Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шкулсенче тӑххӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем экзаменсене парса пӗтернӗ хыҫҫӑн сывпуллашу каҫӗсем иртеҫҫӗ. Хырхӗрри тӗп шкулӗнче те иртрӗ пӗр вӑхӑтрах савӑнӑҫлӑ тата кулянуллӑ уйрӑлу каҫӗ. Шкула кӑҫал сакӑр ача пӗтерчӗ: виҫӗ хӗрача тата пилӗк арҫын ача. Пурте вӗсем патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса алла аттестат илчӗҫ. Ҫак ятпа вӗсен Ю.П.Алексеев директор тата И.М. Степанова класс ертӳҫи саламларӗҫ, малашнехи пурнӑҫра ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Пирӗн шкулта пурӗ те сакӑрвун икӗ ача ҫеҫ вӗренет, ҫавӑнпа та пурте пурне те питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Пӗчӗк шкулсен питӗ лайӑх енӗ – ачасемпе вӗрентекенсем пӗр кил-йышри пек пурӑнни. Тӑхӑр ҫул хушши кунран кун шкула ҫӳренӗ май ачасем пӗр-пӗрне ҫывӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та юлашки шӑнкӑрав тата сыв пуллашу каҫӗ хыҫҫӑн тӑххӑрмӗшсене шкултан ярас та килмест. Анчах пурнӑҫ малалла шӑвать: ачасен те вӗренӗве малалла тӑсмалла. Хӑшӗсем, сӑмахран Настя Розовапа Снежана Морозова тӗп хулари техникумсене ҫул тытӗҫ. Ытларахӑшӗ вара район центрӗнчи шкулсенче вӑтам пӗлӳ илме шутлаҫҫӗ.
Мӗнех, ӑнӑҫу сире, ачасем!