Шупашкарти 1-мӗш хула больницинче ӗҫлекен тухтӑра ватӑ ҫынна кӑшӑлвирусран тӗрӗслеменшӗн штрафланӑ. Сумми пысӑках мар-ха — суд 50 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Ватӑ ҫын 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-25-мӗшӗсенче асӑннӑ больницӑн стационарӗнче выртнӑ. Кинемее кӑшӑлвирусран тӗрӗслемен. Ватӑ ҫыннӑн мӑнукӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫавна пула вӑхӑтра тӗрӗс диагноз лартайман, карчӑк вилсе кайнӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленине ҫӑхавпа ҫитнӗ. Больницӑри персонал санитарипе эпидемиологи нормисене те пӑхӑнман-мӗн.
Пӑтӑрмахла ҫав ӗҫ судра вӗҫленнӗ. Врач судра ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ковидран тӗрӗслеме тест пулман, апла пулин те ватта сиплеме тытӑннӑ.
Кинемейӗн мӑнукӗ ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, тест пулнӑ, лаборатори ӗҫленӗ.
Судра Роспотребнадзор представителӗ те тестсем пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Больницӑра пулмасан заведующин республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинчен ыйтмалла пулнӑ.