #шкулсем, #Асанкасси, #Хырхӗрри, #Шупашкар, #олимпиадӑсем, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем