Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Уявсем

Республикӑра
 pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӑҫал Республика кунне епле ирттересси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Паян влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисен планне ҫирӗплетнине пӗлтернӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, унта ним ҫӗнниех те ҫук. Чылайӑшӗ унчченхи евӗрех. Мероприятисен шучӗ 3 теҫетке ытла. Унта тӗрлӗ форумпа фестивале асӑнса хӑварнӑ. Кӑсӑклӑраххи, ахӑртнех, URBANКАСЫ архитектурӑпа урбанистика форумӗ. Унӑн тӗллевне ятӗнчен тавҫӑрма пулать-тӗр.

Нумай мероприятие Чӑваш Енре кӑҫал пӑхса хӑварнӑ Паллӑ ентешсен ҫулталӑкне халаллӗҫ.

 

Республикӑра
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӑҫал Пичет кунне республикӑра пӗчӗк йышпа уявлама йышӑннӑ. Ку хыпара эпир тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра Александр Белов журналист хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.

«Пресса уявӗ пӑлханчӑк хумханупа тулнӑччӗ», — ҫапла ҫырнӑ Александр Белов. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене ҫитменнине тата хурлӑхлӑ скрипка сасси кӗтсе илнӗ. Республикӑри паллӑ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, пресса уявне республикӑн Правительство ҫуртӗнче пӗчӗк йышпа ирттерес тенин сӑлтавӗ паллӑ мар.

Унта цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева, ЧР Патшалӑх канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов, республика прокурорӗ Андрей Фомин тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тухса калаҫнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи
Татьяна Александрова сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Александрова сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ институчӗ ирттерекен сценарисен «Чӑвашла уяв янратӑр!» конкурсне материалсене малалла йышӑнаҫҫӗ.

Сценарие Мухтавлӑ ентешсен ҫуллталӑкне халалласа ҫырмалла. Конкурса ача пахчсенче, шкулсенче, хушма пӗлӳ паракан вӗренӳ организацийӗсенче, професси пӗлӗвӗ паракан вӗренӳ организацийӗсенче ӗҫлекен педагогсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

Конкурс номинацийӗсем ҫапларах: «Класс сехечӗн сценарийӗ», «Уроксем хыҫҫӑнхи мероприятин сценарийӗ».

Конкурс кӗретсӗр мелпе иртет. Материалсене нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗччен Вӗренӳ институтне ҫитермелле.

 

Раҫҫейре

Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ӗҫ эрни вӗҫленчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра пире, 5 кунлӑ ӗҫ эрнипе вӑй хуракансене, черетлӗ кану кунӗсем кӗтеҫҫӗ. Ҫуркунне вӗҫӗнче икӗ хутчен тӑватшар кун канӑпӑр: ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тата ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫӑнса ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.

Ҫитес уйӑхра Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне уявланӑ май пӗр кун, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, юнкун, канӑпӑр. Ун умӗнхи ытларикун пӗр сехет сахалтарах ӗҫлеттерӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн ӗҫ эрни вӑрӑм пулӗ, вӑл 6 кунтан тӑрӗ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи шӑматкуншӑн тунтикун, пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, кантарӗҫ. Ҫапла вара ун чухне вырсарникун, тунтикун тата ытларикун ӗҫлемӗпӗр. Шӑматкун ӗҫ кунӗ 1 сехет кӗскерех пулӗ.

 

Республикӑра
v-pravda.ru сайтри сӑн
v-pravda.ru сайтри сӑн

Сурхури уявӗнчен пуҫласа ӗлӗк ял тӑрӑх ҫветкесем ҫӳренӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте ку йӑлана халӗ те пӑхӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Лапсар поселокӗнче.

Унта ҫветкесем автобусри пассажирсене те саламланӑ, юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем урам тӑрӑх та ҫӳренӗ, иртен-ҫӳрене уявпа саламланӑ.

Ҫветкесене ҫынсем видео ӳкернӗ. Вӑл тӗнче тетелне те лекнӗ. «Хаваслӑ, анчах хӑрушӑ. Ҫӗрле тӗл пулсан хӑраса ӳкмелле», - тенӗ автобус пассажирӗсем.

Ҫветкесем Кӑшарничченех ҫӳреҫҫӗ. Анчах, шел те, чылай ҫӗрте ку йӑлана маннӑ.

 

Раҫҫейре
https://epp.genproc.gov.ru/web/proc_21 сӑнӳкерчӗкӗ
https://epp.genproc.gov.ru/web/proc_21 сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, кӑрлч уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Раҫҫей прокуратурине йӗркеленӗренпе — 300 ҫул. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫак ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗн Олег Николаевӑн саламне вырнаҫтарнӑ.

«Право хуралӗн чи аслӑ институчӗсенчен пӗри пулнӑ май прокуратура органӗсем саккунлӑхпа право йӗркин хуралӗнче виҫӗ ӗмӗр ҫирӗп тӑраҫҫӗ, патшалӑх, общество тата граждансен интересӗсене шанчӑклӑ хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ республика ертӳҫи. «Сирӗн тухӑҫлӑ ӗҫӗр, йӗркелӗхӗрпе ҫирӗплӗхӗр Чӑваш Республикинчи тӑнӑҫлӑха упрамалли, тӗрлӗ сферӑра саккунлӑха тивӗҫтермелли, регионӑн кал-кал аталанӑвне йӗркелемелли, ҫынсен пурнӑҫ шайӗпе пахалӑхне ӳстермелли тӗп шӑнӑр пулса тӑраҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ) пӗтӗм ҫӗршыври акци кӑҫал та иртрӗ. Унта хутшӑнса тӗрлӗ шайри тӳре-шара, депутатсем ачасен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти Мария Самыковӑна савӑнтарас тенӗ.

Пике сӑвӑсем ҫырать, живопись историйӗпе кӑсӑкланать. Мария 13 ҫулта чухне Мускавра пулса курнӑ-ха. Ун чухне вӑл бочче енӗпе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Халӗ вӑл Мускаври Третьяков галерейинче пулса курма ӗмӗтленнӗ.

Владимир Васильевич пикепе амӑшне ҫула пуйӑсри ятарлӑ купепе тухма, Мускаври паллӑ вырӑнсемпе паллашма билет туянса панӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш наци конгресӗ вырнаҫнӑ ҫуртра ӗҫлекен «Ҫӑлкуҫ» кафере ҫулсерен Сурхурине палӑртаҫҫӗ. Ку йӑлана, Тимӗр Тяпкин пуҫарса янӑскере, кӑҫал та пӑрахӑҫламан. Тимӗр Акташ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ҫӑлкуҫ» кафене чылайӑн пухӑннӑ. Вӗсем калаҫусем ирттернӗ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, халӑхӑн кӗвви-ҫеммине итленӗ.

Сӗтелсем уйрӑмах чӑваш апачӗпе пуян пулнӑ — кунта чӑваш сӑри те, шӑрттан та, йӑвача та вырӑн тупнӑ. Хӑнасене шӳрпепе сӑйланӑ. Тимӗр Тяпкин каласа панӑ тӑрӑх ӑна хатӗрленӗ повар — узбек (аса илтерер: «Ҫӑлкуҫ» кафен хуҫи улшӑннӑ). Шӳрпене узбексем те пӗҫереҫҫӗ, ӑна «шурпа» теҫҫӗ.

Уява Тимӗр Тяпкин уҫнӑ. Сӑмах калакансен йышӗнче Ваттисен Канашӗн председателӗ Николай Адёр пулнӑ. Вӑл чӑваш орфографийӗн ыйтӑвне ҫӗкленӗ. Ҫавӑн пекех хӑйсен ҫитӗнӗвӗ пирки Николай Балтаевӑн ывӑлӗсем каласа панӑ. Аттил хальхи вӑхӑтра Питӗрти академире вӗрентет иккен, унӑн арӑмӗ ятарласах чӑвашла вӗреннӗ. Асаматӑн та ҫитӗнӗвӗсем сахал мар. Чехире ӗҫлесе пурӑнать пулин те ӑна ҫавах тӑван ене туртать. Нумай пулмасть унӑн пӗр ӗҫӗ Дубайра пӗрремӗш вырӑна тивӗҫни пирки те вӑл каласа панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://ru.chuvash.org/news/7132.html
 

Чӑвашлӑх
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен тӗнче тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен тӗнче тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иркутск облаҫӗнчи Залари районӗнчи Тагна ялӗнче чӑваш культурипе паллаштараҫҫӗ. Унти чӑвашсем Ҫӗнӗ ҫул вӑхӑтӗнчи канмалли кунсене хӑйсем патӗнче савӑк ирттерме сӗнеҫҫӗ. Хӑнасем валли йӑхташӑмӑрсем пӗр кунлӑх программа хатӗрленӗ.

Хӑнасене Танга чӑвашӗсем кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑнма тытӑннӑ, пӗр кунлӑх турпа пыракансене кӑрлач уйӑхӗн 8-мӗшӗ таран кӗтӗҫ.

Тагна ялӗнчи Кану ҫуртӗнчи ятарлӑ программа 11 сехетре Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илнинчен пуҫӑнать. «Тасалу» йӑлине кӑтартнӑ хыҫҫӑн чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйлӗҫ. Кайран чӑваш теприне тӗрлеме вӗрентӗҫ, унтан Ҫутҫанталӑк тата Ҫар госпиталӗн музейӗсене илсе кайӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи
Светлана Гордеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Светлана Гордеева архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци библиотекинче Литература ёлки иртӗ.

Светлана Гордеева ҫыравҫӑ Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ёлкӑра Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури ҫинчен сӑвӑсем вулӗҫ. Вырӑсла ҫыракан авторсен пӗлтӗр пичетленсе Наци библиотекинчи «Семь поэтов» сӑвӑ кӗнекипе те паллаштарма палӑртнӑ унта.

Литература ёлки 16 сехетре 212-мӗш пӳлӗмре пуҫланӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, [27], 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, ... 164
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи