Чӑваш Ен журналистсем чи пӗчӗк ӗҫ укҫи илекен виҫӗ регион шутне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кунти МИХсенче ӗҫлекенсем уйӑхсерен вӑтамран 20 пин тенкӗ илеҫҫӗ.
«HeadHunter» компанин тӗпчев служби тата Раҫҫей журналистсен союзӗ «журналист» профессине тишкернӗ. Чӑваш Енре ҫак енӗпе тӑрӑшакансенчен 30 проценчӗ урӑх ҫӗре куҫса кайма хатӗр. Вӗсем Мускавпа Питӗрсӗр пуҫне Хусан пирки ӗмӗтленеҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ 20 пин тенкӗ шалу журналистсене тивӗҫтермест. Вӗсем вӑтамран 5 пин тенкӗ те пулин нумайрах илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Пӗр МИХра журналистсем вӑтамран 1,9 ҫул тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен 90 проценчӗ — аслӑ пӗлӳллӗ.
Журналистсен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ хушма ӗҫпе аппаланать. Журналистсенчен 71 проценчӗ — хӗрарӑмсем. Ҫав шутран 74 проценчӗ — 34 ҫула ҫитичченхисем. Арҫынсем хушшинче ку ҫулхисем — 60 процент. Ҫак цифрӑсене Чӑваш халӑх сайтне «HeadHunter Атӑлҫи» компанин пресс-секретарӗ Александра Севостьянова пӗлтернӗ.
Сергей Лисицын Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулӗ. Хушӑва алӑ пуснӑ регионти Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен сайтӗнче пичетленӗ.
Премьер-министр юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче Сергей Лисицын Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе ҫырнӑ. 1980 ҫулта. Хусанти патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗреннӗ. Ӗҫе Тутарстанра пуҫланӑ. «Канаш» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче. Унта пулнӑ тӗп агроном. 2008 ҫултанпа ӗҫленӗ «Россельхозцентр» предприятире, федерацин Ял хуҫалӑх министерствин Ӳсентӑран департаментӗнче, «Госсорткомиссия» учрежденире. Ҫамрӑкскерӗн тӗрлӗ награда пур. «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн II степень» орден медальне панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Хусанта «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта Шупашкарти Евгений Краснов медальона тивӗҫнӗччӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑччӗ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑччӗ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Халӗ Михаил Игнатьев Элтепер Евгений Краснова 40 пин тенкӗ преми пама йышӑннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи паян алӑ пуснӑ. Документа ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хусанта иртнӗ «WorldSkills» 45-мӗш тӗнче чемпионатӗнче медальона тивӗҫнӗ Евгений Краснова саламланӑ.
Евгений Краснов — Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерцин техникумӗн производство вӗрентӗвӗн мастерӗ. Чемпионта вӑл Раҫҫейӗн наци командин йышӗнче, «Кондитер ӗҫӗ» компетенцире, хутшӑннӑ. Ку енӗпе 23 ҫын тупӑшнӑ. Конкурссенче Евгений 700 ытла балл пухнӑ.
Вӑтам кӑтартупа палӑрнисене медальонпа хавхалантарнӑ. Шупашкарти каччӑ сумлӑ ҫав йыша лекнӗ.
Каччӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра саламланӑ. «Евгения саламлатӑп тата унӑн ашшӗ-амӑшӗпе педагогӗсене профессионал хатӗрленӗшӗн тав тӑватӑп!», — тесе ҫырнӑ вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче.
Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Анисим Асламассен динаситине халалласа «Асламас+» юрӑпа кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑвашсен классик-композиторӗ Анисим Асламас (1924-2000) ҫуралнӑранпа 95 ҫул, унӑн ывӑлӗ ывӑлӗ Алексей Асламас (1959- 2017) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чӑваш композиторӗн ывӑлӗ Алексей Ленинградри консерватори хыҫҫӑн 1993 ҫулта Чехие ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл — дирижёр, пианист. Унти Брно хулинчи наци театрӗнче, консерваторире тата музыка академийӗнче тӑрӑшнӑ. Шупашкара Алексей Анисимовичӑн мӑшӑрӗ Инна Георгиевна (вӑл Брно консерваторийӗнчи фортепиано уйрӑмӗнче заведующийӗ пулса ӗҫлет), чӑваш классикӗн мӑнукӗ Антон Асламас, Алексей Асламас-кӗҫӗнни килсе ҫитнӗ. Вулавӑшри уяв каҫне ҫавӑн пекех Хусанти консерватори студентки, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Екатерина Чеботарёва тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Федотова хутшӑннӑ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ.
Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн.
«Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр».
Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» IV форумӗ Шупашкарта иртӗ. 2017 ҫулта ку фоурма Хусанта йӗркеленӗччӗ. Культура мероприятине яланхиллех Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви ирттерӗ.
Кӑҫалхи форума ҫурла уйӑхӗн 18-28-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ. Унӑн программи пуян пулассине шантараҫҫӗ. Форум вӑхӑтӗнче ҫӗннине вӗренме те, экспертсемпе, влаҫра, культурӑра, бизнесра ӗҫлекенсемпе тӗл пулса калаҫма та май килӗ. Тӗрӗк тӗнчине аталантарас, унан пуянлӑхне упраса хӑварас енӗпе туса ирттерекен лайӑх опытпа паллаштарӗҫ.
Форума бакалавриатра е магистратурӑра вӗренекен, ӑслӑлӑх кандидачӗ е докторӗ ята илмен ҫамрӑксен хутшӑнма ирӗк пур. Вӗсен 18-30 ҫулта пулмалла. Заявкӑсене zolototyurkov2019@fadn.gov.ru электрон адреспа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хӑвӑрпа паллаштаракан 2 страницӑллӑ эссе ҫырмалла. Пурӗ 150 ҫамрӑка суйласа илӗҫ.
Полицейскисем Киров облаҫӗнчи икӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӗсем йывӑр преступлени тунӑ. Чӑваш Республикинче усал ӗҫ тунӑ.
Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна куракансенсене йӗрке хуралҫисене часрах пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Павел Сергеевич Мосунов 1998 ҫулта ҫуралнӑ. Николай Аркадьевич Арсентьев 1982 ҫулта ҫуралнӑ. «Мускав—Хусан» ҫулпа ҫуран утма пултараҫҫӗ. Сад юлташлӑхӗсен территорийӗсенче пулма пултараҫҫӗ.
Павел Сергеевич Мосуновпа Николай Аркадьевич Арсентьева курнисен 8(83530) 2-13-39 номерпе Красноармейски районӗнчи шалти ӗҫсен пайне шӑнкӑравламалла. Е 8-927-859-36-02, е 102 номерсемпе.
Шӑнкӑравлакансен ятне никама та пӗлтермӗҫ. Усал ӗҫ тунӑ ҫынсем ӑҫти пирки пӗлтерсен укҫа тӳлӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн тӗп прокурорӗн утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Шӑмӑршӑ районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Асӑннӑ муниципалитетри надзор органне ертсе пыма Владимир Николаева шаннӑ. Вӑл — юстицин аслӑ канашҫи.
Владимир Геннадьевич Николаев 1977 ҫулта Вӑрнар районӗнчи Ҫарӑклӑ ялӗнче ҫуралнӑ. 1993-1998 ҫулсенче Хусанти патшалӑх университечӗн юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Вӗренсе пӗтеричченех вӑл, 1997 ҫулхи раштав уйӑхӗнче, Канашри районсем хушшинчи прокурор пулӑшуҫи пулса тӑрӑшма пуҫланӑ. Каярах Владимир Николаев унта следовательте ӗҫленӗ. Чӑваш Енӗн транпсорт прокурорӗн ҫумӗ, Тӑвай районӗн прокурорӗ те пулнӑ. 2012 ҫултанпа Комсомольски район прокурорӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ӑна Шӑмӑршӑна куҫарнӑ.
РФ экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Орешкин Чӑваш Ен урлӑ «Ладӑпа» иртсе кайӗ. Руль умӗнче вӑл хайех пулӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Министр Тольятти хулине монохуласен форумне кайма пуҫтарӑннӑ. «Эпӗ машинӑпа кайӑп, руль умӗнче хамах пулӑп. Мускав – Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан – Самар – Тольятти маршрут пулӗ», - ҫапла ҫырнӑ министр хӑйӗн страницинче.
Министр ҫула май ҫынсемпе калаҫма палӑртнӑ. Мускав – Хусан маршрутпа тӳлевлӗ ҫул тума, М-7 ҫула тӗпрен реконструкцилеме палӑртнӑ. Шӑпах ҫак тӗллевпе министр руль умне ларса ҫула тӗрӗслӗ. Хусана ҫити тӳлевлӗ ҫул чӑнах та кирлӗ-и? Ҫак ыйтӑва та татса парасшӑн вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |