«Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫӗ» сасӑлав вӗҫленнӗ. Шел те, хальхинче чӑваш юманӗ малти вырӑна йышӑнайман.
Сасӑлава Ҫӗмӗрлери культурӑпа кану паркӗнче ӳсекен Аслӑ Петӗр юманӗ хутшӑннӑ. Вӑл 2975 сасӑ пухса тӑваттӑмӗш вырӑна йышӑннӑ. Юман 350 ҫул ӳсет, вӑл 32 метр ҫӳллӗш.
Кӑҫал сасӑлавра пӗрремӗш вырӑна Ростов облаҫӗнчи юман йышӑннӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Белгород облаҫӗнчи тата Ӗпхӳри юмансем пайланӑ.
Китайра «TCL» брендпа туса кӑларакан телевизосем Раҫҫей рынокӗнчен ҫухалма пултарӗҫ. Санкцисенчен хӑраса Китай «Квант» и STI Group.Раҫҫейрк контрактпа ӗҫлекен производительсене компонентсемпе тивӗҫтерсе тӑма пӑрахӗ.
«TCL» телевизорсен производствине тата унччен парса тӑма пӑрахнӑ «Xiaomi» брендӑн комплектующийӗсене Казахстанра туса кӑларма тытӑнма пултарӗҫ. Анчах логистикӑна пула тавар хакӗ 10-20 процент ӳсме пултарать.
Раҫҫейри заводсен «TCL» телевизорсен компоненчӗсем чӳк уйӑхӗччен ҫитмелле-мӗн, хӑш-пӗр компани производствӑна чарса лартма шухӑшлать. Апла пулсан асӑннӑ тавар дефицитланса кайма пултарӗ.
Ҫӗмӗрлери нумай ачаллӑ Зайцевсем Пӗтӗм Раҫсейри «Ҫулталӑкри ҫемье» конкурсра ҫӗнтернӗ. Вӗсем номинацире мала тухнӑ.
Алексейпа Татьяна Зайцевсем пӗлтӗр республика шайӗнче иртнӗ конкурсра ҫӗнтернӗ, халӗ Раҫҫей шайӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗленӗ. Вӗсем «Нумай ачаллӑ ҫемье» номинацире мала тухнӑ.
21 ҫул пӗрле пурӑнакан Зайцевсем - педагогсем. Вӗсем 4 ывӑлне воспитани параҫҫӗ. Асли Илья - студент. Антон, Мирослав тата Ратомир шкулта вӗренеҫҫӗ.
Паян Тӗп банкӑн директорсен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗп ставкӑна пысӑклатма йышӑннӑ. Малашне вӑл 18 процентпа танлашӗ.
Палӑртмалла: директорсен канашӗн ларӑвӗ унччен пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне тӗп ставка 16 процент пулнине палӑртнӑ. Ҫур ҫул вӑл ҫав шайрах тӑнӑ.
Сӑмах май, директорсен канашӗн ларӑвӗ тепрехинче авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ.
РФ Ӗҫлев министерстви ҫитес ҫултани чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине пысӑклатасшӑн. Ҫавна май саккун проектне хатӗрленӗ.
Министерство 2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫине 22 пин те 440 тенке ҫитерме сӗнет. Ку хальхи виҫерен 16,6 процент пысӑкрах.
Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 19 пин те 242 тенкӗпе танлашать.
Белгород облаҫӗнче Чӑваш Енрен килнӗ салтак-контрактник пӗрле служба тухакан ҫар ҫыннисене автоматран пени пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: 29 ҫулти Алексей утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче каҫхине виҫӗ салтака автоматран пенӗ. Иккӗшӗ вилнӗ, пӗри аманнӑ. Алексей вырӑнтан тарса ҫухалнӑ. Малтан ун ҫумӗнче Калашников автомачӗ пур тесе пӗлтернӗччӗ, анчах ӑна кайран инҫех мар тупнӑ.
Алексея тытса чарнӑ. Ӑна Белгород облаҫӗнчех тупнӑ. Вӑл салтаксене мӗншӗн пенӗ-ха? Тӗп верси - хӑйне мӗскӗтлетнӗшӗн тавӑрнӑ-мӗн.
Белгород облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫар ҫыннине шыранине пӗлтернӗччӗ. Вӑл пӗрле ҫар службине пурнӑҫлакансене автоматран пенӗ, кайран тарса ҫухалнӑ. Регионта «Перехват» план ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Аса илтерер: ӗнер каҫхине 29 ҫулти ҫар ҫынни, Чӑваш Енрен килнӗскер, Белгород облаҫӗнчи ҫар дислокацийӗнче пеме тытӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫын вилнӗ, тепри аманнӑ.
Малтан вӑл пӗрле Калашников автоматне илнине пӗлтернӗ. Ӑна кайран инҫех мар тупнӑ.
«На связи» портал хыпарланӑ тӑрӑх, ку ӗҫе контракт службинчи рядовой Алексей Журавлев, 1995 ҫулта ҫуралнӑскер, тунӑ.
Шупашкарти Артур Михайлов таксистсен конкурсӗнче яланах палӑрнӑ-ха. Кӑҫал вара вӑл Раҫҫей шайӗнче мала тухса тӗп парнене – «Лада Веста» машинӑна – тивӗҫнӗ.
Иккӗмӗш вырӑна Илья Скурихин тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗ Лаиза Бадреева йышӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ турпа палӑртнӑ: теори, практика тата пултарулӑх. Кӑҫал ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Раҫҫейри 32 таксист хутшӑннӑ.
Шупашкарти 25 ҫулти Софья Каланова Пӗрремӗш каналпа пыракан «Мужское/Женское» кӑларӑмран пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн ашшӗ ӑна тата пӗртӑванне пӗчӗк чухне пӑрахса тухса кайнӑ, тепӗр ҫемье ҫавӑрнӑ. Алимент парӑмӗ 300 пин тенкӗ таран пухӑннӑ.
Халӗ, 20 ҫул иртсен, ҫав арҫын ачисенчен алимент шыраса илесшӗн. Парӑма пула ун патне приставсем ҫӳреҫҫӗ, парӑма татма ҫӗр лаптӑкне туртса илесшӗн-мӗн. Ҫавӑнпа ашшӗ хӗрӗсенчен алимент шыраса илме шутланӑ та.
Архангельск облаҫӗнче Чӑваш Енри ҫухалнӑ арҫынна тупнӑ. Вӑл унта машинӑпа тиевпе кайнӑ та ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем арҫын тиевпе вырӑна ҫитнине палӑртнӑ. Кайран вӑл малалла кайнӑ. Кӗҫех унӑн машинине вӑрман ҫывӑхӗнче тупнӑ. Арҫынна вӑрманта шыранӑ.
Тупнӑ. Вӑл апат ҫименнипе хавшанӑ, ӑна вӑрӑм тунасем ҫыртса пӗтернӗ. Арҫын хӑй ӑҫтине те, кам пулнине те ӑнланман.
Каярахпа вӑл Чӑваш Енрен пулнине, кам иккенне аса илме пуҫланӑ. Ҫул ҫинче унӑн пуҫӗ вӑйлӑ ыратма пуҫланӑ иккен, ҫавӑнпа вӑл тӑна кӗме ҫулран пӑрӑннӑ. Арҫынна илме тӑванӗсем килнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |