Шупашкарта ача-пӑча клиника больницинче «беби бокс» лартасшӑн. Хӑш-пӗр хӗрарӑм ача ҫуратсан унран тискер мелпе хӑтӑлать: урамра хӑварать, ҫӳп-ҫап витрине хурать… Ҫакнашкал амӑшӗсем валли ятарласа «беби бокс» лартасшӑн. Ҫапла майпа ачан сывлӑхӗ сиенленмӗ.
ЧР Сывлӑх министерстви «Шанчӑк сӑпки» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшма йышӑннӑ. «Беби бокса» (е ӑна «пурнӑҫ чӳречи» теҫҫӗ) проектпа килӗшӳллӗн лартӗҫ.
«Беби бокс» — кравать, унта ачине пӑрахма шухӑшланӑ амӑшӗсем пепкине ҫавӑнта хӑварма пултараҫҫӗ. Унта пӗчӗкскере сивӗ пулмӗ. Ачана «беби бокса» хурсан сасӑ сигналӗ пулӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кун пирки ҫийӗнчех пӗлӗҫ. Пепке ҫинче суран йӗрӗсем ҫук-тӑк ача хӑварнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Пур-тӑк амӑшне шырама пуҫлӗҫ.
«Беби боксра» сигнал пулсанах тухтӑрсем ача патне пырӗҫ, ӑна специалистсем патне илсе кайӗҫ, вӗсем анализсем илӗҫ. Хӑварнӑ ача пирки полицие тата опека органне пӗлтерӗҫ.
«Беби бокссене» кӑҫал вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку хӗрарӑм хӑйӗн тин ҫуралнӑ ачине вӗлересрен сыхласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен кунашкал пӑтӑрмах 130 хут ытла пулать-ҫке.
Паян ирхи 9 сехет те 15 минутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫипе Вениамин Петровпа тата сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа тӗл пулнӑ. Унта паян ирхи 3 сехет те 30 минутра «Химпром» предприятире 3 литр хлор тухса кайнине сӳтсе явнӑ.
Вениамин Петров «Химпрома» оперативлӑ ушкӑн тухса кайнине пӗлтернӗ. Ӗҫе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Юлашкинчен асӑннисем сывлӑш еплине хаклас тӗллев лартнӑ.
Хлор тухса кайни хальхи вӑхӑтра ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑлаhса тӑратмасть-мӗн.
Ҫапах та инкекре 4 ҫын аманнӑ. Вӗсене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ панӑ тесе сывлӑх сыхлав министрӗ ӗнентернӗ. Шар курнисене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Каярах вӗсене ӑҫта куҫарасси пирки те ӑнлантарнӑ вӑл.
Михаил Игнатьев инкек пулнин сӑлтавне тӗплӗн тӗпчемеллине палӑртнӑ.
Юлашки 20 ҫула илсен республикӑра халӑх йышӗ хӑй майпа пуҫласа ӳснӗ иккен. Кун пирки нумаях пулмасть иртнӗ правительство ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн сылӑх сыхлав ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Татьяна Богданова пӗлтернӗ.
Асӑннӑ факт патне тепӗр хут таврӑнас тӑк, ӳсӗм 1 000 ҫын пуҫне +0,8-па танлашнӑ. 2011–2013 ҫулсенче сывлӑха сыхлас ӗҫе ҫӗнетес республикӑри программӑна тишкернӗ май ытти лайӑх енсене те асӑннӑ. Сӑмахран, медицина пулӑшӑвӗ кӳрекен виҫӗ шайлӑ моделе пурнӑҫа кӗртнӗ, педиатринче ҫӗнӗ направленисене (сӑмахран, неонаталлӑ хирургие тата ачасене паллиативлӑ межпулӑшу кӳрессине) ӗҫлеттерсе янӑ. Пӗчӗккисем вилессипе республикӑмӑр ҫӗршывра чи лайӑх икӗ регион шутне кӗнине те палӑртма кӑмӑллӑ.
Халӑх та медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе кӑмӑллӑ-мӗн: 2009 ҫулта ун пеккисем 40,5 процент пулнӑ тӑк, пӗлтӗр 45,3 процента ҫитнӗ.
Ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Хулари 1-мӗш клиника пульницин реабилитаци уйрӑмӗ ҫумӗнче «Ӳнер терапийӗ» реабилитаци пӳлӗмне ӳҫнӑ. Ӑна ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ тата «Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ.
Ҫак пӳлӗме уҫма Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн директорӗ тата «Ӳнер терапийӗ» проект ертӳҫи Елизавета Абрамова хутшӑннӑ. Пукане театрӗ реабилитаци уйрӑмне чирлисен шухӑшлавне, хусканӑвне йӗркене кӗртме пулӑшакан практика материалӗ парнеленӗ.
Ҫӳлерех асӑннӑ пульницӑн реабилитаци уйрӑмӗнче инсультпа аптӑранӑ, пуҫа сиенлетнӗ ҫынсем сипленеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кунта нерв тытӑмӗн чирӗпе нушаланакансем, хусканупа тӗрев енчен сывӑ маррисем пур. Уҫӑлнӑ пӳлӗмре вӗсем валли тӗрлӗ заняти иртӗ: ӳкерӳ, графика, живопиҫ, музыка, юмах вулани…
Ӳнер чирлӗ ҫынсене хӑвӑртрах сывалма пулӑшнине ҫирӗплетнӗ. Проект ертӳҫисем пӳлӗмри занятисем ҫынсене психологи тӗлӗшӗнчен сывалма пулӑшасса шанаҫҫӗ, хаваслӑх туйӑмӗ вара чире парӑнтарма хӗтӗртӗ.
Пӳлӗме уҫнӑ кун Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ «Атя, тилӗ, яра пар!
Юлашки вӑхӑтра «рак» сӑмаха час-часах илтме пуҫларӑмӑр. Унта пӗри ракпа вилнӗ, кунта тепри ракпа вилнӗ теҫҫӗ те, ҫапла хӑрушӑ диагноз лартни хӑш-пӗр ҫынна ҫапса та хуҫма пултарать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре, акӑ, «усал шыҫӑ» диагнозлӑ 22,2 пин ытла ҫын диспансер учетӗнче тӑрать иккен. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.
Усал чир ятне илтнипе хӗрарӑмсем ан хуҫӑлччӑр тесе Республикӑн онкологи диспансерӗнче психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен центр уҫӑлни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта нумаях пулмасть пӗрремӗш заняти иртнӗ. Занятие пухӑннисем кӑкӑр ракӗ пирки калаҫнӑ. Онкодиспансерӗн психологӗ Татьяна Владимирова та, Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ертӳҫи Ольга Зайцева та рак приговор маррине, ӑна сиплме май килнине палӑртнӑ.
Хӗрарӑмсене пулӑшу кӳрекен центр Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ диспансерти 223-мӗш пӳлӗме йыхравлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 62-96-50. Центр вырсарникунсӑр пуҫне эрнипех ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать.
ЧР Наци вулавӑшӗнче иртнӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗпе килӗшӳллӗн ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансене сахал тупӑшлӑ ҫемйисене спорт кӳмисем парнеленӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче «Наци ыркӑмӑллӑх фончӗ» грант акцийӗ иртнӗ. Ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен сахал тупӑшлӑ ҫемйисен шӑпах ҫавӑнта спорт кӳмисем, компьютер-ноутбуксем парнеленӗ.
Паллӑ сусӑр спортсменсем ҫакнашкал кӳмесем ҫинче тӗнче, Европа чемпионӗсем пӗрре мар пулса тӑнӑ.
— Ку кӳме питӗ меллӗ, пӗтӗмпех манӑн кӗлетке ҫӳллӗшӗпе тата йывӑрӑшӗпе килӗшӳллӗн. Эпӗ бадминтонпа туслӑ, ҫавӑнпа ку кӳмепе мана ҫӑмӑлрах пулӗ, — тенӗ Валентина Евдокимова. Вӑл ҫӗнӗ виҫӗ кӳмерен пӗрине тивӗҫнӗ.
Ҫак гранта Чӑваш Республикинчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ ветерансен «Доблесть» общество организацийӗ пӗлтӗр выляса илнӗ. Тивӗҫнӗ укҫапа ветерансен пӗр ушкӑнӗ санаторире сипленнӗ. Ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ ветерансен ҫемйисене спорт тумӗпе пушмакӗ, спорт инвентарӗ панӑ. Ветерансен ачисем ҫулла Раҫҫейӗн кӑнтӑр енчи сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьсене кайӗҫ. Ҫав йышра — Евпатори те.
Паян Шупашкарта вырнаҫнӑ Президентӑн пепкелӗх центрӗнче «Ачасене — ачасем» акци пуҫланнӑ. «Вӑрман юмахӗ» санаторинче канакансем асӑннӑ центрта ҫут тӗнчене килекенсем валли парнесем хатӗрленӗ. Йӑлтах хӑйсен аллипе ӑсталанӑ вӗсем: калпак, нуски ҫыхса илсе пынӑ. Пепкелӗх центрӗнче выртаканскерсемшӗн сывлӑш температури те пӗлтерӗшлӗ те, вӗсене каплак пӗртте чӑрмантармӗҫ теҫҫӗ иккен пульницӑра ӗҫлекенсем.
Ачасем пепкесене, вӗсен ашшӗ-амӑшне тата тухтӑрсене хавхалантарма ҫырусем шӑрҫаласа хатӗрленӗ. Сӑмахран, ҫапла ҫырнӑ: «Ытарайми пӗчӗк ача! Манӑн шӑллӑм та вӑхӑт ҫитиччен ҫуралнӑ. Вӑл сывлайман. Халӗ вӑл икӗ ҫулта, унӑн йӑлтах йӗркеллӗ» е тата «Кӑштахран эпир санпа «Вӑрман юмахӗнче» канӑпӑр. Эсӗ мӗн чухлӗ тайнине тӗрӗслӗп».
Акци малалла тӑсӑласса шанаҫҫӗ. Унта ытти сывлӑх учрежденийӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.
Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.
«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Ӗнер Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен хӑтлавӗ иртнӗ. Вӑл ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва онлайн меслечӗпе кунӗн-ҫӗрӗн пӑхса тӑма пултарать иккен.
«М-7 федреаци ҫулӗ ҫинче ҫул-йӗр ҫинчи инкек уйрӑмах нумай пулса иртекен тата вӗсенче ҫынсем вилекен вырӑнсем пур», — тесе палӑртнӑ Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Тӗслӗх вырӑнне вӑл Ҫӗрпӳ ункине, Канаша хӗвелтухӑҫ енчен пырса тӑракан вырӑна, Ишлей ҫулне илсе кӑтартнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем ҫул-йӗре татти-сыпписӗр пӑхса тӑрса васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн диспетчер службине хыпарлаяҫҫӗ-мӗн. Сывлӑх сыхлав министерстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав аппарат васкавлӑ пулӑшу машининчен маларах ҫитсе лару-тӑрӑва тӗрӗс хак параять. Ҫапла вара епле пулӑшу кирлине, сӑмахран, васкавлӑ пулӑшу миҫе машинине ямаллине, пӗлтереет. Ку вӑл медпулӑшу кӳрессин пахалӑхне лайӑхлатма май параять имӗш.
Пилотсӑр вӗҫекен аппарат инкек вырӑнне тӗллеттерет.
Модельне кура хайхи 3 сехетрен пуҫласа 4 сехет таран вӗҫсе ҫӳрет. Хӑй мӗн курнине 50 ҫухрӑм таран инҫӗшне пӗлтерет. Радиоуправлени меслечӗпе унпа 90 километр инҫӗшӗнчен йӗрлесе тӑма пулать теҫҫӗ.
Ака уй ӑхӗн 2-мӗшӗнче ачасемпе ҫамрӑксен реабилитаци центрӗнче ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна аутизмпа аптӑракан ачасене халалланӑ. Ҫак куна ахальтен суйламан: акан 2-мӗшӗнче аутизм пирки информаци сармалли кун.
Шупашкарта аутизм ыйӑвне пӗрремӗш хут хускатнӑ. ЧР Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Ольга Зайцева юлашки вӑхӑтра Чӑваш Енре ҫак чирпе аптӑракан ачасен йышӗ ӳснине пӗлтернӗ. Халӗ ҫакнашкал 79 шӑпӑрлан шутра тӑрать.
Ҫивӗч тепӗр ыйту — аутизмпа чирлӗ ачасен реабилитацийӗ. Ҫавра сӗтелре ҫак чире маларах тупса палӑртни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине каланӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин штатра тӑман психотерапевчӗ Елена Клинина пӗлтернӗ тӑрӑх, сиплевпе реабилитаци курсне ача 5-6 ҫулта чухнех тытӑнмалла. Аутизм тӗппипех сипленменни паллӑ-ха, анчах хальхи технологисемпе усӑ курса ачана хӑйӗн кӑмлӑлне контрольлеме, хӑранипе кӗрешме вӗрентме пулать. Псхотерапевт хальхи вӑхӑтра аутизм чир мар, ҫыннӑн хӑйне евӗр аталанӑвӗ пулнине палӑртнӑ.
Ҫавра сӗтелре аутизмпа чирлӗ ачасене вӗрентесси, воспитани парасси пирки те калаҫнӑ. Ҫакнашкал ачасене пӑхса ӳстерекен амӑшӗсем хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, сӗнӳсем панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |