Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Муркаш муниципалитет округӗнчи Кашмаш ялӗнче пӗр ҫуртра амӑшӗпе хӗрӗ вилнӗ. Вӗсем - 73 ҫулта тата 49-та.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, амӑшӗпе хӗрӗ газ котелӗнчен тухнӑ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Специплистсем тӗтӗм тухмалли ҫул йӗркеллӗ ӗҫлеменнине палӑртнӑ. Котел механизмне улӑштарни те паллӑ: авари чухне сӳнмелли датчик ӗҫлемен.
Икӗ хӗрарӑма ятарласа вӗлернӗ йӗр ҫук. Халӗ ӗҫ-пуҫа следовательсем тата прокуратура ӗҫченӗсем тишкереҫҫӗ.
Шӑматкун каҫхине Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Олкаш ялӗнче пушар пулнӑ. Ҫуртӑн тӑрри тата веранда ҫунса кайнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушарпа 40 минут кӗрешнӗ. 67 ҫулти кил хуҫи инкек вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ.
Ҫав кунах Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Советское ялӗнче 72 ҫулти арҫыннӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Ҫулӑм ҫуртӑн пӗр пайне сиенлетнӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын тӑванне пулӑшас тесе улталаннӑ. «Ватсап» мессенджерта ун патне тӑванӗнчен ҫыру килсе выртнӑ, ҫырура хӑйӗн ячӗпе илнӗ банк карттин сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫийӗнчен 30 пин тенкӗ укҫа ыйтнӑ.
Арҫын малтан тӑванӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Унтан укҫана куҫарса панӑ.
Кӑштахран хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та унӑн ватсапри аакаунтне такамсем ватни пирки асӑрхаттарнӑ.
Сӑмах май каласан, аккаунта икӗ факторлӑ авторизаци витӗр кӑлармалла. Аккаунта урӑх хатӗртен кӗрсен е электрон почта ҫине ҫыру килӗ е ятарлӑ код.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ҫаранҫырма ялӗнче пӗр арҫын теприн патне, сывлӑх енчен хавшакрахскер вӑл, кӗнӗ те эрех валли укҫа ыйтнӑ. Лешӗ пама хирӗҫленӗ.
Хӑна тарӑхса кайнипе кӗпе-йӗм ҫакмалли канра ярса тытнӑ та сусӑра пӑвма пуҫланӑ. Лешӗ тӑнне ҫухатсан хайхискер тарса ҫухалнӑ.
Ҫав арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрама йышӑннӑ.
Ӗнер А-151 автоҫул ҫинче, Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче, 21 сехет те 40 минутра авари пулнӑ. Аварире 48 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Калина» рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм руле итлеттереймесӗр кювета чӑмнӑ та йывӑҫа пырса тӑрӑннӑ. Вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххипе ҫыхӑнман пулнӑ. Правана вара кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче кӑна илнӗ.
Шупашкарта пӗр арҫын барта наркотик хутаҫҫине стойка ҫине кӑларса хунӑ. Ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи спорт-барсенчен пӗринче пӑтӑрмах пирки асӑрхаттаракан кнопка ӗҫлесе кайнӑ. Вырӑнта йӗрке хуралҫисене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, пӗр арҫын бар стойки ҫине хӑйӗн япалисене кӑларса хунӑ, ҫав шутра шурӑ порошоклӑ пӗчӗк хутаҫ пулнӑ.
45-ри арҫынна полицине лартса кайнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, хутаҫра наркотик пулнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Александровка ялӗнче вырнаҫнӑ «Слава» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тислӗк кӑлармалли транспортер ҫинче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл унта тислӗк кӑлараканни пулнӑ.
Арҫын мӗнле майпа вилнӗ? Ку ӗҫ-пуҫа Чӑваш Енри патшалӑх ӗҫ инспекцийӗ тишкерӗ. Халӗ ведомство инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатать.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Чуракасси ялӗнчи Совет урамӗнче чӳкӗн 11-мӗшӗнче кирпӗч ҫурт ҫунса кайнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе ҫулӑм мӗнрен тухнине палӑртман. Инкек вӑхатӗнче пӳртре икӗ ҫын пулнӑ: 1953 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи тата 1956 ҫулхи хӑна. Пушара сӳнтерсен вӗсен виллине тупнӑ.
Лавккасенче ӗҫлекенсене пӗри улталаса ҫӳренӗ. Вӑл Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче улталама ӗлкӗрнӗ.
Ҫамрӑк мар арҫын суту-илӳ точкисене кӗрсе хаклӑ мар япала туяннӑ. Уншӑн вӑл 5 пин тенкӗлӗх укҫапа татӑлнӑ. Кайран тавара тӗрлӗ сӑлтав тупса каялла пырса панӑ, ҫав вӑхӑтра банкнотӑсенчен пӗр пайне вӑрласа юлнӑ. Суту-илӳ точкисене вӑл 8 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Сӑнпа пӑхсан арҫын 50-55 ҫулсенче, 175-180 сантиметр ҫӳллӗш.
Арҫынна паллакансене йӗрке хуралҫисене 8 937 959 79 99 е 102 телефонпа шӑнкӑравласа пӗтерме ыйтаҫҫӗ.
Шупашкар муниуципаллӑ округӗнчи сӗт туса илекен фермӑра 30 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхи 8 сехет ҫурӑра пулнӑ.
Рабочи тимӗр лесана куҫарнӑ чухне электропралука лектернӗ. Ток ҫапнипе вӑл ҫав самантрах вилнӗ.
Вырӑнта оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ӗҫленӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑх техникине мӗнле пӑхӑннине тишкереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |