Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемье Таиландран таврӑнайман. Чӑваш Ен Элтеперӗн Аддминистрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫемьен майӗ те, укҫи те пулман. Ҫапла, ют ҫӗршывсене халӗ самолетсем вӗҫмеҫҫӗ. Хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене тӑван тӑрӑха илсе килмелли рейссем ҫеҫ сайра-хутра хутлаҫҫӗ.
Йывӑрлӑха лекнӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемьене тӑван тӑрӑха тавӑрма республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевӑн ҫине тӑма тивнӗ. Раҫҫей Правительствин ертӳҫин ҫумне Татьяна Голиковӑпа Тутарстан Президентне Рустам Минниханова та ура ҫине тӑратма тивнӗ.
Тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье ӗнер Бангкокран Хусана вӗҫсе килнӗ. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫемье карантина Хусанти обсерваторире ирттерет.
Пирӗн тӑрӑхри 200 ытла ҫын ҫак кунсенче чикӗ леш енче. Вӗсем — тӗнчери 40 ҫӗршывра.
Юлашки талӑкра Раҫҫейре тепӗр ултӑ ҫын коронавируспа чирленине палӑртнӑ. Пилӗк ҫын – Мускавра, тепри – Чулхулара. Чирлесе ӳкнӗ ҫак ҫынсем юлашки 2 эрнере Италире пулнӑ.
Палӑртмалла: Италире коронавируспа чирлекенсем нумайланнӑ. Китайра ку амакпа кӗрешеҫҫӗ, унта 10 кунра пульница та туса лартнӑ. Diamond Princess круиз ларнерӗнчен эвакуациленӗ Раҫҫей ҫыннисен те коронавирус пулни палӑрнӑ. Вӗсене Хусана 14 кунлӑха карантина илсе килнӗ.
Коронавирус тӗнчипех сарӑлнине кура ҫынсене ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин 11-мӗш уйлӑхне хутшӑнма чӗнет. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 1–8-мӗшӗсенче «Сурские зори» кану базинче (вӑл Чӑваш Республикинчи Етӗрне районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ.
«Хавал» уйлӑх Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен тата ют ҫӗршывран килнисене чӑваш чӗлхине ӑша илтерет. Унта опытлӑ вӗрентекенсем пулӗҫ. Семинарсем, лекцисем, ҫавра сӗтелсемпе тренингсем йӗркелӗҫ. Чӑваш, миноритарлӑ ытти культурӑпа чӗлхесене аталантаракан кӑсӑклӑ ҫынсемпе паллашма май килӗ. Сӑр юханшывӗ хӗрринче пӗччен е ҫемьепе пӗрле канма та май туса парӗҫ.
Чӑваш чӗлхине хальхи коммуникативлӑ тата грамматика меслечӗсене тӗпе хурса вӗрентӗҫ. 3-10 ҫулсенчи ачасем валли уйрӑм программа пулӗ, 11 ҫултан аслӑраххисем валли те ятарлӑ программа йӗркелӗҫ.
Уйлӑха Мускаври урал-алтай чӗлхисен ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑх кандидачӗ Александр Савельев (Сантӑр Савкилта), Эктор Алос и Фонт (Шупашкар-Барселона) социолингвист, Айрат Тухватуллин (Хусан) истори факультетӗн доценчӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ; Арцём Федоринчик (Тимукка) (Шупашкар-Кейӳ) чӗлхеҫӗ-типолог, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ килсе ҫитӗҫ.
2019 ҫулта «Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» акционерсен тулли мар обществин Горькинчи чукун ҫулӗн Хусанти регионӗнче 72 пассажир платформипе 3 вокзала юсанӑ. Ҫак йӗркесен авторне кун пирки Горькинчи чукун ҫулӑн корпоратив коммуникацийӗн службин ӗҫченӗ Алена Чернышева пӗлтерчӗ.
Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, Хусанти регионта виҫӗ станцире юсав ирттернӗ. Вӗсенче пассажир платформисене ҫӗнетнӗ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ станцийӗнче те пӗлтӗр юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Хальхи вӑхӑтри юсав программипе 2019 ҫулта 72 объекта ҫӗнетнӗ, вӗсенчен 4-шӗ – Чӑваш Енре.
Сӑмах май ҫакна палӑртмалла: асӑннӑ станци Энӗшпуҫӗнчен кӑнтӑр еннелле 1 километрта вырнаҫнӑ. Вӑл «Мускав — Хусан — Екатеринбург» лини ҫинче шутланать.
Тутарстанӑн тӗп хулинче, Хусанта, чӑваш художникӗсен куравӗ ӗҫлет. Ӑна кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче асӑннӑ хулари Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче уҫнӑ.
«Навеки вместе» (чӑв. Яланлӑх пӗрле) курава Тутарстанпа Чӑваш Республикисем 100 ҫул тултарнине халалланӑ. Экспозицире Тутарстанри Художниксен союзӗн пайташӗсен тата Чӑваш Енри ӑстасен ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.
Чӑваш Енри художниксем ӗҫсене «Край 100 тысяч песен и узоров» (чӑв. 100 пин юрӑпа тӗрӗ ҫӗршывӗ) ятпа пухнӑ. Хусанти куракансем Михаил Григорян, Анатолий Данилов, Константин Долгашов, Николай Егоров, Вагиз Камалетдинов, Ольга Леонтьева, Мидхат Шакиров тата ыттисен ӗҫӗсемпе паллашма пултараҫҫӗ, Тутарстанрисенчен — Зуфар Гимаевӑн, Мударис Мингазовӑн, Юрий Бердниковӑн, Рабис Саляховӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе.
Ӗнер каҫхине Куславкка районӗнчи Тӗрлемесре пурӑнакан икӗ амӑшӗ полицие ҫитнӗ: вӗсен 13 ҫулти хӗрӗсем ҫухалнӑ-мӗн. Хӗрачасем шкул хыҫҫӑн киле таврӑнман. Кунашкалли унччен пулман, амӑшӗсем кулянса ӳкнӗ.
Полицейскисем ачасене ҫийӗнчех шырама тытӑннӑ. Вӗсем ӑҫта пулнине кӗске вӑхӑтрах палӑртнӑ: Хусанта! Тепӗртакран 13-ри икӗ хӗрачана Хусанти полицейскисемпе «Лиза Алерт» нимеҫисем чукун ҫул вокзалӗнче тупнӑ – вӗсем унта ҫывӑрнӑ.
Ҫав кун, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, хӗрачасем урока та кайман-мӗн, тӳрех электричкӑна ларнӑ та Хусаналла вӗҫтернӗ. Вӗсен унти хитре вырӑнсене питех курас килнӗ иккен. Хайхискерсем каҫченех уҫӑлса ҫӳренӗ, юлашки электричкӑран тӑрса юлнине те сисмен.
Ҫитменнине, телефон пӗрин ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин сӳнсе ларнӑ, ҫавӑнпа вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне шӑнкӑравлайман. Ҫавна май хӗрачасем ирхи электричкӑна вокзалта кӗтсе илме шутланӑ.
Халӗ вӗсемпе тата ашшӗ-амӑшӗпе ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Шкул ачисене профилактика тӗлӗшпе шута тӑратӗҫ.
Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен Шупашкара 16 пин ытла турист килсе курнӑ. Ку, унчченхи ҫулсемпе танлаштарсан, 10 процент нумайрах.
Туристсем хулара вӑтамран 1-2 кун тытӑнса тӑнӑ, ҫапах хӑна ҫурчӗсенче вырӑнсем пулнӑ, вӗсем тулса ларман. Хула администрацийӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал Шупашкара, ытти ҫулхи пек, ытларах ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн-икшерӗн килнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ кунсенче пирӗн патра Мускавра, Питӗрте, Хусанта, Чулхулара, Пермьре, Кировра, Ярославльте, Костромара, Владимирта пурӑнакансем пулса курнӑ.
Туристсене ытларах «Амазони» этнокомплекс килӗшнӗ. Унта уявӑн тӗп мероприятийӗсем иртнине палӑртмалла. Туристсем Анне палӑкӗ патне, Арбата та ҫитсе курнӑ.
Тутарстан министрӗ авиапассажира пулӑшнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Пӗрлешӳллӗ Арап Эмиратӗнчен Хусана килекен самолетра пассажира япӑх пулса кайнӑ. Хӗрарӑм стюардессӑран пулӑшу ыйтнӑ, лешӗ громкоговорительпе — пассажирсенчен. Бортра тухтӑр пур-и тесе кӑсӑкланнине кура Тутарстанӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков пулӑшма васканӑ. Хӗрарӑма вӑл кислород маскипе пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Самолет Хусанти аэропорта аннӑ ҫӗре унта васкавлӑ пулӑшу машини ҫитсе те ларнӑ, анчах хӗрарӑм пульницӑна кайма килӗшмен.
Марат Садыков 1970 ҫулхи кӑрлач уйӑхенче Пӑва хулинче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх медицина институтӗнче педиатра вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен докторӗ. Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ.
Ҫурт-йӗр йӳнелсе пымасть. «Мир квартир» (чӑв. Хваттерсен тӗнчи) портал эксперчӗсем юлашки ултӑ ҫулта ҫурт-йӗр рынокӗнче пулса иртнӗ улшӑнусене тишкернӗ. Вӗсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, Раҫҫейӗн чылай хулинче кивӗ (сӑмах иккӗмӗш рынок текенни пирки пырать) ҫуртсенчи хваттерсем палӑрмаллах хакланнӑ.
Пуринчен ытла Сочи хулинче хваттер хакланнӑ. Хура тинӗсӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫав хулара хак 120 процент ӳснӗ. Ҫакӑнта хула аталанӑвне Олимпиада умӗн укҫа чылай хывни витӗм кӳнӗ.
Мусквара юлашки 6 ҫулта хаксен ӳсӗмӗ — 54%, Питӗрте — 49%, Хусанта — 45%, Краснодарта — 36%, Калининградра — 24%, Мускав облаҫӗнче — 28%, Тула тата Ставрополь хулисенче — 24%, Пермьпе Томскра, Сартупа Курскра — 22%.
Чӑваш Енре пурӑнакан Артем Порфирьев «Зенит» команда футболла вылянине курма юратать, мӗншӗн тесен унта унӑн юратнӑ футболисчӗ Артем Дзюба пур. 11 ҫулти арҫын ача унпа куҫа-куҫӑн тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Пӗтӗм Раҫҫейри «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ыркӑмӑллӑх проекчӗ ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑ.
Артем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Хусана «Зенит» футбол клубӗн матчне курма килнӗ. Матчра «Зенит» ҫӗнтернӗ, юлашки гола Артем Дзюба тапса кӗртнӗ. Кун хыҫҫӑн Артем Порфирьев хӑйӗн кумирӗпе тӗл пулнӑ, унпа пӗрле сӑн ӳкерӗннӗ, автограф илнӗ.
Сӑмах май, Артем Дзюбӑн амӑшӗ Светлана Александровна Ҫӗрпӳре ҫуралнӑ, Артем ҫак хулара кукамӑшӗ патӗнче ҫуллахи каникула ирттернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |