Нумай пулмасть «Новые известия» (чӑв. «Ҫӗнӗ хыпарсем») тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра статья пичетленсе тухрӗ, сире унӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарасшӑн. Статьяна куҫарнин тепӗр сӑлтавӗ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫине» пуянлатасси. Ҫавна май вӑл вырӑсла текста питӗ ҫывӑх.
Патшалӑхран пӗчӗк юсав ирттерме уйӑрнӑ укҫана самантрах вӑрласа пӗтернӗ, урая вара физкультура вӗрентекенӗн сӑрлама тивнӗ.
Пирӗн ҫӗршывра пулса иртекен лару-тӑрӑва уҫӑмлӑн кӑтартса паракан историе Евгений Пятковский Ҫӗнҫӗпӗрти усламҫӑ хӑйӗн блогӗнче ҫапла каласа панӑ:
«Авӑн уйӑхӗнче эпӗ 146-мӗш шкул ашшӗ-амӑшӗсене ал пустартӑм, мэрине хуталарӑм: ыйтаттӑм, хистеттӗм, ятлаттӑм. Ҫапла май спортзал урайне юсама мэри 600 пин тенкӗ уйӑрма килӗшрӗ.
Урайне тӗппипех юсамалӑх мар, пӗр пайне ҫеҫ…
Кайран вара эпӗ ҫак укҫа урая сӑрлама ҫеҫ ҫитнине, ӑна та пулин физрук тунине пӗлтӗм…
Ну, эпӗ ытла хӗремесленсе тӑмарӑм, прокуратурӑна каймарӑм, ҫав шкулта унччен директор пулса ӗҫленӗ ҫынран ҫак ҫӗршывра мӗншӗн АПЛА пулса иртет-ха тесе ыйтрӑм?
Кӑшӑлвируса пула пульница хунӑ ЛДПР ертӳҫине Владимир Жириновские ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе ҫыхӑнтарнӑ — кун пирки хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса РБК тата Ura.ru пӗлтереҫҫӗ. «Ҫирӗплетместпӗр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ», — «Москва» агентствӑна ЛДПР пресс-секретарӗ Александр Дюпин ҫапларах хурав панӑ.
РБК тепӗр ҫӑлкуҫӗ, «лару-тӑрӑва лайӑх пӗлекенскер», политик сывлӑхӗ питӗ начар пулнине пӗлтернӗ. «Вӑл питӗ йывӑр, сывлӑхӗ унӑн питӗ начар. Никам та ним енчен те шантарса каламасть. Унӑн ытти чир-чӗрсем пулни лару-тӑрӑва йывӑрлатать», — тенӗ кӑларӑмпа калаҫнӑ ҫын. РЕН ТВ вара, нимӗнле ҫӑлкуҫ ҫине тайӑнмасӑр, политикӑн «ӳпки 75% таран сиенленни» ҫинчен палӑртнӑ.
Жириновский господина кӑшӑлвируспа пульница хуни пирки МИХсем нарӑсӑн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла пӗлтернӗччӗ. «РИА Новости» ҫӑлкуҫӗ каланӑ тӑрӑх, ӑна Мускавӑн тӗп хула пульницине илсе ҫитернӗ. Дюпин господин ун чухне парти ертӳҫи «хӑйне лайӑх туять, вӑл малалла ӗҫлет» тесе каланӑччӗ.
75 ҫулти Владимир Жириновский кӑшӑлвирусран пурӗ сакӑр хутчен вакцинӑланнӑ.
Кӑшӑлвируспа официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене те QR-код пама тытӑнӗҫ. Ку организмӗнче антителӑсем пур ҫынсене пырса тивет.
QR-кода нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пама тытӑнӗҫ. Хушӑва Раҫҫей Сывлӑх сыхлавӗн министерстви хатӗрленӗ.
Сӑмах май, официаллӑ мар майпа чирлесе ирттернисене QR-код парасси пирки чӳк уйӑхӗнчех калаҫма тытӑннӑ. Анчах ку калаҫу анчах пулнӑ, официаллӑ майпа йышӑнман. Ун чухне ҫынсен анализ панӑшӑн хӑйсен укҫа тӳлемелли пирки каланӑччӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин педофилсене тӗрмене пурнӑҫӗ вӗҫленичченех хупасси пирки саккун алӑ пуснӑ. Кун пирки РБК пӗлтерет.
Унччен 14 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене ҫеҫ тӗрмене ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Ҫӗнӗ саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене мӑшкӑлланӑ рецидивистсене мӗн виличчен тӗрмене ӑсатӗҫ.
Анчах кунашкал преступление пӗрремӗш хут тунӑ ҫынсене те йӗплӗ пралук леш енне ӗмӗрлӗхе ӑсатма пултарӗҫ. Анчах ку – преступник аллинчен темиҫе ача шар курнӑ, кунсӑр пуҫне тепӗр хӑрушӑ преступлени тунӑ пулсан.
Шупашкарти пӗр урама Костромана халалласшӑн. Костромара вара Шупашкар урамӗ пулӗ. Ҫак шухӑша икӗ хула ырланӑ.
Кострома хула пуҫлӑхӗн сӗнӗвне Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухнӑ. Вӑл Костромара пӗр урама Шупашкар ятне парас ыйтупа тухнӑ.
Костромара чылай урама, проспекта Раҫҫейри хула ячӗсене панӑ. Уйрӑмах – Атӑл хӗрринче вырнаҫнисен.
Сӑмах май, пирӗн те унашкаллисем пур: Чулхула, Ярославль, Ленинград, урамӗсем, Мускав проспекчӗ пур.
Пӗлтӗр Раҫҫейре амӑшӗн капиталне 3,9% ӳстерме палӑртнӑччӗ. Халӗ вара ӑна 8,4% хӑпартма йышӑннӑ.
Кӑҫал пӗрремӗш ачашӑн паракан амӑшӗн капиталӗ 524,5 пин тенкӗпе танлашӗ. Иккӗмӗшне ҫуратнисене 693,1 пин тенкӗ параҫҫӗ. Анчах – пӗрремӗш ачашӑн амӑшӗн капиталне илмен пулсан ҫеҫ. Пӗрремӗшӗшӗн илнӗ пулсан ҫемьере иккӗмӗш ача ҫуралсан 168,6 пин тенкӗ параҫҫӗ.
Пӗлтӗр каланӑ тӑрӑх, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ 503,2 тенкӗ пулмаллаччӗ. Иккӗмеш ачашӑн вара – 665 пин тенкӗ.
НТВ телеканалпа Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пирки сюжет кӑтратнӑ. Вӑл тӗрӗслӗх шырать.
Нумай ачаллӑ хӗрарӑма аваришӗн айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ вӑл приговора улӑштарассишӗн тӑрӑшать.
Аэлита Софронова каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫав кун вӑл хӗрне шкула илсе кайнӑ. Поселокран хулана кайнӑ чухне вӗсем аварие лекнӗ. Тепӗр машинӑри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. Аэлита вара суранланнӑ, иккӗмӗш ушкӑн сусӑрӗ пулса юлнӑ, ҫӗнӗрен утма вӗреннӗ. 8-ти хӗрӗ та аманнӑ.
Суд хӗрарӑма колони-поселение икӗ ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Анчах Аэлита ку тӗрӗс мар, аваришӗн айӑплӑ чӑн ҫынна тупман тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакна видеорегистратор ҫирӗплетет. Унта акӑ мӗн курӑнать: ӑнсӑртран Аэлитӑна хирӗҫ машина сиксе тухать, ҫавна май вӑл руле итлеттереймесӗр транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса каять. Никама пӑхӑнман экпертиза Аэлитӑн ҫапӑнмасӑр май пулманнине ҫирӗплетнӗ. Видеорегистратор ҫинче вара тепӗр машинӑн марки те, номерӗ те лайӑх курӑнмасть, ҫавӑнпа водителе тупма ҫӑмӑл мар.
Суд Алитӑна хӗрӗ 14 ҫул тултариччен отсрочка панӑ. Унччен хӗрарӑм Аслӑ суда тӗрӗслӗх шыраса ҫитесшӗн.
Чӑваш Енре 5-9-мӗш класс ачисем валли ҫӗнӗ туризм программи пурнӑҫланма тытӑнӗ. Пирӗн республика ҫак сӑнава хутшӑнакан 18 регионтан пӗри.
Раҫҫей Правительстви уйӑрнӑ 500 миллион тенке сӑнав проектне хутшӑнакан регионсене пайласа парӗҫ. Чӑваш Ене 15889600 тенкӗ лекӗ.
Программӑна 5-9-мӗш классем ҫеҫ хутшӑнаҫҫӗ. Ачасем 24 сехетрен кая мар тӑсӑлакан ҫулҫӳреве кайӗҫ. Хакӑн 7 пин тенкине патшалӑх тӳлӗ. Ҫулҫӳрев хаклӑрах ларӗ тӗк ыттине ашшӗ-амӑшӗ тӳлӗ.
Проект тӗллевӗ – ачасене пӗчӗк ҫулҫӳрев урлӑ тӑван ен культурипе паллаштарасси. Кӑҫал субсиди пулӑшнипе 100 пин ытла шкул ачи ҫак мелпе усӑ курайӗ.
Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пенси ӳсӗмне ҫитме пуҫланӑ хӑш-пӗр ҫынна тивӗҫлӗ канӑва маларах тухма ирӗк панӑ. Кун пирки «РИА «Новости» пӗлтерет.
Ҫак категорие камсем кӗреҫҫӗ-ха? Ҫын штат кӗскетнипе е организаци хупӑннипе ӗҫсӗр юлнӑ пулсан вӑл тивӗҫлӗ канӑва 2 ҫул маларах тухма пултарать. Анчах арҫыннӑн ӗҫ стажӗ – 25 ҫултан кая мар, хӗрарӑмӑн 20 ҫултан кая мар пулмалла.
Сӑмах май, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе ӗҫлемен пенсионерсен пенсийӗ индексаципе килӗшӳллӗн 5,9 процент хӑпарнӑ, чи пӗчӗк виҫе 8736 тенкӗпе танлашнӑ.
Кӑшӑлвируспа официаллӑ майпа чирленӗ ҫынсене те QR-код пама пуҫлӗҫ. Кун пирки Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ.
Чирлесен пульницӑна кайман, анчах ПЦР-тест кӑшӑлвирус пуррине ҫирӗплетет тӗк пациента антителӑсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме сӗнӗҫ. Вӗсем пур тӑк ҫынна QR-код парӗҫ. Ку кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ПЦР-тест тунӑ ҫынсене пырса тивет.
ПЦР-тест туман, анчах антителӑсем пур пулсан та код парӗҫ. Вӑл ҫур ҫул вӑйра пулӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |