Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви ачасем валли хатӗрленӗ вакцинӑна регистрациленӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗлекенскер «Спутник М» /«Гам-КОВИД-ВакМ»/ ятлӑ.
Ӑна «Спутник V» вакцинӑна тӗпе хурса хатӗрленӗ. Вӑл икӗ компонентлӑ, иккӗмӗш укола пӗрремӗшӗ хыҫҫӑн 21 кунран тӑваҫҫӗ. Ку вакцинӑна 12-18 ҫулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ. 12-15 ҫулсенчи ачасене ашшӗ-амӑшӗ алӑ пусса ирӗк парсан ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. 15-17 ҫулсенчисен вара хӑйсен хут ҫырма ирӗк пур.
«Спутник М»-па раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче вакцинацилеме тытӑнаҫҫӗ. Ҫав кунах РФ Президенчӗ Владимир Путин 2 ҫултан пысӑкрах ачасем валли вакцина хатӗрлемешкӗн тытӑнма сӗннӗ.
«Чӑваш Ен мисӗ», 2018 ҫулта «Тӗнче мисӗ» пулса тӑнӑ Юлия Полячихина олигарха ача ҫуратса панӑ. Хӗрачана 59 ҫулти олигархӑн Рустам Тарикон амӑшне хисеплесе Роза ят панӑ.
Юля хӑй 21 ҫулта. Апла упӑшки унран самай аслӑрах. Вӗсем пӗрле пулнине Дубайри фестивальте журналистсем асӑрханӑ. Унта Юльӑн ашшӗпе амӑшӗ те пулнӑ. Дубая вӗсем Рустам Тарикон самолечӗпе вӗҫнӗ.
Кӑҫал пуш уйӑхӗнче Юльӑн ҫуралнӑ кунӗнче Дмитрий Маликов юрланӑ. Утрав ҫинче ун валли пляжра сцена хатӗрленӗ.
Юля Раҫҫейри чи хитре пике ятне илтсен иномаркӑллӑ пулнӑ. Парне вырӑнне ӑна 3 миллион тенкӗ те панӑ. Рустам Тарико «Раҫҫей мисӗ» конкурс хуҫи пулни паллӑ. Вӑл унта ҫӗнтернӗ ытти хӑш-пӗр хӗрпе те пурӑннӑ. Пӗрне ывӑл ҫураттарнӑ.
Куславкка тӑрӑхӗнче пурӑнакан Васильевсем «Ҫулталӑкри ҫемье» Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Вӗсем «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи» номинацире мала тухнӑ.
Конкурса чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Пилӗк номинаци пулнӑ: «Нумай ачаллӑ ҫемье», «Ҫамрӑк ҫемье», «Ялти ҫемье», «Ылтӑн ҫемье», «Ҫемье – йӑла-йӗрке управҫи». Васильевсем юлашки номинацире маттур пулнӑ. Юрий Дементьевичпа Валентина Петрвна 32 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ.
Палӑртмалла: кӑҫал конкурса пӗтӗм регионти 3 пин ытла ҫемье хутшаннӑ. Финала 366 ҫемье тухнӑ, вӗсенчен 85-шӗ ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейре транспорта тата лавккасене QR-кодпа кӗртме тытӑнасшӑн. Ҫавна май саккун проекчӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Тӳре-шара общество транспортне тата кафесемпе лавккасене ҫак кодпа кӗртме тытӑнасси пирки шутлать. Саккун проектне Патшалӑх Думине пӑхса тухма пани пирки кайран пӗлтерӗҫ.
Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал йӗрке 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пулма пултарать. Мӗн тӗллевпе тӑвасшӑн ҫак йӗркене? Паллах, ҫынсем ытларах вакцинациленччӗр тесе. Аса илтерер: хальлӗхе Раҫҫейре аслӑ ӳсӗмри ҫынсен 48,4 проценчӗ кӑшӑлвирусран прививка тутарнӑ.
Раҫҫей правительствинче халӑхӑн 90-95 процентне вакцинацилесси пирки калаҫма тытӑннӑ. Ҫапла пӗлтернӗ Татьяна Голикова ӗнер.
Вӑл каланӑ тарӑх, коллективлӑ иммунитет пултӑр тесе ҫӗршывра тепӗр 22 миллион ҫынна вакцинацилемелле, 9 миллион ҫыннӑн ревакцинациленмелле.
Хальлӗхе Раҫҫейре коллективлӑ иммунитет 48,4 процентпа танлашать, Чӑваш Енре – 36,5 процентпа. Татьяна Голикова коллективлӑ иммунитет 80 процентпа танлашни те ҫителӗксер пулнине каланӑ. Ҫакна экспертсем палӑртнӑ-мӗн.
«Ю» телеканал лутра ҫынсем пирки ятарлӑ кӑларӑм пуҫарнӑ. Унта 150 сантиметртан лутрарах ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ.
Иккӗмӗш кӑларӑма Питӗрти артист тата шоумен Петр Чубко хутшӑннӑ. 29 ҫулти каччӑ 120 сантиметр ҫӳллӗш. Вӑл туйсене, корпоративсене, ҫуралнӑ кунсене ертсе пырать, 8 кинокартинӑра ӳкерӗннӗ. Петр Шупашкарти Марийӑпа 4 ҫул пурӑнать. Хӗр амӑшӗпе Чӑваш Енрен Питӗре куҫса кайнӑ.
Петр Марийӑран 5 ҫул аслӑрах. Хӗр 170 сантиметр ҫӳллӗш. Вӗсем тахҫанах пӗрлешӗччӗҫ-ха, анчах Марийӑн амӑшӗ Инесса Евгеньевна ҫакна хирӗҫ. «Ю» телеканалти кӑларӑм ҫак ҫемьери лару-тӑрӑва уҫӑмлатасшӑн.
Вакцинациленнисен хушшинче Раҫҫей правительстви лоторея ирттерни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Вӑл раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫленмеллеччӗ. Анчах Правительство лотерейӑна ҫулталӑк вӗҫӗччен тӑсма йышӑннӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 2 пин ҫын кӗрӗ. Кашнине 1-ер пин тенкӗ парӗҫ. Унччен палӑртнӑ тӑрӑх, лотерейӑна 1 пин ҫын хушшинче ирттермеллеччӗ. Лотерея авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене компьютер хӑй суйлӗ. Ҫӗнтернӗ сертификат номерӗсене «Бонус за здоровье» порталта пичетлеҫҫӗ. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен потралӗнче те информацие пӗлме пулать.
Укҫана илес тесен «Мир» банк карттин номерне кӑтартмалла, ҫакна 3 уйӑхран кая юлмасӑр тумалла. Кун хыҫҫӑн укҫа счет ҫине куҫӗ.
Раҫҫейри шкулсенче массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Ку чару 2022 ҫулхи кӑрлаччен вӑйра пулмаллаччӗ. Чару мерисене тӑснӑ, массӑллӑ мероприятисене 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗччен ирттерме юрамӗ. Ку йышӑнӑва Раҫҫейӗн тӗп тухтӑрӗ Анна Попова алӑ пуснӑ.
Ку чару ятарлӑ 18 ҫул тултарман ҫӳрекен учрежденисене, спорт организацийӗсене те пырса тивет. Анчах ку чару аслӑ шкулсене, техникум-колледжсене пырса тивмест.
Малашне те ачасем пӗр класра вӗренӗҫ, пӳлӗмсене уҫӑлтарӗҫ, кашнин ӳт температурине виҫӗҫ. Сӑмах май, шкул ачисен каникулӗ чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Вӑраха тӑсӑлакан канмалли кунсем вӗҫленсен аслӑ шкулсене дистанци мелӗпе вӗрентме ирӗк панӑ. Хушӑва РФ Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерстви хатӗрленӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен аслӑ шкулсен тата ӑслӑлӑх организацийӗсен дистанци мелӗпе вӗрентмешкӗн ирӗк пур. Анчах вӗренекенсене кун пирки виҫӗ кун маларах пӗлтермелле, методика тӗлӗшпе пулӑшмалла. Ҫав вӑхӑтрах вӗренӳ пахалӑхӗ упранса юлтӑр тесе вӗренекенсем мӗнле ӗлкӗрсе пынине тӗрӗслемелле.
Аса илтерер: Чӑваш Енре канмалли кунсем чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.
Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ пырать. Хула ҫыннисем, тен, кун пек хӑнасене хапӑл мар. Анчах Красноярск крайӗнчи Казанка ялӗнче пурӑнакансем вӗсене кӗтсе илме хавас. Ял аякра вырнаҫнӑ, унта 249 ҫын пурӑнать, вӗсен 98 проценчӗ – чӑвашсем.
Ял-хуларан аякра вырнаҫнӑ Казанкӑра халӑх шучӗ чакнӑ тетӗр-и? Ҫук. 2010 ҫулта унта 240 ҫын пурӑннӑ. Кӑҫал 9 ҫын ытларах. Унта ҫынсем ял хуҫалӑхӗ тытаҫҫӗ, ачасем ҫуратса ӳстереҫҫӗ. Халӑха ялта юлма мӗн хистет-ха? Унта ҫитме ансат мар: Галанино сали таран машинӑпа темиҫе сехет каймалла, унтан паромпа Енисей урлӑ каҫмалла та 50 ҫухрӑм парӑнтармалла. Тавралла – тайга. Красноярскран ҫитме 5 сехет кирлӗ.
Ҫырав ирттерекенсене унти чӑвашсем наци тумне тӑхӑнса ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Унта тӗнче тетелӗ ҫукпа пӗрех. Ҫапах стационар телефонсем, спутник антеннӑсем пур. Ҫынсем унта ҫыхӑнусӑр пурӑнаҫҫӗ темелле, кунӗ-ҫӗрӗн телефонра чакаланмаҫҫӗ. Автобус вара тӑтӑшах ҫӳрет.
Казанка ҫыннисем культура ҫуртӗнче пӗчӗк музей йӗркеленӗ, унта йӑх несӗлтен юлнӑ япаласене пухнӑ. Ҫынсем чӑвашлах калаҫаҫҫӗ, наци уявӗсене паллӑ тӑваҫҫӗ, юрра-ташша манмаҫҫӗ. Шкулта ҫулталӑкне пӗрре чӑваш эрнине ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |