Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх пуш уйӑхӗн саккӑрмӗшӗнче пӗтӗм тӗнче Хӗрарӑмсен кунне уявлать. Ҫак уява пирӗн ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ: тӗрлӗрен концертсем, конкурссем е ытти савӑнӑҫлӑ ӗҫ-пуҫсем туса ирттереҫҫӗ. Сӑмахран, Комсомольски районӗнчи Хырхӗрри тӗп шкулӗнче кӗҫӗн классенче ӑс пухакансем уяв концерчӗ йӗркелерӗҫ. Унӑн программине Г.В. Храмова тата З.Н. Воробьева вӗрентекенсем, юрри-кӗввине Р.Т. Морозова вӗрентекен ертсе пынипе хатӗрленӗ. Шӑпӑрлансем аннесем ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсене пӑхмасӑр каларӗҫ, ҫав хушӑрах илемлӗ юрӑсем шӑрантарчӗҫ. Куракансем вӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарчӗҫ.
Ун хыҫҫӑн Хырхӗрри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем — Т.И. Бормотинапа В.А.Горбунова сӑмах илчӗҫ. Вӗсем шкул ачисене пысӑк мар спектакль лартма хатӗрленӗ. Юмахӗ «Ҫарӑк» ятлине пӗлтерсен чылайӑшӗ: «Ку юмаха эпӗ те пит лайӑх пӗлетӗп-ҫке», — тесе калаҫрӗҫ. Анчах та халапа курма пуҫласанах вӑл урӑхла шухӑшли паллӑ пулчӗ: «артистсем» хӑйсен ролӗсенчи сӑмахӗсене сӑвӑласа каларӗҫ, ҫарӑка акса ӳстерессине те ку вӑхӑтри агрономи мелӗсемпе ҫыхӑнтарчӗҫ, вӗҫӗнче те шӑши тем пекех пулӑшрӗ пулсан та ҫарӑк вырӑнтан та хускалмарӗ! Ҫамрӑк «актерсен» ҫипуҫӗсем те хӑйнеевӗрлӗхӗпе палӑрчӗҫ. Чӑн та, шӑпӑрлансем тӑрӑшни куҫкӗретех курӑнчӗ. Куракансем, вӗсен хушшинче ашшӗ-амӑшӗсем те, вӗрентекенсемпе шкул ачисем те, пултаруллӑ ачасене — Стас Романова, Майя Михеевана, Настя Каримкинана, Настя Кузнецована, Рома Воронкова, Яшапа Максим Исаевсене — алӑ ҫупса тав турӗҫ, малаше те ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ.