Чӑваш Енре гриппа тата ОРВИпе чирлекенсем нумайланнӑ. Ҫавна май республикӑри хӑш-пӗр шкулти классене карантина янӑ. Виҫӗ шкулта вара ачасем пачах вӗренмеҫҫӗ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ хыпарлать.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 3 шкулта – Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 2 пӗлӳ ҫуртӗнче тата Вӑрмар районӗнчи 1 шкулта – 505 ача вӗренмест, карантинра.
Шупашкарта вара вӑхӑтлӑха 1492 ача парта хушшинче лармасть. Хулари 25 шкулта 55 класа карантина янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – 815, Ҫӗмӗрлере 58, Хӗрлӗ Чутай районӗнче 22 ача вӗренме ҫӳремест.
Роспотребнадзор ачасене килтен апат илсе пыма чарӗ. Анчах ку пур ҫимеҫе те пырса тивмест. Тӗслӗхрен, малашне ачасен улма-ҫырла, типӗтнӗ улма-ҫырла, мӑйӑр килтен илсе килме юрать. Вӗсене тӑхтӑв вӑхӑтӗнче ҫийӗҫ.
Ҫавӑн пекех шкулти тата ача-пӑча уйлӑхӗсенчи менюна витаминсемпе тата микроэлементсемпе, бифидобактерисемпе пуян ҫимӗҫсем кӗртмеллине палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне апат пӗҫернӗ чухне йодлӑ тӑварпа кӑна усӑ курӗҫ.
Шкул ачин апатланӑвӗнче ҫак ҫимӗҫсем пулмалла: какай, чӑх какайӗ, сӗт, услам тата ӳсен-тӑран ҫӑвӗ, хура, шурӑ ҫӑкӑр. Пулла, ҫӑмартана, тӑпӑрча тата сӗт юр-варне эрнере 2-3 хутчен кӑна менюна кӗртме сӗнеҫҫӗ. Хушма ҫимелли пек ачасене кислородлӑ коктейль пама пултараҫҫӗ.
Роспортебнадзор шкулти шӑпӑрлансене пирожнӑйпе, тортпа, ливер кӑлпассипе, сельдь пулӑран хатӗрленӗ форшмакпа, по-флотски пӗҫернӗ макаронпа, вакланӑ ҫӑмартапа, вӗретмен сӗтрен хатӗрленӗ тӑпӑрчпа, кӑмпапа, консервланӑ пахча ҫимӗҫпе тата улма-ҫырлапа, паштетпа, тапӑрчӑ е аш хурса ҫавӑрнӑ икерчӗпе, ӑшаланӑ ҫӑмартапа, фритюре ӑшаланӑ ҫимӗҫсене ҫитерме чарать. Ку кваса, кумыса, газировкӑна, чӗлхене чӗпӗтекен соуссене, горчицӑна, кетчупа, майонеза, чӑмлака, карамеле те пырса тивет.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ВИЧ-инфекциллӗ 274 ҫынна тупса палӑртнӑ, пӗтӗм тапхӑрта вара ҫак мур республикӑри 2877 ҫынна ернӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Кӑҫалхи кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче тупса палӑртнисен йышӗ, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, виҫӗ ҫын сахалрах. Ҫапла майпа, пӗтӗм ҫӗршывӗпе илсен, Чӑваш Республикинче инфекци ҫаклатасси 2,6 хут сахалрах. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ВИЧ-инфекциллисен шучӗ 100 пин ҫын пуҫне 19,6 ҫынпа танлашнӑ. Ҫакӑ нумай ҫуллӑх кӑтартӑвӗпе пӑхсан, 43,4% чухлӗ пысӑкрах.
Палӑртса хӑвармалла, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку анализа республикӑри 248 пин те 300 ҫын панӑ. Иртнӗ ҫулхипе пӑхсан, 11,1% пысӑкрах.
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ.
Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ.
Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫур тонна ытла пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутлӑхран туртса илнӗ. Ведомство ятарласа тӗрӗслев ирттернӗ.
Пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлан потребительсем валли тӗрӗс информаци пулман, вӗсем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене те тивӗҫтермен. Кӑҫал 10 уйӑхра пахча ҫимӗҫрен илнӗ 809 пробӑна нитратсене, пестицидсене, мышьяк, ртуть тупса палӑртас тӗллевпе тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрлӗ кӑшманран, ҫӗрулмирен, дыньӑран илнӗ 12 проба хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен. Вӗсене нитрат тупнӑ. Кунашкал пахча ҫимӗҫпе улма-ҫырлана сутакансене административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ шаурма хатӗрлекен 7 киоска тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. 6 киоскӑн ӗҫне чарса лартнӑ, алӑкне пичет ҫапса хупнӑ. Вӗсен 30-90 талӑк ӗҫлеме юрамасть.
Ведомство ӗҫченӗсем Шупашкарта – 3, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канашра 2-шер киоск тӗрӗсленӗ. Вӗсенче кашнинчех шыв тата канализаци енӗпе ҫитменлӗх пулнӑ, кӳрсе килнӗ шывпа пӗҫернӗ. Хатӗр продукци чӗррипе пӗрле упраннӑ, каснӑ пахча ҫимӗҫпе соуссене холодильникре упраман.
Киоск пӗчӗк пулнӑран апат хатӗрлеме условисем те ҫук. Ҫитменнине, унта медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухман ҫынсем ӗҫленӗ.
Хатӗр апат микробиологи кӑтартӑвӗсемпе те тӗрӗслев витӗр тухман. Ҫапла майпа 12 административлӑ протокол хатӗрленӗ.
Шупашкар хулинчи Мускав районӗн прокуратури хӑйсен территорийӗнче вырнаҫнӑ «Хӗрлӗ тата шурӑ» лавккана пирус сутма чарнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян хыпарлать.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть тӗрӗслев ирттернӗ те лавкка пӗтӗмӗшлӗ пӗлӳ паракан вӑтам шкултан 100 метртан та ҫывӑхарах вырнаҫнине палӑртнӑ, ку вара саккуна сӗмсӗррӗн пӑсни шутланать. Ҫакна кура лавкка хуҫине пирус продукцине сутнӑ май саккуна пӑхӑнманшӑн штрафланӑ, унран 45 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ.
Апла пулин те палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла: Роспотребнадзор йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен, ӑна пӑхмасӑрах усламҫӑ тӳрӗ ҫул ҫине тӑнӑ — асӑннӑ лавккара пируспа сутӑ тума чарӑннӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре пурӑнакан 230 пин ҫын грипран прививка тунӑ. Ку – халӑхӑн 18,9 проценчӗ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳрсе килнӗ вакцинӑн 97 проценчӗпе усӑ курнӑ ӗнтӗ.
Иртнӗ эрнере 5242 ҫын ОРВИпе чирленӗ. Ку, малтанхи эрнепе танлаштарсан, 1,5 процент сахалрах. Ытти ҫулти вӑтам кӑтартӑва илес пулсан, халӗ чирлекенсен йышӗ 27 процент сахалланнӑ.
Палӑртмалла: ытларах Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисенче пурӑнакансем чирлеҫҫӗ. ОРВИпе аптӑраса ӳкнисенчен ҫурри ытла – 17 ҫул тултарман ачасем. Каласа хӑвармалла: ку тапхӑрта чирленӗ 112 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…
Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.
Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.
Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.
Роспотребнадзор Кемӗр облаҫӗнчи пӗр предприятире ҫын сывлӑхӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан крем туса кӑларнине тупса палӑртнӑ. Пите тата алла сӗрмелли крем хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть-мӗн. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хыпарлать.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче пите тата алла сӗрмелли крема, «M Solo Active» ятлӑскере, туртса илнӗ. Ӑна «Кристал Косметик» туса кӑларнӑ. Вӑл микробиологи кӑтартӑвӗсемпе хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑмасть.
Ку кӑна та мар, предприятире туртса илнӗ кремра синегнойлӑ патак тупса палӑртнӑ.____
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |