Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 19-25-мӗшӗсенче республикӑра ОРВИпе чирлекенсем сахалланнӑ. Ҫав тапхӑрта 11700 ҫын чирленӗ. Ун умӗнхи эрнепе танлаштарсан, ку 13,8 процент сахалрах. Чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнченпе чирлекенсен йышӗ чакса пыни пулман.
Чирлекенсем ытларах Шупашкарта, Канашра, Шупашкар районӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗрпӳ районӗнче.
Сӑмах май, кӑҫал чирлекенсен йышӗ чи йышли кӑрлачӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 6-мӗшӗччен пулнӑ — 21 530 ҫын.
Чӑваш Енре гриппа чирлекен йышлӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонра халӑхӑн 46,1 проценчӗ грипран прививка тутарнӑ. Ку, ытти регионпа танлаштарсан, сахал. Танлаштарӑмра ку енӗпе пирӗн регион хыҫалтан 8-мӗш вырӑн йышӑнать.
Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре 76 ытла миллион ҫын грипран прививка тутарнӑ. Ку 52,2 процентпа танлашать. Республикӑра пӗтӗмпе 13,6 пин ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленине палӑртнӑ. Вӗсен 48,6 проценчӗ – 17 ҫула ҫитмен ачасем.
Шупашкарти 12 класс карантина хупӑннӑ. Ку – 5 шкулта. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пуҫлӑхӗ Елена Сахарова пӗлтернӗ.
Юлашки темиҫе кунра шкулсенче чирлекенсем нумайланнӑ. Ачасем ОРВИпе, гриппа аптӑраҫҫӗ. Ҫавна пула 5 шкулти 12 класа карантина хупма тивнӗ. Хальлӗхе ача пахчисем йӗркеллех ӗҫлеҫҫӗ.
Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-11-мӗшӗсенче Шупашкарта 8014 ҫын ОРВИпе чирленӗ.
Шупашкарти 1-мӗш хула больницинче ӗҫлекен тухтӑра ватӑ ҫынна кӑшӑлвирусран тӗрӗслеменшӗн штрафланӑ. Сумми пысӑках мар-ха — суд 50 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ватӑ ҫын 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-25-мӗшӗсенче асӑннӑ больницӑн стационарӗнче выртнӑ. Кинемее кӑшӑлвирусран тӗрӗслемен. Ватӑ ҫыннӑн мӑнукӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавна пула вӑхӑтра тӗрӗс диагноз лартайман, карчӑк вилсе кайнӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ҫӑхавпа ҫитнӗ. Больницӑри персонал санитарипе эпидемиологи нормисене те пӑхӑнман-мӗн.
Пӑтӑрмахла ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Врач судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ковидран тӗрӗслеме тест пулман, апла пулин те ватта сиплеме тытӑннӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тест пулнӑ, лаборатори ӗҫленӗ.
Судра Роспотребнадзор представителӗ те тестсем пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Больницӑра пулмасан заведующин республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчен ыйтмалла пулнӑ.
Роспотребнадзор Йӗпреҫ районӗнчи Березовка шкулӗнче плана кӗртмен тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ.
Ачасене палӑртнӑ менюпа килӗшӳллӗн ҫитермен, ирхи апатра порцисем виҫерен пӗчӗкрех пулнӑ. Кунсӑр пуҫне ачасене кашни кун сӗт юр-варӗ, улма-ҫырла паман. Апат блокӗнче ҫимӗҫсене маркировкӑсӑр упранӑ.
Роспотребнадзор шкул директорне 3 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Шкула вара асӑрхаттару ҫырса панӑ.
Роспортебнадзор палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал сифилиспа чирлесси 2,1 хут чакнӑ, гонорейӑпа вара - 2 хут. Статистикӑна 9 уйӑха кӗртнӗ.
Чесоткӑпа чирлекенсем те сахалланнӑ - кӑтарту 27,8 процент пӗчӗкрех. Уҫӑ туберкалезпа аптӑракансен йышӗ 6,1 процент чакнӑ. ВИЧ-инфекциленнисен хисепӗ вара пысӑкланнӑ - 2,7 процент ытларах.
Роспотребнадзор кӑҫал 6 уйӑхра Чӑваш Енре атмосфера сывлӑшӗн 2900 ытла пробине илнӗ. Пурте вӗсем нормативпа килӗшсе тӑнӑ.
Кранран юхакан шыва та тӗрӗсленӗ. Вӑл та лайӑхланса пырать. Ку кӑтарту Раҫҫейри пӗтӗмӗшле кӑтартуран та лайӑхрах пулнине палӑртнӑ.
Сӑмах май, пӗлтӗр сывлӑшӑн 8300 ытла пробине илнӗ. Хулара илнӗ сывлӑшӑн 0,1 проценчӗ гигиена нормипе килӗшсе тӑман.
Ҫак кунсенче пирӗн республика территорийӗнче ҫанталӑк шӑрӑх тӑрать.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк температури 29 градус пулсан ӗҫ кунне 2 сехет чакарсан аван, 30,5 градус пулсан — 4 сехет.
Асӑннӑ сӗнӳ вӑй-хал ӗҫӗнче тӑрӑшакансене тата пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳресе ӗҫлекенсене пырса тивмест. Ун пеккисен ӗҫ кунне ҫанталӑк 26,5-27,5 градус чухнех чакармалла.
«Погода в Чувашии» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхи сывлӑш температури климат виҫинчен 2-5 градус ҫеҫ пысӑкрах. Эрнекун ҫанталӑк сулхӑнлатӗ.
Роспотребнадзор Раҫҫейре кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ пӗтӗм чарӑва пӑрахӑҫланӑ. Ку каварлӑ инфекципе чирлекенсен шучӗ чакнипе ҫыхӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра чирлесси 64 хут чакнӑ. Ытларахӑшӗ, 93 проценчӗ, чире ҫӑмӑллӑн чӑтса ирттернине палӑртнӑ.
Малашне ниҫта та общество вырӑнӗсенче маска тӑхӑнмалла мар, кафесемпе ресторансем те талӑкӗпех ӗҫлеме пултарӗҫ.
Анчах, ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, чарусене кайран тавӑрма та пултарӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫынсен ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ 26 тӗслӗхе шута илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 12,6 хут сахалрах.
Сӑмах май, пӗлтӗр те, 2020 ҫулхипе танлаштарсан, сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Роспотребнадзор ҫу уйӑхӗн 16-27-мӗшӗсенче энцефалит профилактики ыйтӑвӗсемпе тата ӳте сӑвӑс кӗрсе ларнӑ тӗлӗшпе хӗрӳ лини ирттерет. Унта ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать: (8352) 58-67-74, 58-25-88. Хӗрӳ лини 9-16 сехетсенче пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |