«Наша мама» (чӑв. «Пирӗн анне») ҫӗвӗ хапрӑкӗн Ҫӗмӗрле хулинчи филиалӗнче тин ҫуралнӑ ачасен сывлӑхӗшӗн сиенлӗ ҫи-пуҫ ҫӗленӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хапрӑкри кӗпе-йӗме Чулхула облаҫӗнчи ӗҫтешӗсем ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн тӗрӗсленӗ.
Шӑпах вӗсем Ҫӗмӗрлере ҫӗленӗ боди Таможня пӗрлӗхӗн техника регламенчӗ ыйтнине тивӗҫтерменнине пӗлтернӗ. Лаборатори тӗпчевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн хайхи бодие чӑннипех те техника регламенчӗсене пӑхӑнса ҫӗлеменни, вӑл сывлӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратни паллӑ пулнӑ. Ҫавна май предприятие асӑннӑ ҫи-пуҫа кӑларма чарнӑ тата сиен кӳнине ҫӑмӑллатма ятарлӑ программа шухӑшласа кӑларса йышӑнма хушнӑ.
Унсӑр пуҫне палӑртса хӑвармалла, хапрӑк тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн ӗҫ пуҫарнӑ, куншӑн вара 300 пинрен пуҫласа 600 пин тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ.
Ӗнер каҫхине Шупашкарта шӑршӑ тӑнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем урамра ҫунӑк шӑрши сӑмсана ҫурнипе кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ҫынсем чӑтайман, ҫунӑк шӑрши кӗнӗрен Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн «хӗрӳ линине» шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шумилов урамӗнче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ.
Роспотребнадзор специалисчӗсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи икӗ вырӑнта сывлӑша тӗрӗслеме шантарнӑ. «Мӗн ҫунни хальлӗхе паллӑ мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗлтерӗпӗр», — тенӗ Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗнче.
Аса илтерер: ҫулла Шупашкар ҫыннисем каяш шӑрши кӗнипе кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Канашра пурӑнакансем вышка лартнине хирӗҫлесе митинга тухнӑ. Карас ҫыхӑнӑвӗн вышки, канашсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывлӑха хавшатӗ. Ҫав вӑхӑтрах Роспотребнадзор специалисчӗсем карас ҫыхӑнӑвӗн вышки йӗркеллех, ҫынсен сывлӑхне сиен кӳмест тесе ӗнентернӗ.
Хула ҫыннисен митингӗ пирки вырӑнти телекурав пӗлтернӗ.
Ятарлӑ ирӗк ыйтмасӑрах урама пухӑннисен тӗлӗшпе пакунлисем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӗлтӗрхи ҫулла Муркаш районӗнчи юнкӑсем карас ҫыхӑнӑвӗн кампанийӗсенчен пӗри вышка лартсан сехӗрленсе ӳкнӗччӗ. Аса илтерер, вышкӑна вырнаҫтарма Матвей ятлӑ ҫын хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫтарма ирӗк панӑ. «Вӑл япӑх мар укҫа илсе пурӑнӗ, вышка епле витӗм кӳни вара паллӑ мар», — тесе ҫынсем пухӑва пуҫтарӑннӑччӗ.
Предприяти-организацисенче, халӑха пулӑшу кӳрекен ытти учрежденире иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫана йышӑнассипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха уҫӑмлатма ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӗрӳ лини ӗҫлет.
Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче шӑнкӑрава 58-25-95 номерпе йышӑнаҫҫӗ, Чӑваш Енӗн Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00 номерсемпе. Специалистсем патне хӗрӳ лини вӑхӑтӗнче ирхи 9-тан 12-ччен тата 13-рен 16-ччен кӑрлачӑн 25-мӗшӗ таран шӑнкӑравлама май пур. Хӗрӳ линие Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн районсемпе хуласенчи уйрӑмӗсенче те йӗркеленӗ.
Вак укҫа йышӑнман, киввине тиркенӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑхсем пирки те ыйтса пӗлме юрать.
Шупашкарта «Салам» лавккана санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑхӑнманшӑн хупса хунӑ. Мускав районӗн сучӗ хальлӗхе апат-ҫимӗҫ лавккине 30 кун уҫма чарнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче темиҫе ҫитменлӗх те тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, производство тата хушма пӳлӗмсенче механика вентиляцийӗ вырнаҫтарман, ҫурмафабрикатсемпе хатӗр продукци юнашарах выртнӑ. Вӗсене лавкка ӗҫченӗсем пӗр сӗтел ҫинчех хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне кунта аш-какай тата пахча ҫимӗҫ упрама уйрӑм пӳлӗмсем ҫук. Какая, пахча ҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, кӑмпана, чӑх ҫӑмартине пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Лавккаран кӗме-тухма та пӗр алӑк ҫеҫ. Туянакансем те, лавккара вӑй хуракансем те ҫавӑнтанах кӗрсе тухнӑ. Ку кӑна мар, тавара та ҫав алӑкранах пушатнӑ.
Пӗр уйӑхран Роспотребнадзор ӗҫченӗсем лавккана тепӗр хутчен тӗрӗслӗҫ. Ӑна уҫма ирӗк парӗҫ-и е ҫук-и — ҫавӑн чухне паллӑ пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман.
Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкула карантина хупнӑ. Ку йышӑнӑва Роспотребнадзор тунӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта ачасем пневмонипе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Халӗ санитарипе эпидемиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев пырать.
Шкулта йӗркене пӑснине те тупса палӑртнӑ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнчех унта юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗх те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах Людмила Охотникова директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем вӗренӳ вӑхӑтӗнче пулман. Ачасем ҫук чухне алӑксене улӑштарнӑ, стенасене сӑрланӑ.
Специалистсем шкулти сывлӑша тӗрӗсленӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чӳречесем – пластик. Директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку инфекци чирӗсем сарӑласран чӳречесене уҫса пӳлӗмсене уҫӑлтарма май парать.
Республикӑра ВИЧ-инфекциллӗ ҫынсен йышӗ 1,5 ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал ҫак чирпе нушаланакан 46 ҫын нумайрах. Пӗтӗмпе кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче 277 тӗслӗхе шута илнӗ. Палӑртмалла: юпа уйӑхӗнче 31 тӗслӗх тупнӑ.
ВИЧ-инфекциллисем ытларах Шупашкарта (14 ҫын), Ҫӗнӗ Шупашкарта (10 ҫын), Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче (2-шер ҫын), Канаш хулинче, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче (1-ер тӗслӗх).
Сӑмах май, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 8-мӗшӗччен Роспотребнадзор ВИЧ-инфекци профилактики енӗпе «хӗрӳ лини» ирттерет. Ыйтусем пулсан ҫак номерпе шӑнкӑравлама май пур: (8352) 58-51-66, 8-903-358-88-51
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри виҫӗ районта ӗҫмелли шыв пахалӑхӗ норматива тивӗҫтермест.
Шыв пахалӑхӗ гигиена нормипе Патӑрьел тата Пӑрачкав ялӗсенче, Йӗпреҫ поселокӗнче килӗшсе тӑмасть. Тӑватӑ районта вара ҫӑлти шыв пахалӑхӗ йӗркесӗр иккен.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Йӗпреҫри шыв пахалӑхӗ унри тимӗр виҫине тата тӑрӑ маррине пула юрӑхсӑр пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче шӑрши те, тути те япӑхланнӑ. Тимӗр шайӗ кирлӗ пек виҫеллӗ пулман. Ҫакна специалистсем унти
«Водоканала» шыва сиенсӗрлетес ӗҫсем туса ирттернипе сӑлтавланӑ. Шыв йышӑнакан ятарлӑ хатӗр вӑйлӑ ҫумӑрта тулса тасамарланнӑ иккен. Урӑх сӑлтав та пулнӑ кунта.
Роспотребнадзор «Водоканала», район администрацийӗ, районти ял тӑрӑхӗсен ячӗсемпе суда тавӑҫсемпе тухнӑ, унта шыв пахалӑхне лайӑхлатма ыйтнӑ. Суд ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ.
Пӑрачкаври шыв та тӑрӑ мар пулнине, унра аммиак тата тимӗр хутӑшӗсем виҫепе килӗшсе тӑманнине палӑртнӑ. Патӑрьелти шывра сульфатсем пулнӑ, литипе бор тупса палӑртнӑ.
Кӑҫал Раҫҫейре фанфурик сутма чарнӑ. Чӑваш Енре те ку енӗпе йӗрке ҫирӗп. Нумаях пулмасть Роспотребнадзор ку чарӑва малалла тӑснӑ. Ку сӗнӗве РФ Правительстви те ырланӑ.
Роспотребнадзор юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче фанфурик сутма чарасси пирки пӗлтернӗ. Вӑл 180 кун вӑйра пулӗ.
Фанфурик сутса чарнӑ хыҫҫӑн спиртлӑ шӗвексем чӑнах та сахалрах сутӑннӑ. Ҫапах ку йӗркене пӑсакансем пур, фанфурике вӑрттӑн ярӑнтараҫҫӗ. Чару хыҫҫӑн алкогольпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗслӗх те сахалланӑ.
Сӑмах май, унчченхи чару срокӗ юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтнӗ. Кун хыҫҫӑн фанфурик каллех сентре ҫине таврӑнма пултарнӑ. Анчах чару йышӑнни ҫакна тума май памӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Иркутск облаҫӗнче 70 ытла фанфурик ӗҫсе вилнӗ. Кун хыҫҫӑн ҫак шӗвеке сутма чарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |