Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, чирленисен йышӗ 1,8 хут нумайланнӑ.
Кӑҫал ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 4447 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 60 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем. 124 ҫын пульницӑна лекнӗ, вӗсенчен 93-шӗ – ачасем.
Чирлес мар тесен мӗн тумалла? Роспотребнадзор акӑ мӗн сӗнет: ҫын нумай пухӑннӑ вырӑнсене ҫӳреме тӑрӑшмалла мар, медицина маски тӑхӑнмалла, тутана, сӑмсана, куҫа алӑпа тытмалла мар, урамран кӗрсен тата апатланас умӗн алла супӑньпе ҫумалла. Ҫавӑн пекех килте тусан сӑтӑрмалла, пӳлӗме уҫӑлтармалла, урама уҫӑлма тухмалла, апатлану тата кану йӗркине пӑхӑнмалла.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. ОРВИпе аптӑракан та чылай. Ку эрнере ку чирпе нушаланакан 5600 тӗслӗхе шута илнӗ. Иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 20 процент ытларах. 100 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, вӗсенчен ытларахӑшӗ – ачасем.
Пульницӑна пневмонипе чирлекенсем те нумаййӑн пыраҫҫӗ. Ку чирпе аптӑракансен йышӗ ытти ҫулсенчен 1,4 хут нумайрах. Чӳк уйӑхӗнче 600 ҫынна «пневмони» диагноз лартнӑ. Ытларахӑшӗ – аслӑ ӳсӗмрисем.
ОРВИпе чирлекенсен йышӗ нумайланнине кура республикӑри тӑватӑ шкулти (Шупашкарти – 1, Ҫӗнӗ Шупашкарти 3 шкул пирки сӑмах) тӑватӑ класра карантин пулнине палӑртнӑ.
Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлекенсен йышне тишкернӗ. Ҫав амакпа Шупашкар хулинче (100 пин ҫын пуҫне 647,14 ҫын), Ҫӗмӗрлере (347,4), Шупашкар районӗнче (326,5) уйрӑмах йышлӑ аптӑраҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 18-24-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлисене 4464 тӗслӗхе шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак йыш 6,5 процент нумайланнӑ.
0-2 ҫулсенчисем хушшинче ҫак цифра 4,5%, 15-17 ҫулсенчисем хушшинче 2,9%, аслисем хушшинче 21,6% йышланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах 3-6 лет ҫулхисем чирлесси 2,1% чакнӑ, 7-14 ҫулхисем – 4,8%.
Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗпе чирлӗ 110 ҫынна иртнӗ эрнере пульницӑна вырттарнӑ. Вӗсенчен 97-шӗ — 17 ҫула ҫитмен ачасем.
Роспотребнадзор апат-ҫимӗҫ лавккисене тӗрӗслевпе тухнӑ. Хальхинче сентресем ҫинчи аш-какай пахалӑхне пӑхнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, сысна тата ӗне какайӗсенчен хатӗрленӗ продукцире (кун пирки маркировкӑра ҫырнӑ) чӑхӑн ДНКине тупса палӑртнӑ. Требованисемпе килӗшсе тӑман продукцие сутуран илнӗ. Пӗтӗмпе 200 ытла килограмм какай сентресем ҫинчен илсе кайнӑ.
Палӑртмалла: Роспотребнадзор кӑҫалхи 9 уйӑхра лабораторире аш-какайӑн 900 пробине тӗрӗсленӗ. 64 ҫурмафабрикат гигиена нормативӗсемпе килӗшсе тӑман.
Суд приставӗсем Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнчи шкула хупса лартнӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн СанПиН нормисене пӑсни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Йывӑҫ шкул стенисем ҫинче, урайӗнче ҫурӑксем пур. Вӑй-хал культурин урокӗсене урамра ирттернӗ. Япӑх ҫанталӑкра вара – шалта, анчах ятарлӑ пӳлӗм пулман.
Ҫитменлӗхсене тупса палӑртсан Роспотребнадзор административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ, суда шкул ӗҫне чарса лартма ыйтнӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, шкулӑн СанПиН йышӑннӑ йӗркесене тума условисем пулнӑ, анчах ҫакна пурнӑҫламан. Ҫавна май шкул ӗҫне 10 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Ҫак тапхӑрта сӑвӑссенчен асӑрханмалла. Чӑваш Енре ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, лаборатори тӗпчевӗсем те ирттернӗ, хӑш-пӗр тӗслӗхре инфекци пулни палӑрнӑ.
Ака-ҫу уйӑхӗсенче сӑвӑса пула 46 ҫын пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 17-шӗ – ачасем. Лабораторире 125 сӑвӑса тӗрӗсленӗ, вӗсенчен 119-шне ҫын ҫинчен кӑларнӑ. 5 сӑвӑс инфекциллӗ пулни палӑрнӑ. Биотопсенче пуҫтарнӑ 6 сӑвӑс боррелиоз инфекциллӗ пулнӑ.
Пирӗн республикӑра энцефалит вирусӗ ҫук тесе палӑртаҫҫӗ. Боррелиоза вара сулсеренех тупса палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ.
Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене.
Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗнче Роспотребнадзор специалисчӗсем Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ шкулӗнче тӗрӗслев ирттернӗ чухне йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Ҫавна май шкула виҫӗ уйӑхлӑха хупма йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ку шкулта 100 ытла ача вӗренет. Вӗсене вӑхӑтлӑха кӳршӗ ялсенчи шкулсене турттарӗҫ.
Арапуҫ шкулӗнче апатлану блокӗнче стени нӳрелнӗ, тӑррипе иккӗмӗш хут хушшинче кӑвакарнӑ вырӑнсене тупнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене пӗрремӗш е иккӗмӗш апат ҫеҫ панӑ, менюра салат, пылак ҫимӗҫ пулман. Апат-ҫимӗҫе вара ятарлӑ документацисӗр упранӑ. Пуҫламӑш классен тата информатика пӳлӗмӗсенче ҫутӑ ҫителӗксӗр, сӗтел-пукан вара ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑман.
Ҫак ҫитменлӗхсемшӗн шкул директорне 29 пин тенкӗлӗх штрафланӑ, повара – 1,2 пин тенкӗлӗх. Вӑрмар районӗн сучӗ Арапуҫ шкулӗн ӗҫӗ-хӗлне санитарипе эпидемиологи требованийӗсене пӑхӑнманшӑн 90 талӑклӑха чарса лартнӑ.
Чӑваш Енре нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче сысна грипӗпе чирлесе пӗр ҫын вилнӗ. Чирлесе ӳкнӗ хӗрарӑма пульницӑна вырттарнӑ, анчах вӑл тепӗр кунхине сывлама пӑрахнӑ.
Ҫак хыпара ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ҫирӗплетнӗ: унашкал тӗслӗх чӑнах та пулнӑ. Ведомство асӑрханма та сӗннӗ: профилактика тӗлӗшпе алла час-часах ҫумалла, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмалла. Сысна грипӗпе чирленине акӑ мӗнле пӗлме пулать: ӳт температури пысӑк, ӳслӗк тухать, сунас пуҫланать, пыр тата пуҫ ыратать, сывлама йывӑр, мышцӑсем ыратаҫҫӗ, конъюктивит аптӑратать. Сысна грипӗ ерсен тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтмалла, унсӑрӑн чир шала каять.
Сӑмах май, Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 1-7-мӗшӗсенче Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 6184 ҫынна шута илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |