Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑн Вӑрмарти чӑх-чӗп хапрӑкне каллех тӗрӗсленӗ. Унта каллех йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: унччен асӑрхаттарса хӑварнӑ ҫитменлӗхсене те тӳрлетмен-мӗн. Ҫавна май юридици сӑпачӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Административлӑ ӗҫе Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ. Юридици сӑпачӗ айӑплӑ тесе йышӑннӑ, ӑна 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑка ҫитменлӗхсене пӗтерме предписани ҫырса панӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |