Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть.
Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман.
Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ.
Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ.