Паянхи куна пуҫа минретекен, сывлӑха хавшатакан эрех-сӑрасемпе лавккан ҫӳлекӗсем самаях пуян. Сӑра, Эрех, Шампань, Водка — тем кӑна шутласа кӑлармаҫҫӗ ӗнтӗ чуна «лӑплантарма».
Хӑш асӑннӑ шӗвӗксенчен сиенли-ши? Хӑшӗ ытларах кӑмӑла пӑтратать. Ку ыйту чӑнахах та кӑсӑклӑ. Медиксем вара ӗҫсӗр лармаҫҫӗ, ҫак енпе ятарлӑ тӗпчев ӗҫне ирттерме шутланӑ. Тӗп ыйту «хаяр» шӗвӗксенчен хӑшӗ чи сиен кӳрекен, пӑхӑну туйӑмне ҫуратакан шӗвӗк? Вара тӗпчев ӗҫне ирттернӗ хыҫҫӑн медиксем сӑрана чи сиенлӗ тесе пӗтӗмлетнӗ. Тухтӑрсен шухӑшӗпе сӑрана ӗҫне чухне ҫын ӗҫнин виҫине манать, пӗрре-иккӗ ӗҫсенех тепӗр хутӗнче сӑран «пылак» туттине туяс кӑмӑл ҫыннӑ ҫуралать. Медиксен шухӑшӗпе сӑра алкоголизмӗ те пур имӗш.
Тухтӑрсемпе специалистсем ҫынсене «пачах ӗҫмелле мар» тесе каласшӑн мар, «ӗҫнин виҫи пулмалла» тесе асӑрхаттараҫҫӗ. Сӑра вара чӑнипех те тейӗн ӗҫекенсене хӑйӗн «ытамне» туртать, ахальтен мар пуль ҫамрӑксене нумай чухне сӑра кӗленчипе «туслине» асӑрхама пулать.
Хамӑр сывлӑхӑмӑра упрасси — чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри. Ҫавна май ҫитӗс эрнекунсенче, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта ерекен чирсен республика шайӗнчи профилактика тӗлӗшӗпе «Сывлӑхлӑ Чӑваш Еншӗн» (выр. За здоровую Чувашию) канашлу иртет. Ҫав вӑхӑтрах К.В. Иванов ячӗллӗ драма театрӗ умӗнче, тӳремре, сывлӑх центрӗ ӗҫлӗ.
— Кӑмӑл тӑвакансем инфекциллӗ мар чирӗсене асӑрхас тӗллевсемпе скрининг диагностикине тухма пултарӗҫ. Унсӑр пуҫне хула ҫыннисем специалистсемпе чирсен профилактикипе ҫыхӑннӑ хуть те мӗнле ыйтупа канашлама пултарӗҫ, — пӗлтереҫҫӗ Чӑваш Республикинчи Сывлӑха сыхлакан тата социаллӑ аталану министерствин пресс-службинче.
Тӳремре спортсменсем хӑйсен ӑсталӑхӗпе куракансене паллаштарӗҫ. Канашлу ӗҫӗнче ЧР ӗҫ тӑвакан тата муниципаллӑ оргӑнӑн элчисем, обществӑлла фондсемпе организацисен пайташӗсем хутшӑнӗҫ.
Калаҫӑвӗн тӗп ыйтӑвӗ — сывлӑхлӑ пурнӑҫ культурине аталантарасси, чӗлем туртма пӑрахасси, тӗрӗс те сывлӑхлӑ апатланасси.
Республика форумне хутшӑннии сывлӑхшӑн самай усӑллӗ пулӗ. Эсир те килӗр!
«Сывӑ пурнӑҫ йӗрки инкекрен сыхлать», — ҫак темӑпа паян Тӑвай районӗнчи Кушкӑ шкулӗнче пӗлӳ пухакан 11 класрисемпе класс сехечӗ иртрӗ. Ҫын пурнӑҫӗ вӑл мӗнле йӗркепе пурӑннинчен нумай килет. Эрех-сӑрапа иртӗнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мӗн патне илсе ҫитерни пирки ачасемпе тӗрлӗ калаҫусем, класс сехечӗсем, конкурссем чылай иртеҫҫӗ. Хальхинче вара СПИД ҫинчен калаҫрӗҫ Портнова А.И. класс ертӳҫипе ачасем. Ачасем ҫак ыйту пирки хӑйсен шухӑшӗсене каларӗҫ, тавлашрӗҫ те.
СПИД чирӗ питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлса пыни, хальлӗхе чиртен сывалмалли мелсем ҫукки пӗтӗм тӗнче умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Сыхӑ пулар, киревсӗр япаларан аякка пӑрӑнар. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнсан инкекӗ те айккине тарӗ.
СК ӗҫченӗ Владимир Маркин пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ Надежда Осиповӑна судпа айӑплӗҫ — хӑйӗн вырӑнне усӑ курса вӑл 240 миллион укҫа ытлашши тӑкакланӑ имӗш. Унпа пӗрле ҫак ӗҫпе министерствӑн медицинӑпа социаллӑ пулӑшӑвӑн аталану управленийӗн пурлӑхпа тивӗҫтерекен пай начальникне Наталья Полетаевӑна та суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Йӗрлевҫӗсем тӗпченӗ тӑрӑх Надежда Натальйӑпа пӗрле ку ӗҫе тунӑ иккен.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх 2008-2009 ҫулсенче Полетаева сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем валли томографсем туянма хутсем хатӗрленӗ, Осипова вара пысӑк йӑнӑшсем пуррине кура куҫа хупса тавара кӳрекен организацисемпе килӗшӳсем тунӑ. Наталья Полетаева хатӗрленӗ хутсемпе чӑрмавсем пуртан конкурссене чылай организаци хутшӑнма пултарайман — ҫапла май томографсене хаклӑ хакпа туянма май килнӗ.
Надежда Осиповӑпа Наталья Полетаевӑна СК хӑйсен вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑплӗҫ, вӑл статьяпа 7 ҫул колони кӗтме пултарать. Паллах, Надежда та, Наталья та, хӑйсен апӑпне йышӑнмаҫҫӗ — пур ӗҫе саккунпа килӗшӳллӗн тунӑ тесе пӗлтереҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне СК томографсене кӳрекен организацисене те айӑплать — вӗсем хӑш-пӗр ӗҫе лицензисӗр пурнӑҫланӑ иккен.
Климат улшӑннӑран сӑвӑссем пирӗн тӑрӑхра та вӑйлӑ ӗрчесе кайнӑ. Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви асӑрхаттарнӑ тӑрӑх сӑвӑс ӳт ҫине лексен пульница каймалла — энцифалит чирӗнчен сыхланма инфекционист сире иммуноглобулин ҫырса пама пултарӗ.
Энцифалитран сыхланас тесен вакцина туни меллӗ пулмалла — ӑна пульницасенче тӑваҫҫӗ.
Сӑвӑсран сыхланмашкӑн вӗсем пурӑнакан вырӑнсенчен аякран иртме тӑрӑшӑр; вӑрмана кайсан ҫутӑ тум тӑхӑнӑр (сӑвӑса ҫӑмӑлрах асӑрхама пулӗ); пуҫа тутар ҫыхӑр; вӑрманта ҫӳренӗ чухне кашни икӗ сехетрен ҫи-пуҫа тӗрӗслӗр — сӑвӑса асӑрхасан силлесе пӑрахӑр. Вӑрмана каяс умӗн вӗсене хӑратакан тата вӗлерекен ятарлӑ шӗвекпе сапӑнни те пӑсмӗ. Ан манӑр: сӑвӑс кӗрсе ларнине эсир сисмесӗрех юлайратӑр — вӑл ӳте ыраттармалла мар ҫыртать.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче республикӑра спортпа сывлӑх кунӗсем иттереҫҫӗ. Районсемпе хуласенче тӗрлӗ ӑмӑртусем, спартакиадӑсем, фестивальсем йӗркелеме палӑртнӑ. Пурне те такан (коньки) ҫине тӑма, йӗлтӗр сырса тухма, ҫунашкасемпе ярӑнма йыхравлаҫҫӗ.
Тӗп хулара вуншар спорт уявӗ иртӗ. Республика Элтепӗрӗ Михаил Игнатьев парнисене ҫӗнсе илессишӗн спортпа туслӑ ҫемьесем йӗлтӗрпе чупса ӑмӑртӗҫ. Вӑл кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хӗллехи спорт вӑййисен центрӗнче иртет.
Физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекссем те пушӑ лармӗҫ. Бокс, ҫӑмӑл атлетика, шахмат енӗпе ӑмӑртусем пулӗҫ. Спортпа сывлӑх кунӗсене пурӗ 14 пин ҫынна явӑҫтарасшӑн.
Ҫамрӑк тухтӑрсем яла ӗҫлеме каясшӑн. Хальлӗхе 60 ытла ҫын «Земски тухтӑр» программӑна хутшӑнма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ Патӑрьел, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Йӗпреҫ тата Етӗрне районӗсенче ӗҫлесшӗн. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ, анчах ҫӗршывӑн ытти тӑрӑхӗсенче вӑй хуракан ҫамрӑк тухтӑрсем те тӑван ене ӗҫлеме таврӑнасса пӗлтернӗ. Яла кайма вӗсене патшалӑх 1 миллион тенкӗ парса пулӑшни хавхалантарать. Шанӑҫа ҫамрӑк ӑстасен 5 ҫул ӗҫлесе тӳрре кӑлармалла. Укҫана ҫурт-йӗр тума е туянма тата ытти ыйтусене татса пама усӑ курма юрать. Раҫҫейре программа 2012-мӗш ҫултан ӗҫлеме пуҫлать. Унта 35 ҫула ҫитмен аслӑ пӗлӳллӗ медицина ӗҫченӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла майпа патшалӑх ҫамрӑксене яла илӗртес тӗллевлӗ. Паянхи кун республикӑри ялсенчи сывлӑх учрежденийӗсене тухтӑрсем 19 процент таран ҫитмеҫҫӗ.
«Сывлӑх» наци проекчӗн енӗсенчен пӗри – ҫул-йӗрте аварие лекнисене вӑхӑтлӑ пулӑшу кӳресси.
Ҫавна май федераллӑ трассӑсем ҫывӑхӗнче 3 шайлӑ травматологи центрӗсем уҫӑлмалла. Республикӑри районти тӗп больницӑсенче пуринче те реанимобильсем пулӗҫ (ҫакӑ пӗр шайлӑ шутланать). Шупашкар районти тӗп больницӑна вара кунсӑр пуҫне тата компьютер томографӗ, УЗИ-аппарат, рентген оборудованийӗ уйӑрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл икӗ шайли пулӗ. Федераци бюджетӗнчен Шупашкар районӗн пульницине 40 миллион тенкӗ килмелле.
Ӗнер, авӑнӑн 12-мӗшӗнче, В.В. Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Чӑваш Енре вӑл вӗрентӳпа сывлӑх сыхлас енӗпе ӗҫлекен наци проекчӗсем епле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ.
Владимин Путин Шупашкарти перинаталь центрне, тухтӑрӑн пӗтӗмӗшле практика офисне тата гимназине ҫитсе курнӑ, унти ӗҫсемпе паллашнӑ.
Ҫавӑн пекех Раҫҫей президенчӗ Тренкасси вӑтам шкулне ҫитсе курнӑ. Унта Чечня Республикипе, Белгородпа Калининград облаҫӗсемпе интертетел-конференци ирттернӗ.
Каҫхине вара Путин Чӑваш Енпе сывпуллашса каялла, Мускава вӗҫсе кайрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| «Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ. | ||
| Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ. | ||
| Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |