Ҫул-йӗр
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Куславкка районӗнче фура ҫул хӗррине тухса кайса тӳнсе кайнӑ. Инкекре водитель аманнӑ. Кун пирки патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗ пӗлтернӗ. Пысӑк тиевлӗ машина рулӗ умӗнче 28 ҫулти арҫын пулнӑ. Хут тиенӗ машинӑпа вӑл Хусан енне кайма тухнӑ. Куславкка районӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ, йывӑр тиевлӗскер тӳнсе кайнӑ. Инкекре ытти машина шар курман. Фурӑн аманнӑ водительне пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |