Тухтӑрсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулмалла, ӑна ҫирӗплетмелле. Тухтӑрсем хӑҫан грипп пӗтессине пӗлтернӗ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» хыпарлать.
Грипӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ хӑҫан пӗтме пултарассине Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ Анна Попова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, грипп Раҫҫейрен юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне каймалла.
Унччен тухтӑрсем медицина маски тӑхӑнма, ҫын нумай пухӑнакан вырӑнтан пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гигиенӑна пӑхӑнмалла. Май пур таран телефона, алӑк хӑлӑпӗсене дезинфекцилемелле.
Роспотребнадзор «Юрма» агрохолдинга каллех тӗрӗсленӗ. Ведомство плана кӗртмен тӗрӗслев пирки отчет панӑ.
Сывлӑшра сиенлӗ япаласен виҫи нормӑран пысӑк пулман-мӗн. Тӑпрана та тӗрӗсленӗ. Вӑл та нормӑпа килӗшсе тӑнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче санитари саккунне пӑснине тупса палӑртнӑ. Ку йыша производствӑн каяшне тухса тӑкнӑ чухне йӗркене пӑсни те кӗнӗ. Ҫавна май Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырасшӑн, явап тыттарасшӑн.
Аса илтерер: Роспотребнадзор ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче чӑх-чӗп хапрӑкӗ патӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Ун чухне аммиак нормӑран 2,3 хут ытларах пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура «Химпром» ҫывӑхӗнче тем пысӑкӑш шӑршлӑ кӳлленчӗк тӑнине тӗрӗсленӗ. Ун пирки интернет-порталсенчен пӗринче хыпарланӑ.
Тӗрӗслеве прокурорсемпе пӗрлех Роспотребнадзор, Роспирироднадзор, Росреестр, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн экологи хӑрушсӑрлӑхӗн, республикӑн Ҫут ҫанталӑк тата экологи министерствин специалисчӗсем хутшӑннӑ.
«Управление отходами» (чӑв. Каяшсене тытса тӑрасси) акционерсен обществин полигонӗ тата сортлакан савучӗ ҫывӑхӗнчи шӑршлӑ шыв кӳлленсе тӑнӑ. Канализаци ҫӑлкуҫӗнчен юхса тухакан шыв вӑрманалла юхнипе вӑл пӗр ҫӗрте пӗвеленсе тӑнӑ.
Тӗрӗслевҫӗсем тӑпран ҫиелти сийне тата шыва тӗрӗслеме илнӗ.
Ҫут ҫанталӑка сиен мӗн чухлӗ кӳнине палӑртсан айӑплисене явап тыттарӗҫ.
Патӑрьелти, Ишлейри райпора тата «Сахарок» ТМЯПра срокран тухнӑ ҫӑкӑр сутнӑ. Ҫакна Роспотребнадзорён Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ.
Кӑҫалхи ултӑ уйӑхра ведомство ӗҫченӗсем 125 килограмм ҫӑкӑр туртса илнӗ. Срокран тухнисӗр пуҫне вӗсен туса кӑларнӑ предприяти пирки информаци пулман.
Ҫӳлерех асӑннӑ предприятисене йӗркене пӑснӑшӑн штраф тӳлеттернӗ. Пӗтӗмӗшле вӗсене 200 пин тенкӗлӗх штраф хунӑ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнӑран Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Чӑн та, тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗччӗ. Анчах сиенлӗ япаласем нормативран иртменнине палӑртнӑччӗ ун чух.
Ун хыҫҫӑн «Юрма» тӗлӗшпе тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ те сиенлӗ япаласем виҫерен пысӑккине асӑрханӑ. Ҫавна май предприятире планпа пӑхман тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Вӑл мӗнпе вӗҫленнине Роспотребнадзор управленийӗ каярах пӗлтерме шантарать.
Паян ирхине Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ. Уйрӑмах тӗп урамсенче, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче сӑмсана лайӑх мар шӑршӑ ҫурнӑ.
Вӑл чӳречене уҫсан пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ирхине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче нимӗнле шӑршӑ та пулман. Николаев урамне ҫитсен ҫеҫ туйма пуҫланӑ.
Шӑршӑ ӑҫтан тухать? Хальлӗхе ҫакна палӑртайман. Аса илтерер: унашкалли темиҫе кун каялла пулнӑччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Лапсар поселокӗнче сывлӑша тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор унта сиенлӗ япаласем виҫерен ытларах пулнине палӑртман. Ҫынсем ку шӑршӑ «Юрмаран» тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакна Роспотребнадзор ҫирӗплетмен. Халӗ сывлӑша каллех тӗрӗслӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан ҫынсен кранӗнчен таса мар шыв юхнӑ. Ҫавна май халӑх прокуратурӑна ҫӑхавпа ҫитнӗ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн саккуна пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ, прокуратура Йӗпреҫре, Пӑвара тата Шӑрттан ялӗнче пурӑнакан ҫынсен сивӗ шывне тӗрӗсленӗ. Предприяти шыва тасатакан реагентсемпе усӑ курманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев органӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Предприяти директорне ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн представлени ҫырнӑ.
Ҫавӑн пекех прокуратура сивӗ шыв пусӑмӗ норматив ыйтнипе килӗшсе тӑманнине тупса палӑртнӑ. Кун тӗлӗшпе те административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Иртнӗ эрнере Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ырӑ мар шӑршӑ кӗнине туйнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ку лару-тӑру пирки пӗлет. Анчах Шупашкар хула администрацийӗ лайӑх мар шӑршӑ ӑҫтан кӗнине уҫӑмлатайман-ха.
Роспотребнадзор специалисчӗсем сывлӑшра аммиак пуррине тупса палӑртнӑ. Анчах унӑн виҫи хӑрушла нумай мар, ҫавна май вӑл халӑха сиен кӳмест.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫак ырӑ мар шӑршӑ хӑш предприятирен тухма пултарнине палӑртнӑ-ха, анчах кун пирки официаллӑ майпа хальлӗхе пӗлтермен.
Роспотребнадзор специалисчӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарти пляжра шыва кӗме чарнӑ. Унти шыв нормативпа килӗшсе тӑмасть-мӗн.
Атӑлти шыва утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тӗрӗслеме илнӗ. Специалистсем унти шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑманнине ҫирӗплетнӗ. Ҫавна май Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хула ҫыннисене унта шыва кӗме юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Атӑл хӗрринчи тӑватӑ пляжри шыва тӗрӗсленӗ. Ун чухне те шыв микробиологи кӑтартӑвӗсемпе нормативпа килӗшсе тӑман.
Ачасем чутах тӗтӗм-сӗрӗмпе наркӑмӑшланман. Ҫу, пушар пулман. Шкул автобусӗнче ҫавнашкал сиенлӗ газ тухать-мӗн.
Сӑмах – Етӗрне районӗнчи Советски шкулӗнче вӗренекен ачасем пирки. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ плана кӗртнӗ тӗрӗслев ирттернӗ. Специалистсем шкул автобусӗнчи сасӑ шайне тата газ тухнипе тухманнине тӗрӗсленӗ.
Мӗн тетӗр? 2011 ҫултанпа автобус салонӗнчи сывлӑш нормативпа килӗшсе тӑман. Углерод окисӗн шайӗ тӑватӑ хутран ытларах пулнӑ. Ҫавна май Етӗрне районӗн сучӗ автобуса вӑхӑтлӑха ҫӳреме чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |