Анчах пурне те мар-ха. Хальлӗхе ҫуррине кӑна. Инкекӗ чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарти 30-мӗш шкулта ӑс пухакан 12 ачана шкулти ирхи апатпа наркӑмӑшланнӑ тесе шухӑшланипе пульницӑна хунӑ. Паян тӗлне вӗсенчен ҫуррине киле янӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне ӗнерех пульницӑран кӑларнӑ, тепӗр виҫҫӗшне — паян.
Хальхи вӑхӑтра тухтӑрсемпе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсем инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ, шыв тата апат-ҫимӗҫ пахалӑхне хаклаҫҫӗ. Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницинче вара чирлекенсем тата пуласран саппас тепӗр 30 вырӑн туса хатӗрленӗ.
Респираторлӑ вирус инфекцийӗсемпе чирлекенсен шучӗ юлашки кунсенче республикӑра чакнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова паян районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе иртнӗ видеоканашлу вӑхӑтӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Ытти ҫул ку тапхӑрта чирлекенсен йышӗ самай пулнине шута илсен тата танлаштарсан кӑҫал чирлекенсен шучӗ 48 процент пӗчӗкрех иккенне палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулине илсен, иртнӗ эрнере 164-ӑн чирленӗ. Вӗсен хушшинче 2 ҫултан кӗҫӗнреххисемпе 14–17 ҫулсенчи ачасем нумайрах иккен. Кунта сӑмах ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ пирки пырать. Гриппа чирлекенсем вара республикӑра пачах та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен тухтӑрсем.
Шур халатлисене ӗненмесӗр каламастӑп та, ҫапах та аптӑракансем ытларах пулнӑ-тӑр теес килет. Ара, чире чылай чухне ура ҫинче, пульницӑна каймасӑр-тумасӑр чӑтса-тӳссе ирттеретпӗр мар-и?..
Амак ан ертӗр тесен вакцинаци тума сӗнеҫҫӗ. Чӑваш Ене 260 ҫынна ҫитмелӗх вакцина илсе килнӗ. Ку вӑл халӑхӑн 21 проценчӗ валли ҫитмелле. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсене прививка тума вӗсем ӗҫлекен предприяти-организацисен те хӑйсен кӗмӗлне шеллемелле маррине палӑртса хӑварнӑ.
The Daily Mail хаҫат Венгрири сайра тӗл пулакан пулӑм пирки хыпарланӑ — амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ачи 3 уйӑхран ҫуралнӑ. Тӗнчипе унашкаллине унччен икӗ хут кӑна сӑнланӑ иккен. Ку виҫҫӗмӗш хут пулса тухнӑ иккен. Ҫуралнӑ ачан сывлӑхӗ лайӑх тесе пӗлтереҫҫӗ.
Хайхи инсульт хыҫҫӑн 31 ҫулхи хӗрарӑмӑн пуҫ мими вилнӗ, вӑл ҫав вӑхӑтра 15 эрне ӗнтӗ хӗрӗхчӗрнеллӗ пулнӑ. Амӑшӗ вилнӗ пулин те тухтӑрсем хырӑмри ачи сывланине пӗлнӗ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе тата ача ашшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма пурнӑҫӑ тытакан хатӗрсемпех хӑварма йышӑннӑ. Ҫапла май 3 уйӑх хушши амӑшӗн юнне сиплӗ шӗвекпе тивӗҫтерсе тӑнӑ.
Виҫӗ уйӑх хушшинче тухтӑрсене ҫӑмӑл пулман — амӑшне инфекцилле чирсем лекесрен сыхлама тивнӗ. Ӳчӗ шыҫса ан кайтӑр тесе кӗлеткине кашни кун хускатнӑ, йӑваланӑ, лутӑрканӑ. Амӑшӗн тӑванӗсем те кашни кун тенӗ пекех ҫывӑхра пулнӑ — ҫуралас пепкипе калаҫнӑ, кӗвӗ-ҫемӗ терапине ирттернӗ.
Утӑ уйӑхӗнче вара кесарь касӑмӗпе усӑ курса ачана амӑш амалӑхӗнчен кӑларнӑ. Унӑн йывӑрӑшӗ кило ҫурӑпа танлашнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тӳрех инкубатора вырнаҫтарнӑ. The Daily Mail пӗлтернӗ тӑрӑх уйӑх каялла ачана пульницаран киле леҫнӗ. Ачан сывлӑхӗ чипер пулин те тухтӑрсем ӑна сӑнасах тӑраҫҫӗ.
Кипкери ачасемпе сарӑмсӑр инкек сиксе тухасран асӑрхаттарма ашшӗ-амӑшне ятарлӑ кӗнекесем пулӑшӗҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ министерстви тин ҫуралнӑ ача амӑшӗсене ятарлӑ пособи парнелеме пуҫлӗ. Буклета 5 пин экземплярпа кӑларнӑ иккен.
Кӑтарту пособийӗнче ачасене инкек-синкекрен асӑрхама пулӑшакан 5 канаша ҫырса ӑнлантарса тата ӳкерсе кӑтартнӑ иккен. Ун пек буклета кӑларассине тахҫанах кӗтни пирки пӗлтернӗ асӑннӑ ведомствӑн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаско. Сарӑмсӑрлӑхӗ ашшӗ-амӑшӗ пепке ҫуралнине палӑртнӑ чух та хӑш чух сиксе тухать-мӗн те, кӗнеке пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Тухтӑр ҫурчӗсене пӗр телекоммуникаци тытӑмӗпе ҫыхӑнтарӗҫ. Кун пирки республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтерет. Ӗҫе кӑҫалхи раштавра вӗҫлемелле.
Пӗр тытӑма Чӑваш Енри 62 медицина учрежденине — хуласемпе районсенчи пульницӑсене, ача ҫуратмалли ҫуртсене, стоматологи поликлиникисене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла туни медучрежденисене пӗр-пӗринчи информацие пӗлсе тӑма, чирлисене йышӑнассине шайлаштарма май парасса шанаҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗр тӑрӑхӗнче фельдшерпа акушер пункчӗсем виҫҫӗ шутланса тӑраҫҫӗ. Хутса-ӑшӑтса тата тытса тӑма укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе вӗсене ялсенчи культура ҫурчӗсене куҫарнӑ. ФАПсем районти тӗп пульницӑна пӑхӑннӑ май, вӗсен хуҫи — район пульници — коммуналлӑ пулӑшу тӑкакӗсене саплаштарать-мӗн.
Маларах виҫӗ ФАП терӗмӗр те, анчах вӗсенчен пӗри, Ҫӗнӗ Кипеҫри, темиҫе уйӑх ӗнтӗ хупӑнса тӑнӑ. Ҫакӑ ҫынсене тивӗҫтерме пултарайман паллах. Чун ыратӑвӗ пирки халӑх пухусенче вӗҫӗмех каланӑ. Нумаях пулмасть унта специалист тупӑннӑ. Унччен Нӗркеҫри фельдшерпа акушер пунктӗнче ӗҫленӗ Галина Кольцова асӑннӑ ялта ӗҫлеме тытӑннӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кӳльхӗрринче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ФАПсене унта та кунта уҫаҫҫӗ те ку хыпарпа никамах та тӗлӗнтереймӗн. Инҫе ҫӗре тухтӑр патне кайма ҫулланнӑ ҫынсене вырӑнта тухтӑр ҫурчӗ пурри лайӑх лайӑх ӗнтӗ. Унтан та ытларах — шурӑ халатлисем ӑш кӑмӑллӑн пуплесен аван. Юрӗ, ку вӑл чунри пулчӗ тейӗпӗр.
ФАПа савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова хӑй пырса ҫитнӗ. 35 ҫул ытла фельдшерта ӗҫленӗ Эмма Софроновӑна сӑмах панӑ та, вӑл ҫынсем валли мӗнпур услови туса панине палӑртса хӑварнӑ. «Кашни ҫемьере виҫӗ ачаран кая мар ҫуралтӑр», — хушса хунӑ вӑл юлашкинчен.
Ҫӗнӗ тухтӑр ҫуртӗнче ҫынсене Ираида Туйкина фельдшер йышӑнать.
Хаҫат-журналти хӑш-пӗр пӗлтерӗве ӗненсен темле амака та ҫӗнтерме пулать. Ун валли темех те кирлӗ мар тейӗн. Сӑмахран, вӗрсе суракан патне кай та ӗҫӗ-пуҫӗ те пӗтнӗ. Аптӑранипе теприсем тем тума хатӗр ҫав — ӗненеҫҫӗ. Раҫҫей шайӗнче саккун кӑларакансем оккультизмпа асамлӑ пулӑшу тенине сывлӑх сыхлавӗ ҫинчен калакан саккунта ҫирӗплетесшӗн. Саккун проектне РФ Патшалӑх Думине ҫитернӗ.
Оккультизмпа асамлӑ пулӑшу шутне медицина пӗлӗвӗ илмен ҫынсем организмӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне кура сипленине кӗртеҫҫӗ иккен. Профессилле мар пулӑшӑва медицина ӗҫченӗсем е медицина организацийӗсем пӑхса тӑнипе кӳмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен асӑннӑ проект авторӗсем. Ҫавӑн пек аппаланакан ҫыннӑн ятарлӑ ирӗк пулмалла. Ӑна федерацин субъекчӗн ӗҫ тӑвакан влаҫӗ памалла. Ҫапах та асӑннӑ пулӑшӑва пурне те кӳме юрамасть. Ҫавсен шутне онкологи, инфекци чирӗпе, наркоманипе, психикӑн йывӑр чирӗсемпе аптӑракансене, ҫиеле юлнӑ хӗрарӑмсем ҫав тапхӑр кӑткӑссӑн пыракансене, СПИДпа чирлисене, операци тумаллисене кӗртнӗ. Асӑннӑ пулӑшӑва саккуна пӑсса кӳрекенсене 2 пинтен тытӑнса 10 пин тенкӗ таран штрафлассине пӑхса хӑварнӑ.
Юлашки ҫулсенчи Паркинсон синдромӗпе чирлекенсем ҫамрӑкланса пыраҫҫӗ иккен. Унпа хальхи вӑхӑтра 40 ҫула ҫитменнисем те аптӑраҫҫӗ. Ҫак амак асаплантараканнисем — ҫынсен 0,5 проценчӗ иккен. Специалистсем ку цифра ытла та пысӑк теҫҫӗ. Паркинсон чирне сиплеме ятарлӑ центрсем уҫасси тӗнчери тухтӑрсемшӗн ҫӗнӗлӗх мар иккен. Ун йышшисенче чире палӑртнинчен тытӑнса ӑна сиплесси таранах тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑш чухне ҫӗршывӗпе ҫавӑн пек пӗр центр пулсан та ҫителӗклӗ.
Ҫулталӑк вӗҫленнӗ ҫӗре пирӗн респбуликӑра ятарлӑ пӳлӗм уҫмалла. Кун пирки Шупашкарта «Неврологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» темӑпа иртнӗ ӑслӑлӑхпа парктика конференцийӗ вӑхӑтӗнче республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин пай пуҫлӑхӗ Наиля Зинетуллина пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойловӑпа иртнӗ брифингра хаксем пирки ыйту хускатнӑ. «Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳресси вӑйлӑ хакланнӑ теме иртерех», — тенӗ унта Алла Самойлова.
Иртнӗ ҫулхи раштаврипе танлаштарсан иртнӗ уйӑхра массаж хакӗ унчченхинчен 54,4 процент чухлӗ хакланса кайнӑ. Шӑл кӑларма та йӳнӗ мар — асӑннӑ тапхӑртинчен халӗ 42,3 процент ытларах кӑларса хума тивет. Физиотерапи процедурисемшӗн унчченхинчен чӗрӗк процент таран нумайрах тӑкакланмалла, вар-хырӑма ультрасасӑпа тӗрӗслеттерес тесен 32 процент ытларах ыйтаҫҫӗ. Специалистсем патне малтанхи йышӑнӑва каяс тесен кӗсье ҫӳхе пулмалла мар — хаксем 14,5 процент хӑпарнӑ, пӗтӗмӗшле юн анализне пӗлес тесен 11,8 процент хаклӑрах тӳлемелле.
Тӳлевлӗ медицина пулӑшӑвӗ кӳрессин хакӗ хӑпарнӑ пулин те, Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Атӑлҫи федераци округӗнче чи йӳннисенчен пӗри-мӗн. Кунсӑр пуҫне Алла Самойлова ытти регионта юлашки 5–6 ҫул хушшинче хаксене пӗрре кӑна мар ӳстернине, пирӗн патра юлашки вунӑ ҫулта пӗр пек тӑнине ӗнентернӗ.
Сӑмаха ҫирӗплетме уйрӑм процедурӑсен хакӗсене илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |