Ӗнер пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗпе Ольга Голодецпа тӗл пулнӑ.
Унта сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, шкул тытӑмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлӑхне упраса хӑварассине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентесси пирки сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ май, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби халӑхӑн кун-ҫулӗ 2010 ҫултан вӑрӑмланса пынине асӑннӑ. Ҫынсем 71 ҫултан иртсен те пурӑнни пурне те хавхалантарнине пӗлтернӗ-мӗн Михаил Игнатьев.
РФ правительствин вице-премьерӗ Ольга Голодец пирӗн республикӑн ӗҫ кӑтартӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ.