Етӗрне районӗнчи уйлӑхра шар курнӑ ачан ҫемйине ҫурт лартса парӗҫ. Ҫук-ха, тен, хваттер уйӑрӗҫ. Кун пирки уҫӑмлах каламан та, анчах ҫемьен ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас енӗпе тимлессине Чӑваш Енри Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй сайтӗнче пӗлтернӗ.
Ачан ҫемйи Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнать иккен. Ашшӗ тӑватӑ ачине пӗччен ӳстерет. Унпа этем правин хӳтӗлевҫи Надежда Прокопьева тата вырӑнти тӳре-шара тӗл пулнӑ. Ҫавӑн чухне хайхисем ҫемьен ҫурт-йӗр условийӗ чаплах маррине, пӳрчӗ пӗчӗккине асӑрханӑ.
Аса илтерер, Муркаш районӗнчи хӗрачана Етӗрне районӗнчи уйлӑхра пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пусмӑрланӑ. Пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫӗ РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫал пуҫарнӑ. Тӗпчев епле пынине тӗрӗслеме пакунлине Мускавранах янӑ.
Етӗрне районӗнчи уйлӑхра ачана пусмӑрланине мускавсем тӗпчеccине паян ирпе эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Игорь Комиссаров пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ, ачан ашшӗ-амӑшӗпе ҫес мар, тӗрлӗ шайри тӳре-шарапа та тӗл пулнӑ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи ача уйлӑхӗнче пӗр хӗрачана темиҫен пусмӑрланӑ сӑмах тухнӑччӗ. Анчах ҫав пӑтӑрмах чылайччен вӑрттӑнлӑхра упраннӑ. РФ Следстви комитечӗн тӗп аппарачӗ хушнипе кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫе пуҫарнӑ-пуҫарнах.
Мускавран килнӗ Игорь Комиссаров шар курнипе тата унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе, вӗсен пурнӑҫ условийӗпе паллашнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игорь Комиссаров Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаилом Игнатьевпа, республика прокурорӗпе Василий Пословскийпе, этем правине хӳтелекен Чӑваш Енри уполномоченнӑйпа Надежда Прокопьевӑпа та курса калаҫнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ. Ҫакӑн пирки паян республикӑн тӗп хулинче иртнӗ ирхи планеркӑра паллӑ пулнӑ.
Алексей Ладыков сити-менеджер ертсе пынипе тунтикунсерен иртекен планеркӑра Шупашкарти шкул ачисен пӗрлехи картти пулассине сӳтсе явнӑ. Алексей Ладыковӑн ҫумӗ Алексей Маклыгин ӑна кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫлеттерсе ярассине пӗлтернӗ. Анчах асӑннӑ вӑхӑта ӗлкӗресси пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ иккӗленсе калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, хула администрацийӗнчи яваплӑ специалистсем техника ыйтӑвӗсене вӑхӑтра татса парайман. Ҫавӑншӑн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхне Дмитрий Захарова выговор панӑ.
Шкул ачин пӗрлехи карттипе транспортра, шкулта апат ҫинишӗн, хушма пӗлӳ илнишӗн татӑлма май килӗ. Ача шкула турникет витӗр кӗрсе тухни те паллӑ пулӗ. Карттӑпа ҫыхӑннӑ мӗнпур информаци ачан ашшӗ-амӑшӗ патне ҫитӗ.
Патӑрьел район администрацийӗ «Lada Vesta Cross» седан туянасшӑн. Кун пирки администрацин финанс пайӗ пӗлтернӗ. Ҫӑмӑл машинӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Автомобилӗн пирвайхи хакӗ — 846,9 пин тенкӗ.
Патӑрьелти тӳре-шара «Lada Vesta Cross» машинӑна механика курупкӑллине илме палӑртнӑ. Унӑн тӗсӗ хура металлик пулмалла.
Автомобиле суйланӑ чухне ҫавӑн пекех унӑн хыҫалти чӳречисене тӗттӗмлетнине, хыҫалтине курмалли камерӑллӑ пулнине, климат-контроль пуррине, навигациллӗ мультимеди тытӑмне, хыҫалти ларкӑчсене ӑшӑнмалла тунине, хыҫалта ларакансен чавса хумалли вырӑн пуррине шута илӗҫ.
Машина туянмалли аукцион ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Ун хыҫҫӑн контракта вунӑ кун хушшинче алӑ пусӗҫ, тепӗр вунӑ кунтан машина район администрацине ҫитмелле.
Владимир Путин патронажӗнче шутланакан управлени кадрӗсен ҫӗнетнӗ списокне хатӗрленӗ. Чӑваш Енрен унтан пӗртен-пӗр ҫын кӗнӗ. Ку вӑл — республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин.
Списока Кремль сайтӗнче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пичетленӗ. Иван Моторин ку списокра ҫӗнӗ ҫын мар. Унта вӑл икӗ ҫул каялла, 2016-мӗшӗнче, лекнӗ.
Иван Моторин 1973 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, «экономист» специальноҫне алла илнӗ. 1995 ҫулта вӑл тулли мар яваплӑ пӗр обществӑра бухгалтер-экспедиторта тимлеме пуҫланӑ. 1998 ҫулта Чӑваш Енӗн Тулаш хутшӑнусен министерствине ӗҫе вырнаҫнӑ. Карьера картлашкипе пӗчӗккӗн хӑпарса пырса 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче премьер-министра ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти кӳлмекпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитнӗ. Ӑна ҫыраканни — республикӑн тӗп хулин администрацийӗ. Вӑл Тури Атӑл шыв бассейнӗн управленийӗпе судлашма шухӑш тытнӑ.
Шупашкар мэрийӗнче республикӑн тӗп хулинчи кӳлмек муниципалитет харпӑрлӑхӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хут ҫинче залив федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать иккен.
Шупашкар хула администрацийӗ кӳлмек муниципалитетӑн тесе ҫирӗплетнӗ май ӑна искусствӑллӑ майпа чавса тунине, вӑл илемшӗн ҫеҫ пулнине палӑртнӑ.
Тури Атӑл бассейн шыв управленийӗнче патшалӑхӑн шыв реестрне кӳлмеке вӗсем йӗркелеменине ӗнентереҫҫӗ.
Кӳлмекӗн харпӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӑхса тухӗ.
Паян «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ ҫур ӗмӗрхи юбилея паллӑ тунӑ. 14 сехетре пуҫланнӑ уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пырса ҫитнӗ.
Издательствӑпа полиграфи комплексӗнче чылай ҫул ӗҫлекенсем предприяти аталанӑвне аван астӑваҫҫӗ. Хура тӗспе пичетлекен, шӑратнӑ саспаллисенчен текстсене пухнине те пӗлеҫҫӗ вӗсем.
Пилӗк теҫетке ҫулта предприяти аталаннӑҫемӗн аталанса пынӑ. Паян саккасҫӑсем полиграфи продукцийӗн пахалӑхне унчченхинчен чаплӑрах курасшӑн. Тепӗр майлӑ каласан, пурнӑҫпа тан утмалла, конкуренци вӑйлӑ саманара продукци пахалӑхӗшӗн те, потребителе юрассишӗн те тӑрӑшмалла.
«Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексне хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх пулса Вадим Ефимов ертсе пырать.
Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗнче нумай ҫул вӑй хунӑ Илья Прокопьева хисеп туса тата асра тытса вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗр ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑччӗ. Ун чухне вӑл 90 ҫула ҫитнӗччӗ.
Асӑну хӑми Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 26-мӗш ҫурт ҫинче тивӗҫлӗ вырӑн тупнӑ. Хӑмана РФ Художниксен союзӗн пайташӗ Игорь Голубев ӑсталанӑ.
Хӑмана уҫнӑ ҫӗре тӗрлӗ шайри тӳре-шара хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Илья Прокопьевӑн ырӑ кӑмӑлне пӗр шухӑшлӑн палӑртнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫавнах каланӑ.
Паллӑ ҫынпа пӗрле ӗҫленӗ Валериан Дубинин Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре хутшӑнӑ Андрей Михайлов журналист Дубинин та Илья Прокопьев сӑпайлӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртнине пӗлтернӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри икӗ пульницӑра тӗп тухтӑрсем улшӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, Шупашкарти президент пепкелӗх центрӗн тӗп тухтӑрӗ Сергей Милаев маларах ӗҫрен кайнӑ, ун вырӑнне тилхепене Ольга Рябухинӑна тыттарнӑ. Ҫӗнӗ пуҫлӑхпа ӗнер Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов коллектива паллаштарнӑ. Ольга Рябухина Ҫӗнӗ Шупашкарти медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ пулнӑ.
Спутник-хулари асӑннӑ сывлӑх сыхлав учрежденийӗ пуҫлӑхсӑр юлнине кура унти пульницӑна ертсе пыракана та ӗнерех палӑртнӑ. Ҫак пукана Владимир Степанова шанса панӑ. Хӑйне тӗп тухтӑра лартиччен Владимир Степанов Республикӑн ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.
2019 ҫулта хӑш кунсенче кантарма палӑртни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Ун чухнехи проекта алӑ пусса ҫирӗптеменччӗ-ха. Халӗ кану кунӗсене кӑштах улӑштарасшӑн.
РФ Ӗҫлев министерстви ҫу уйӑхӗнче халӑха 9 кун кантарасшӑн. Ведомство РФ Правительствин проект постановленине хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, кӑрлачӑн 5 тата 6-мӗшӗсенче (шӑматкунпа вырсарникун) ҫу уйӑхӗн 2 тата 3-мӗшӗ ҫине куҫармалла, нарӑсӑн 23-мӗшне вара (шӑматкун) - ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ ҫине.
Ҫапла майпа 2019 ҫулта раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен, нарӑсӑн 23-24-мӗшӗсенче, пушӑн 8-10-мӗшӗсенче, ҫу уйӑхӗн 1-5-мӗшӗсенче тата 9-12-мӗшӗсенче, ҫӗртмен 12-мӗшӗнче, чӳкӗн 2-4-мӗшӗсенче кантарасшӑн.
Республика кунӗ ҫитес ҫул тунтикуна лекӗ, ҫавӑнпа Чӑваш Енре чылайӑшӗ ҫак кун та ӗҫе каймӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |