Хусанти блогерсем «Шупашкарти трикотаж» хапрӑк пирки официаллӑ мар реклама ӳкернӗ. Темиҫе кунра провокациллӗ видеоролик халӑх тетелӗсенче сарӑлнӑ. Ӑна пин-пин ҫын хакланӑ, хӑйсен шухӑшӗсене хӑварнӑ. Паллӑ журналист Юрий Дудь та видеоролика тивӗҫлипе хакланӑ.
Кибер-панк стильпе ӳкернӗ видеороликра «Гучи шьют в Китае. Чебоксарский трикотаж – в Чебоксарах» сӑмахсем янӑраҫҫӗ. Ӑна иртнӗ эрнере «Громкие рыбы» Ютуб-канала вырнаҫтарнӑ.
Проект авторӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем хапрӑкран нимӗнле тӳлеве те тивӗҫмен, видеоролика пӗрле ҫирӗплетмен. Хапрӑк вара ку пуҫару пирки пӗлнӗ, блогерсене ӳкерӳ валли тумсем те панӑ.
Ютуб-канал пуҫаруҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак видеороликпа вӗсем хамӑр патра ҫӗленӗ тум пахалӑхлӑ, килӗшӳллӗ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Чӑваш Енри тата тепӗр икӗ ҫын «Чӑваш Республики тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Хальхинче ҫавӑн пек пысӑк наградӑпа республикӑн прокурорӗ пулса ӗҫленӗ Евгений Жучкова тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистне Владимир Семенова чыслама йышӑннӑ.
Евгений Жучков 1931 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Мордва Республикинчи Ичалки районӗнчи Ханенеевка ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. 1984-1994 ҫулсенче Чӑваш Ен прокурорӗ пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва кайсан вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Президиумӗн секретариачӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ.
Владимир Семенов 1949 ҫулхи ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑхӑн театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ. 1972 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет. Вӑл — Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Хусанти Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче Вырӑс чӗлхин кунне тата А.С. Пушкин ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк концерт ирттернӗ. Унта аслӑ поэтӑмӑр хайлавӗсенчи сюжетсемпе ҫыхӑннӑ опера, балет пайӗсене кӑтартнӑ. Унта Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнчи наципе культура автономийӗсен пайташӗсем хутшӑннӑ. Ҫав шутра — чӑвашсем те. Туслӑх ҫуртӗнчи вырсарни шкулӗнче вӗренекен ачасем Пушкин юмахӗсене каласа пани пурне те килӗшнӗ. Ҫак постановкӑра Алина Садыкова, София Чаркина, Стефания Чаркина, Дарья Тукаева, Илья Тукаев, Кристина Романова, Кира Камзина, Моханнад Алхами тата Оскар Абсандзе хутшӑнчӗҫ.
Кӳршӗллӗ регионти чӑвашсен «Сувар» хаҫатӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пухӑннисене Тутарстанри Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи, Халӑхсен ассамблейин председателӗ Фарид Мухаметшин саламланӑ. Вӑл асӑннӑ регионта вырӑс, тутар тата ытти халӑх чӗлхисене аталанма условисем туса парасси хальхи вӑхӑтра питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ.
Машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫула Чӑваш Ен урлӑ тӑвас сӑмах нумаях пулмасть тухрӗ. «Мускав – Чулхула – Хусан» автоҫулпа ҫыхӑннӑ хушу та тухнӑччӗ. Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче алӑ пуснӑ документра ҫул тума условисем йӗркелес тӗллеве палӑртнӑччӗ.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ ӗҫлет. Унта хутшӑннӑ май пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Российские автомобильные дороги» (чӑв. Раҫҫейӗн автомобиль ҫулӗсем) патшалӑх компанийӗн пуҫлӑхӗпе Вячеслав Петушенкопа тӗл пулнӑ. Енсем «Европа – Хӗвел Анӑҫ Китай» автоҫул тӑвас ыйтӑва хускатнӑ. Трассӑн пӗр пайӗ — «Мускав – Чулхула – Хусан» тӳлевлӗ ҫул. Ҫул тӑршшӗ — 729 километр. Трасса пирӗн республикӑри Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсемпе иртмелле. Пирӗн республикӑра унӑн тӑршшӗ 89,3 километрпа танлашмалла.
Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗн редакторӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Константин Малышев текех унта ӗҫлемест. Юлашки ҫулсенче «ТАТМЕДИА» акционерсен обществин тытӑмӗнче пулнӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫултанпа редакторта тимленӗ ҫын урӑх ҫӗре куҫнӑ.
«Сувар» хаҫатри улшӑну ҫак уйӑхӑн 21-мӗшӗнчен пулса иртнӗ.
Редактор тивӗҫӗсене халӗ Ирина Трифонова пурнӑҫлать. Тутарстанри чӑвашсен пичет кӑларӑмӗнче вӑл та чылайранпа, тата тӗрӗсрех каласан, 1997 ҫултанпа, тӑрӑшать. Ирина Трифонова — Тутарстан чӑвашӗ. Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырми ялӗнче 1977 ҫулта ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ, вӑл Раҫҫейри халӑхсен хушшинчи туризм академийӗнче те ӑс пухнӑ.
«Сувар» хаҫата ытти тӑрӑхра юратса вулаҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкара чӑваш танкисчӗн хӗрӗ килмелле. Кунта сӑмахӑмӑр паттӑрлӑхне фильмра сӑнарланине тивӗҫ пулнӑ Семен Коноваловӑн хӗрӗ пирки пырать.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Тухса калаҫакансен шутӗнче республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев та пулнӑ.
Культура министрӗ ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енри кинотеатрсенче «Несокрушимый» фильма тӳлевсӗр кӑтартассине пӗлтернӗ.
Фильмри тӗп сӑнар — вӑрҫӑра фашистсен нумай танкне тӗп тунӑ Семен Коновалов паттӑр танкист. Семен Коновалов чӑваш пулнине документсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Тури Услон районӗнчи Ямпулат чӑваш ялӗнче ҫуралнӑ, кайран Хусана куҫса кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗр рабочийӗсем инкеке лекнӗ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах «М-7» ҫулӑн 698-мӗш километрӗнче 11 сехет те 40 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. Икӗ автомобиль ҫапӑннине пула тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Вольво» грузовик Хусан еннелле ҫул тытнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл ҫул хӗрринче ларакан «ГАЗель» машина ҫине пырса кӗнӗ. Асӑннӑ автомобиль ҫул-йӗр юсакансен пулнӑ. Грузовик пырса ҫапнипе «ГАЗель» ҫул айккине сирпӗнсе кайнӑ. Ун умӗнче тӑракан икӗ рабочи тата кабинӑри водитель аманнӑ. Грузовика тытса пынӑ арҫынта суранланнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ушкӑнӗ ҫак кунсенче — Тӗмен ҫӗрӗ ҫинче. Унта «Театральный мост Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн театр кӗперӗ) акцие йӗркеленӗ май тухса кайнӑ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Хусанта пулнӑ. Унти «Ак Барс» ҫамрӑксен центрӗнче вӗсем Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх Валерий Яковлев лартнӑ «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакле кӑтартнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче артистсем Тӗмен облаҫне ҫул тытнӑ. Гастроле йӗркелеме Тӗмен облаҫӗн правительствипе асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗ пулӑшнӑ. Спектакльсене Заводоуковск тата Тӗмен хулисенче кӑтартӗҫ.
Заводоуковск хулинче паян «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ вырӑсла камите лартма палӑртнӑ. Тӗменти драма театрӗн сцени ҫине «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакльпе ыран тухӗҫ.
Каярах Самар тӑрӑхӗнчи Димитровград тата Тольятти, ҫавӑн пекех Самар хулинчи куракан патне ҫитӗҫ.
Хусанта пурӑнакан, Инстаграмра «Чӑваш пики» аккаунта чӑн чӑвашла тытса пыракан Ксения Романова хаҫат-журнал сайра вуланине пытарман. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, вӗсен чӗлхи йывӑр. Хӑй вара ансат чӗлхепе ҫырма тӑрӑшать.
Ксения Романова —«Тутарстанри чӑваш пики — 2016» и «Раҫҫей чӑваш пики — 2016» ятсене тивӗҫнӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Аталан» юхӑмне йӗркелеме те хутшӑннӑ.
Инстаграмри аккаунта чӑвашла тытса пыма пуҫличчен вӑл тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллинне асӑрханӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче туссем пӗр-пӗринпе тӑван мар чӗлхепе ҫыру ҫӳретни пирки шухӑша кайнӑ.
Тутарсен блогерӗпе Ринат Галиахметовпа паллашнӑ хыҫҫӑн хавхаланса кайса чӑвашла аккаунт йӗркеленӗ.
«Чӑваш пики» страницӑна тытса пырассине блогер ӗҫ вырӑнне хурса йышӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |