Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Инкек Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 3-мӗш ҫурт патӗнче 13 сехет ҫурӑра пулнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын 4-мӗш хутран вӗренпе анма тӑнӑ та аялалла персе аннӑ.
Халӗ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑкра шывра чӑмпӑлтатас килет. Анчах, шел те, асӑрханмасан инкек пулать.
Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Шупашкарта Пионер пӗвинче 39 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине водолазсем кӑларна.
Паян кӑнтӑрла ҫӑлавҫӑсене Шупашкарти Ботаника садӗнче арҫын шыва кӗнӗ те путма пуҫлани ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Юрать-ха, ӑна вӗсем ҫӑлма ӗлкӗрнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа шывра 4 ҫын путса вилнӗ.
Хуралҫӑ карчӑк телефонне вӑрланӑ. Пӑтӑрмах Ҫӗнӗ Шупашкарта пулса иртнӗ.
83 ҫулти кинемей асӑннӑ хулари Винокуров урамӗнчи лавккара хӑйӗн телефонне ҫухатнӑ. Вара вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Телефона лавккара ӗҫлекен 56 ҫулти хуралҫӑ тупнӑ. Ҫав телефона унӑн арӑмӗ тухса пенӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан хуралҫӑ тӗлӗшпе вӑрланӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пысӑк пушар пулнӑ. «Контактри» халӑх тетелӗни «Pro Мариинский Пасад» ушкӑн хыпарланӑ тӑрӑх, унта харӑсах икӗ ҫурт тата мунча ҫунса кайнӑ.
Ку пысӑк инкек Толстой урамӗнче пулнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗчеҫҫӗ.
Аса илтерер: республикӑра пушар тухас хӑрушлӑхӗн 4-мӗш класӗ вӑйра. Хӑш-пӗр вырӑнта - 5-мӗш класс. Ун пек чухне ҫынсен вӑрмана кӗме юрамасть.
Чӑваш Енре икӗ пуҫтах арҫын Ҫутҫанталӑк тӗнчине сыхлас енӗпе ӗҫлекен дирекцин ӗҫченне хӗненӗ.
Вӗсене дирекци ӗҫченӗсем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнчи 39 ҫулти арҫын тата Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти вӑйпиттин машинине авӑрламан пӑшал пулнӑ.
Сунарҫӑсем дирекцин ертӳҫин ҫумне Геннадий Исакова питӗнчен тата пуҫӗнчен тапса-ҫапса пӗтернӗ, фотоаппаратне ватса пӑрахнӑ.
Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
2023 ҫулччен ЧР строительство министрӗ пулнӑ, кайран вице-премьер тилхепине тытнӑ Павел Данилова Мускавра тытса чарнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Павел Данилов сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗнчен Алексей Антоновран 32 миллион тенкӗлӗх сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӑл хӑш-пӗр организаципе патшалӑх контрактне йӗркелеме пулӑшнӑ имӗш.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суд Павел Даниловпа Алексей Антонова арестленӗ. Павел Данилов преступленилле ытти ӗҫе те тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуҫиле ӗҫӗн фигуранчӗсен пурӑннӑ вырӑнта ухтарнӑ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ япаласемпе документсене туртса илнӗ, вӗсен банк счёчӗсене, куҫман пурлӑхне, автомобилӗсемпе мототранспортне пурӗ 74,7 миллион тенкӗлӗх арестленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта спорткомплекса юсанӑ чухне рабочи вилнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: инкек пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Вентиляци шахтинче 15 метр тӑршшӗ тимӗр пӑрӑха вырнаҫтарнӑ вӑхӑтра пӑрӑхӑн аялти пайне каснӑ чухне ҫав татӑк рабочин пуҫӗ ҫине ӳкнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ..
Ҫавӑншӑн Йӗпреҫ муниципалллӑ округӗнчи усламҫӑна явап тыттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах усламҫӑ ӗҫ хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнманран пулса иртнӗ. Суд арҫынна тӗрмене хупса ухмасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Шыв кӗмелли сезон пуҫланчӗ кӑна – республикӑра пӗр ҫын путса вилнӗ. Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 16 сехетре Етерне хули патӗнче пулнӑ.
44 ҫулти арҫын, Стрелецки ялӗнче пурӑннӑскер, тусӗсемпе Сӑр юханшывӗ хӗрринче каннӑ. Хайхискер шыва кӗме шутланӑ. Вырӑнӗ ятарласа уйӑрни пулман. Ҫитменнине, хӑй те ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине водолазсем ҫав каҫхине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 3 ҫын вилнӗ, 1 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Паян ирхи 3 сехетре Йӗпреҫ округӗнчи Кӗҫӗн Патӑрьел ялӗ ҫывӑхӗнче шкул ачи машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Тойота-Камри» рулӗ умӗнче 16 ҫулти каччӑ ларнӑ, вӑл кювета чӑмса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Машина ют ҫыннӑн пулнӑ. Каччӑ ӑна тӑванӗнчен ыйтмасӑрах илнӗ. Аварире хӑй шар курнӑ, суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шӑпах ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 9-мӗш классем экзамен тытнӑ. Авари ҫав куҫ пулнӑ та.
Ӗнер каҫхине Ҫӗмӗрле хулинче Октябрь урамӗнчи 10-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пушар пулнӑ. Ҫулӑм 15 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Пушара сӳнтерсен 1957 ҫулта ҫуралнӑ арҫын виллине тупнӑ.
Палӑртмалла: иртнӗ эрнере Чӑваш Енре 46 пушар пулнӑ, вӗсенче пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр ҫын аманнӑ. Ытларах чухне пушар ҫулӑмпа асӑрханманран тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |