Ӗнер каҫхине, Кӑшарни умӗн, Чӑваш Енре 10 пин ҫын вакра шыва кӗнӗ. Ҫав йышран 1200-шӗ – Шупашкарта. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пур ҫӗрте те инкексӗр иртнӗ.
Республикӑра шыва кӗмелли 103 вырӑн хатӗрленӗ. Кашнин патӗнче тивӗҫлӗ службӑсем дежурствӑра тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 500 ытла ҫӑлавҫӑ, тухтӑр тата полици ӗҫченӗ.
Шыва кӗмелли вырӑнсенче ӑшӑнмалли 28 пункт ӗҫленӗ. Унта ҫынсен хывӑнса тӑхӑнма, вӗри чей ӗҫме май пулнӑ.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ЛДПР депутачӗсем раштавӑн 31-мӗшне канмалли кун тесе йышӑнма сӗннӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ун чухне нумайӑшӗ отгул илет. Кун тӗлӗшпе мӗнле йышӑну пуласси паллӑ.
Раҫҫей Министрсен Кабинечӗ ку сӗнӗве ытлашши тесе хакланӑ, ЛДПР депутачӗсен шухӑшӗпе килӗшмен. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, кирлӗ тӗк ытти канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарма пулать. Ҫакна тума саккун чармасть.
Ҫветке чупмалли эрне пырать. Ку – ӗлӗкхи йӑла. Ялсенче темиҫе ҫул каялла Ҫветке чупасси анлӑ сарӑлнӑччӗ. Халӗ, шел те, ку манӑҫса пырать
Элӗк районӗнчи Тушкассинче пурӑнакансем ав йӑлана манӑҫа кӑларасшӑн мар. Унта культура ҫуртӗнче юмӑҫ пӑхнӑ, Ҫветке юррисене юрланӑ.
Вутланти культура ҫуртӗнче те ҫынсем юмӑҫ пӑхма пухӑннӑ. Пушкӑртстанри чӑвашсене те асӑнса хӑвармалла. Вӗсем «Сурхури ташши» ташласа Ҫветке уявне паллӑ тунӑ. Ҫав ӗлӗкхи ташӑ Пушкӑртстанри пӗр ялта кӑна упранса юлнӑ-мӗн.
Шӑмӑршӑ районӗнчи Пуянкассинче Сурхури ирттерме шухӑш тытнӑ. Пуҫаруҫисем — вырӑнти культура ҫуртӗнче ӗҫлекенсем.
Авалхи йӑла-йӗркене пӑрахӑҫлас мар шухӑшпа ҫавсем тумланса ял тӑрӑх килтен-киле ҫӳренӗ. Ҫынсене савӑк кӑмӑ-туйӑм кӳрес тӗллевпе юрласа та кӑтартнӑ, ташласа та.
Ял ҫыннисем хӑйсене ҫапла сума сунӑшӑн, авалхи йӑла-йӗркене упраса хӑварас мар тесе тӑрӑшнӑшӑн маттур хӑварма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ.
«Раштав ҫитсен ӗлӗк-авалтанпах Ҫветке чупнӑ. Килрен-киле ҫӳресе уявпа саламланӑ. Ырӑ йӑлана манӑҫтарас килмест», — тенӗ вырӑнти маттурсем.
Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне палӑртнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха.
Кирек епле професси уявӗнче те тӗрлӗ шайра чысласси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн директорне — тӗп редакторне Наталия Колывановӑна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» райхаҫатӑн редакторне Наталия Николаевӑна тата маларах асӑннӑ «Грани» издательство ҫурчӗн издательство пайӗн редакторне Сергей Петрова панӑ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне паллӑ тунӑ. Ҫав уявра 2022 ҫулта Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ.
Пӗлтӗр конкурса тӑратнӑ материалсенчен чи сумлисемпе Чӑваш Енри Журналистсен союзӗн председателӗ Валерий Комиссаров паллаштарнӑ.
Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие икӗ ҫынна пама йышӑннӑ: «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторне Владимир Васильева тата «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн корреспондентне Вячеслав Ильина; Н. Никольский ячӗллӗ премие — Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн корреспондентне Владислав Николаева, Л. Ильин ячӗллӗ премие — «Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакторне Елена Атаманована.
Ҫак кунсенче Чӑваш Енри журналистсем харӑсах икӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ: Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене. Ҫавна май вӗсене Олег Николаев Элтепер саламланӑ.
«Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне урӑх кам пулӑшма пултарӗ?
Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала», — тесе каланӑ Олег Николаевӑн саламӗнче.
Паян Савватий митрополит Введени соборӗнче Раштав кӗлли ирттерӗ. Вӑл 22 сехетре пуҫланӗ.
Раштав кӗллине Чӑваш наци телекуравӗпе тата "Контактра" халӑх тетелӗнчи "Православная Чувашия" ушкӑнра курма пулать. Введени соборӗнчи Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Максим Подшибякин иерей комментари параканни пулӗ.
Раштав кӗлли ыран, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.
Чӑваш Ене «6 кадров» (чӑв. 6 кадр) проектӑн ҫӑлтӑрӗсем килӗҫ.
Телеграмри @вчувашиижить каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарта Эдуард Радзюкевич тата Галина Данилова пултарулӑхне курса киленме май килӗ.
Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, вӗсем «Опасный холостяк» спектакль кӑтартӗҫ.
Афишӑна ӗненсен, спектакль кулӑшла тата кӗтмен финалпа палӑрса тӑрать.
Спектакле курас тесен Ухсай ячӗллӗ культура керменне (вӑл Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) 19 сехете каймалла.
Чӑваш Енри тата тепӗр тӑрӑхра 2023 ҫула чӑвашла ёлкӑпа кӗтсе илнӗ. Телеграмри @enteshsem каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек ёлкӑна Хӗрлӗ Чутайӗнчи шкулта вырнаҫтарнӑ.
Маларах эпир Элӗк районӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ача пахчинче ӗҫлекенсем ёлкӑна чӑвашла капӑрлатни пирки хыпарланӑччӗ, унтан тата Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче ҫавӑн пек ёлка вырнаҫтарнине пӗлнӗччӗ.
Чӑвашла теттесемпе илемлетнӗ ёлкӑсем ыттисенчен нимпе те кая мар. Унтан та ытларах — илемлӗрех те.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |