Никита Яковлевич Бичурин (Иакинф) Китайпа Монголи Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗсене тӗпчекен пӗрремӗш ӑсчах пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Вӑл 1777 ҫулта Шупашкар районӗнчи Типнер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Никитӑн аслашшӗпе ашшӗ те тӗн ҫыннисем пулнӑ, тен, ҫавӑнпах арҫын ачана та Хусанти тӗн семинарине вӗренме янӑ. Ҫак семинарине пулас манах лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтернӗ. 30 ҫула ҫитсен вара Иакинфа аякри Китай ҫӗршывне миссионер пулма, урӑхла каласан христиан тӗнне сарма янӑ. Анчах та вӑл ытларах тӗн ӗҫӗпе мар, ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫленӗ. Чӑн малтан кӗске вӑхӑт хушшинче китай, монгол, тибет чӗлхисене вӗреннӗ. Вӗреннӗ ҫеҫ мар, вӗсене тарӑннӑн тӗпченӗ, вырӑсла-китайла сӑмахсар кӑларма ӗмӗтленнӗ. Китай ҫӗрӗнче вунпилӗк ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн каялла Раҫҫее таврӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле тӗвесем ҫине тиесе калама ҫук пысӑк тупра: ултӑ пин те сакӑрҫӗр килограмм алҫырӑвӗсемпе кӗнекесем илсе килнӗ. Вӗсене тепӗр хут тӗпчесе йӗркелесе Ази халӑхӗсен историпе ӳнерӗ, этнографипе географийӗ ҫинчен кӗнекесем пичетлесӗ кӑларнӑ.
Хальхи вӑхӑтра паллӑ ӑсчах-ентеше асӑнса Кукеҫ поселокӗнче музей уҫнӑ. Ҫак кунсенче Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп тата Асанкасси вӑтам шкулӗсенчи ачасен пӗр ушкӑнӗ Л.А.Катмакова тата Г.А.Белкова тӑван ен культури вӗрентекенӗсемпе музейе ҫитсе килчӗ. Экскурсийе ертсе пыракансем Никита Яковлевичӑн ачалӑхӗ, кил-йышӗ, Хусанти вӗренӗвӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, вӑл туса ирттернӗ ӑслӑлӑх ӗҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ, тӗрлӗрен экспонатсемпе паллаштарчӗҫ. Курмалли-пӗлмелли чылай пулчӗ шкул ачисемшӗн. Ҫак музейрах вырнаҫнӑ ытти куравсемпе те тӗплӗн паллашма тӑрӑшрӗҫ вӗсем. Юлашкинчен паллӑ ентешӗмӗрӗн палӑкӗ патӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.