Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Ванькушкӑнь ялӗнче пурӑнакан арҫын ашшӗне хӗнесе вӗлернӗ.
49 ҫулти вӑйпитти тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Эрех ӗҫме юратакан ывӑл кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен тӑван ашшӗне хӗненӗ. Ҫамрӑкки аслин пуҫне суранлатнӑ, аяк пӗрчисене хуҫса пӗтернӗ. Сурансене пула арҫын юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилсе кайнӑ.
Ҫӗмӗрлере ӗнер каҫхи 11 сехетре пушар пулнӑ. Унта Серафим Саровский чиркӗвӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ «Мичуринец-3» сад юлташлӑхӗнче дача ҫуннӑ.
Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерсен 35 ҫулти арҫын виллине тупнӑ.
Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑма 8,5 ҫуллӑха кирпӗч шутлама ӑсатнӑ. 27 ҫултискер тепӗр ҫын пурнӑҫне татнӑ. Ӑна вӑл ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кӑнтӑрла ӳсӗр ҫамрӑк хӗрарӑм Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче хӑйӗн пӗлӗшӗпе хирӗҫме тапранса кайнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл хайхине ӑҫтан май килнӗ ҫавӑнтан ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 8,5 ҫулӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар муниципаллӑ округӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Унта арҫын пунӑҫӗ татӑлнӑ.
«Кӳкеҫ-Тутаркасси-Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫулпа пынӑ чухне Тренккасси ялӗ тӗлӗнче «ВАЗ-2107» тата «Урал» автомашинӑсем пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 7 сехет те 20 минутра пулнӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫиччӗмӗшӗн» водителӗ руле пӑрса янӑран хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта вӑл пысӑк машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
52 ҫулти арҫын (Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнчи хыпарта хӑш машина водительне палӑртман. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, ҫӑмӑл машина лапчӑнсах ларнӑ. Апла пусан унӑн водителӗн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ тесе пӗтӗмлетмелле-тӗр) инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 2 пӳлӗмлӗ хваттер ҫунма пуҫланӑ. Инкек 16 сехет иртсен сиксе тухнӑ.
Хулари Завод урамӗнчи 11-мӗш ҫуртри 3-мӗш хутра вырнаҫнӑ. Тӗтӗм-сӗрӗм сарӑлнӑ подъезран 5 ҫынна урама кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче 2 ҫынпа 3 ача пулнӑ.
Пушар 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ӑна сӳнтернӗ. Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре мунча ҫунса кайнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑма сӳнтерсен арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ.
Юпан 22-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртсен Шупашкарти «Промлит» савутра та пушар пулнӑ. Унти 30 рабочи хӑйсем тӗллӗн урама тухнӑ. Пушар цехра 15 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Ӗнер 16 сехет те 55 минутра Улатӑртан Алтышево поселокне кайма тухнӑ ПАЗик аварие лекнӗ. Вӑл малта пыракан, пӗренесем тиенӗ трактор ҫине пырса кӗнӗ.
Автобус ун ҫине питӗ вӑйлӑ пырса тӑрӑннӑ. Салонра 3 ҫын пулнӑ. 13 ҫулти хӗрача малта амӑшӗпе ларса пынӑ, ҫывӑрса пынӑ. Шел те, ача вилмеллех аманнӑ. Ҫакӑ паллӑ: тракторӑн габаричӗсем ҫунман.
ПАЗри 40-ри водитель тата 66-ри тракторист урӑ пулнӑ.
Паян 9 сехет те 47 минутра Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче икӗ машина ҫапӑннӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВА№-2111 рулӗ умӗнче ларнӑ 35 ҫулти хӗрарӑм хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Тепӗр транспорт рулӗ умӗнче 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Аварире икӗ водитель те аманнӑ. Кунсӑр пуҫне 4 пассажир суранланнӑ: ҫав шутра – 4-ри тата 5 ҫулти ачасем. Вӗсем салонра ятарлӑ креслӑра ларман.
Халӗ ведомство ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
Шупашкар хулинче пурӑнакан, кунти военкоматра ӗҫлекен 24 ҫулти Александр Моряков вырӑнти тӳре-шара пулӑшманран «RT» МИХран пулӑшу ыйтнӑ.
Александр Воркутаран. Унта повар-кондитера вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑне малтан ҫара кайнӑ, кайран контрактпа службӑна юлнӑ. Мускав облаҫӗнчи Наро-Фаминскра тата Мурманск хулинче пулнӑ. Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ чух вӑл мина ҫине лексе икӗ урасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл Паттӑрлӑх орденне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пӗрремӗш хутра, хваттер туяннӑ. Анчах унта инвалид валли пандус ҫук иккен. Хӑмаран ҫапса туса панӑ. Анчах ун тӑрӑх ҫамрӑк арҫын хӑй тӗллӗн анса хӑпараймасть.
Таҫта та ҫырнӑ, комиссисем те пырса пӑхнӑ. Ыйту татӑлман. Ҫавӑнпа вӑл ыйтӑва урӑх шайра хускатма йышӑннӑ.
Паян 16 сехет те 48 минутра «01» пульт ҫине Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗнче пушар тухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Юрать-ха, пысӑк инкек пулман. Пушарнӑйсем ҫитиччен пушара сӳнтернӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнче пӗрремӗш хутра ювелир лавккинче авариллӗ ҫутӑ оборудованийӗ ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |