Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Социаллӑ ӗҫчен кунне уявлаҫҫӗ. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Этеперӗ Олег Николаев та саламланӑ.
«Эсир пулӑшу кӗтекен ҫынсен чун-чӗрине ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр тата вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑ-шатӑр. Ырӑ кӑмӑллӑх, хӗрхенӳлӗх, ӑшӑ чунлӑх – сирӗн ӗҫӗре ҫак пахалӑхсемсӗр пурнӑҫлама та май ҫук.
Социаллӑ сферӑна аталантарасси, унти саккунсен никӗсне ҫирӗплетесси – патшалӑх политикин тӗп тӗллевӗ пулса тӑрать. Ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ пулӑшу памалли ҫӗнӗ майсем ӗҫе кӗреҫҫӗ, вӗсене илсе тӑмалли йӗркесем палӑрмаллах ансатланаҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.
Ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Елчӗкре Акатуй иртӗ. Ӑна уявлама вырӑнтисем Культура паркӗнче 10 сехетре пуҫтарӑнӗҫ.
Ӗҫпе юрӑ уявне Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ те хутшӑнӗ. Районта пурӑнакансене сцена ӑстисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.
Чӑваш халӑх артистки Ольга Лукова, пӗтӗм тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсем Ольги Кирилловой тата Фёдор Казанов хӑйсен репертуарӗнчи илемлӗ юрӑсем хатӗрлесе хунӑ та ӗнтӗ. Ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокал тата хореографи номерӗсем те вырӑнтисемшӗн пысӑк парне вырӑнне пулӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче елчӗксем Шупашкарта ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ, халӗ И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӗҫлекен Елена Нарпи халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Елчӗксен ентешлӗх кунӗ Шупашкарта майӑн 27-мӗшӗнче «Амазони» паркра иртрӗ. Тӑвансене, пӗлӗш-тантӑшсене курса савӑнтӑм. Маттур пирӗн тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ халӑх. Юрри-ташши кӑмӑла ҫӗклет, тӗрри-эрешӗ куҫа илӗртет. Савӑнатӑп хам та ҫак тӑрӑхран пулнишӗн. Уява йӗркелекенсене вара пысӑк таймапуҫ!» — хыпарланӑ Елена Нарпи.
Халӗ Шупашкарта пурӑнакан вулавӑш ӗҫӗн ветеранӗ Евдокия Тихонова юратнӑ ӗҫӗнче виҫӗ теҫетке ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунӗ (ӑна ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) апла пулсан уншӑн та уяв.
Евдокия Тихоновна кӗнеке вулама ачаранпах юратнӑ. Ҫавӑнпах вӑл ӗҫне те вулавӑшпа ҫыхӑнтарнӑ. 1968 ҫулта Муркаш районӗнчи Тойкилтри вулавӑшра ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра библиотека фончӗ палӑрмаллах ӳснӗ. Вулавӑш валли тимӗр ҫӳлӗксем, ҫӗнӗ сӗтел-пукан вырнаҫтарса тухнӑ. Ҫынсем вулавӑша йышлӑн ҫӳреме тытӑннӑ. Библиотекӑра ирттерекен мӗнпур мероприятие вырӑнти тӳре-шарапа шкулта ӗҫлекенсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.
Кинемей паян та кӗнекесӗр лармасть. Хӑйне пӑхакан социаллӑ ӗҫчене вӑл яланах кӗнеке илсе пырса пама ыйтать.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, автокросс енӗпе чемпионат тата первенство ирттерме палӑртнӑ. Ӑмӑртӑва Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинче йӗркелӗҫ.
Классем «Д3-спринт», «Д3-мини», Д-2-юниор», «д2-1600», «Д2Н, «Д-2- классика» спортсменсем валли кӑна пулӗҫ.
Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ маҫтӑрӗсем» фестивальсем, ытти мероприяти иртӗ.
Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта Химик кунне паллӑ тӑвӗҫ. Мероприяти 13 сехетре Атӑл хӗрринче пуҫланӗ та 22 сехетре салютпа вӗҫленӗ.
13-16 сехетсенче ачасем валли программа пулӗ. Ҫав вӑхӑтрах пултарулӑх коллективӗсем юрлӗҫ-ташлӗҫ. 19-20 сехетсенче кавер-ушкӑн сцена ҫине тухӗ. 20-21 сехетсенче Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗ концертпа савӑнтарӗ. Анчах кам килессине «Химпром» вӑрттӑнлӑхра тытать.
Салют хыҫҫӑн 1 сехет ташӑ каҫӗ пулӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне пуян уяв программи хатӗрлет.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче театр умӗнче «Юмах патӗнче хӑнара» интерактивлӑ программа пулать. Унта юмахри сӑнарсем хутшӑнӗҫ. Унтан ачасем «Айболит» мультимедийлӑ юмах курса киленӗҫ.
Уявра кинозал кунӗпех ӗҫлӗ. Унта пӗчӗкскерсем тӗрлӗ мультфильм курса киленӗҫ. Фойере вара шӑпӑрлансене юмахри сӑнарсем хӑмпӑсемпе кӗтсе илӗҫ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 100 ҫулти ветерана, Анна Ивановна Январевӑна, Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Ветеран пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Пӑрачкав районӗнчи Кожевенное ялӗнче ҫуралнӑ.
Анна Ивановна 1941 ҫулта фронта кайнӑ, госпитальте ӗҫленӗ. Кайран прожектор полкӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ, Мускава фашистсенчен хӳтӗленӗ. Вӑрҫӑран 1945 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗнче таврӑннӑ.
Следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ветерана парне панӑ, ачасем вара сӑвӑсем вуланӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑш-пӗр урамсенче транспорта ҫӳреме чарӗҫ. Стоянкӑсемпе те ирӗклех усӑ курма май пулмӗ.
Уявра общество транспорчӗн хӑш-пӗр маршручӗ улшӑнӗ. Халӑха меллӗ пултӑр тесе троллейбуссемпе автобуссем ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗҫ.
Аса илтерер: Ҫӗнтерӳ кунӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Вӑл ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра курма пулать.
Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи скверта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламланӑ. Вӗсене оркестр, ансамбльсемпе тӗрлӗ ушкӑн концерт лартса панӑ.
Ҫав кун скверта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсем янӑранӑ. Ветерансене парне, хӗрлӗ гвоздика парса савӑнтарнӑ. Сквера пухӑннисене вара пурне те Георги хӑйӑвӗ валеҫсе панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |