Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ.
Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене.
Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ.