Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.8 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятлӑ стела уҫнӑ.

Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Питӗрте историре йӗр хӑварнӑ Радио ҫуртне ҫӗнетнӗ чухне 1942 ҫулта ҫырнӑ икӗ ҫыру тупнӑ. Вӗсенчен пӗрине Ленинград блокадинчи ҫын патне ҫырнӑ. Авторӗсем – Чӑваш Енри тӑванӗсем.

Ҫырӑва 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫырнӑ. Унта тылри пурнӑҫ пирки каласа кӑтартнӑ, блокадӑри ҫынна сӑмахпа хавхалантарнӑ.

Тепӗр ҫырӑвӗ – ҫав ҫулах утӑ уйӑхӗнче ҫырнӑскер. Анчах вӑл япӑхрах упранса юлнӑ, текста хальлӗхе вулайман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫырусем радиора ӗҫленӗ ҫынсем патне килнӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсенчен чылайӑшӗ ӗҫрех пурӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21332
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри Улатӑр хули пирки Мускавра та каласа кӑтартаҫҫӗ. Ун пирки общество транспортӗнчи информаци хӑми ҫинче курма пулать.

«Чӑваш Республикинчи ҫак хула 1552 ҫулта никӗсленнӗ. Унта — 90 ытла ҫурт-палӑк. Ҫав шутра – чукун ҫул деповӗ, ӗлӗкхи чиркӳсем», - ҫапла паллаштараҫҫӗ Мускаври общество транспортӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76254
 

Раҫҫейре

Ӗнер Мускавра иртнӗ Ҫӗнтерӳ парадне чӑваш каччисем те хутшӑннӑ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет.

Парадра Даниил Николаев, Илья Игнатьев тата Никита Игнатьев (Тӑвай округӗнчи Тӑрмӑшри шкулта вӗреннӗ), Александр Петриков (Канаш округӗнчи Шӑхасанти шкулта пӗлӳ илнӗ), Канаш округӗнчи Чакаҫри шкулта вӗреннӗ Егор Патшин, Чӑваш кадет корпусӗнче вӗреннӗ Александр Сарбаев, Иван Улеев (Шупашкар округӗнчи Ҫӳлтикасси шкулӗнче пӗлӳ илнӗ), Никита Ларионов (Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Сӗнтӗрпуҫри шкулта вӗреннӗ), Елчӗкри шкулта вӗреннӗ Роман Ильин, Елчӗк округӗнчи Лаш Таяпари пӗртӑван Осиповсем, Йӗпреҫ округӗнчи Чӑрӑшкассинчи Станислав Григорьев, Елчӗк округӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти Артем Савиновов.

Сӑмах май, кӑҫал Мускаври Хӗрлӗ тӳремри парада 11 пин ытла ҫар ҫынни хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Паян Мускавра юр ҫуса лартнӑ. Синоптиксем кун пек вӑйлӑ юр юлашки 116 ҫулта рекорд пулнине палӑртнӑ.

Йывӑҫсем тӳннӗ, юпасем те ӳккеленӗ. Вӗсене пула машинӑсемпе ҫуртсем сиенленнӗ.

Сӑмах май, пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Чӑваш Республикинче те юр ҫунӑччӗ. 2003 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Шупашкарта юр ҫуса лартнӑччӗ. Ун чухне симӗс ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем юр йывӑрӑшне чӑтаймасӑр тӳнӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_430790
 

Раҫҫейре

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫулталӑкри йывӑҫ. Раҫҫей» сайтра ҫӗршывӑн тӗп йывӑҫӗн сасӑлавӗ пуҫланать. Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ унта Ҫӗмӗрлери юман хутшӑнать.

Вӑл – 250 ҫулта. Ӑна ватӑ йывӑҫсен наци реестрне кӗртнӗ, унӑн «Йывӑҫ – чӗрӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗ» статус пур. Сасӑлавра вӑл 33-мӗш номерпе пулӗ.

Сӑмах май, сасӑлавра 2023 ҫулта Муркаш округӗнчи Ильинкӑри юман ҫӗнтернӗ.

 

Раҫҫейре

Тӗп ставка 21 процентах юлӗ. Ҫапла палӑртнӑ паян Раҫҫей банкӗн директорсен канашӗн ларӑвӗнче.

Кун пек ставка пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнченпех пулнӑ. Унтанпа 4 лару иртнӗ: раштавра, нарӑсра, пушра тата паян. Ставкӑна унчченхи шайрах хӑварма йышӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗп ставка 19,5-21 процент пулӗ. 2026 ҫулта 14-14 процента ҫитмелле.

 

Раҫҫейре
ria.ru сайтри сӑн
ria.ru сайтри сӑн

«Вилӗмсӗр полк» акцие онлайн-майпа хутшӑнма пулать. Пире мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗ паттӑрсене аса илер.

Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Питӗ ансат. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ тӑванӑн сӑнӳкерчӗкне 2025.polkrf.ru сайта е «ВКонтакте» (vk.com/polk_app ), «Одноклассники» (ok.ru/app/polk) сарӑмсем урлӑ кӗртмелле. Паттӑр пирки кӗскен ҫырса кӑтартма та манмалла мар. Ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗччен тумалла.

Акцие хутшӑнни – паттӑрсене тав туниех.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_20833
 

Раҫҫейре
m.ok.ru сайтри сӑн
m.ok.ru сайтри сӑн

Вӑрҫӑ пирки хывнӑ «Катюша» юрӑ Мускавра иртнӗ «Навруз» уявӗнче тӑватӑ чӗлхепе янӑранӑ

Кӑҫал уяваТӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Сцена ҫинче вӑрҫӑ юррисем чылай янӑранӑ. Вӗсенчен пӗри — «Катюша». Ӑна таджикла, казахла, вырӑсла тата чӑвашла юрланӑ. Чӑвашла версине Мускав хулинче пурӑнакан Алена Силпи юрӑҫ шӑрантарнӑ.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемье Пӗрремӗш каналпа пыракан «Кто хочет стать миллионером?» кӑларӑма хутшӑннӑ.

Вӗсем – Шупашкарта пурӑнакан Ирина тата Владимир Васильевсем. Ҫемьере 7 ача ӳсет. Вӗсем 20 ҫул ӗнтӗ каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.

Шоура Васильевсем 9 ыйтӑва хуравланӑ. 10-мӗш ыйту патне ҫитсен ҫемье иккӗленнӗ те вӑйӑран тухма шутланӑ. Ҫапла вӗсем 50 пин тенкӗ выляса илнӗ. Васильевсем ку укҫана патшалӑх уйӑрса панӑ ҫӗр ҫинче ҫурт лартма ярассине каланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_75503
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 114
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 09

1939
87
Логинов Георгий Павлович, чӑваш биохимикӗ, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1961
65
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 3 000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть