Елчӗк районӗнче 88 ҫулти арҫын 91 ҫулти хӗрарӑма хӗнесе пӗтернӗ. Район прокуратури ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын ӳсӗр пулнӑ, кӳрше каҫнӑ. 91 ҫулти хӗрарӑм унпа эрех ӗҫме килӗшмен-мӗн. Кӳрши ӑна хӗнеме пуҫланӑ: кӗлеткинчен тапнӑ, ҫапнӑ. Ку кӑна мар - мӑйӗнчен пӑвма пуҫланӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимеш ялӗнче пурӑнакан арҫын хӑй кайса ҫӳрекен хӗрарӑмӑн ывӑлне хӗнесе пурӑннӑ.
46 ҫулти арҫынна халӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарнӑ.
Хӑй кайса ҫӳрекен хӗрарӑмӑн 16 ҫулти ывӑлне ҫав арҫын юратман. Ҫавна май вӑл ӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ҫу уйӑхӗччен пӗрре ҫеҫ мар хӗненӗ.
Суд арҫынна 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма, сӑнаса тӑмалли вӑхӑта ҫулталӑк тесе йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 5 банкра кредит илсе ултавҫӑсене укҫа куҫарса панӑ.
Хӗрарӑм патне иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче ют ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе право хуралӗн тытӑмӗнче ӗҫлекен ҫын тесе паллаштарнӑ, хӗрарӑма такамсем улталасшӑн тесе тыттарнӑ.
Ҫав ҫын ӗнентернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ячӗпе темле арҫын кредит илесшӗн-мӗн, укҫи-тенке упраса хӑварас тесе «хӑрушсӑр» счёт ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ банксене кайса кивҫен укҫа илнӗ. Кредит учрежденийӗсенче ӑна ултавҫӑсем пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ, анчах вӑл никама та итлемен. Кредит илсе пурӗ 2 миллион тенкӗ ытла укҫана такамсене куҫарса панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 17 сехет ҫурӑра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, Куславкка районӗнче, ҫӑмӑл машина фура умне тухнӑ. Аварире пӗчӗк машина водителӗ вилнӗ, вӑл ҫавӑн чухнех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хендай Солярис» водителӗ иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ ҫул ҫинчен тухса сулахаялла пӑрӑннӑ чухне фурӑна ирттерсе яман. «МАН» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк улталаннӑ.
Банкра ӗҫлекен 26 ҫулти каччӑ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ. Унта хушма тупӑш ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен пӗлтернӗ.
Каччӑ пушӑ вӑхӑтра ӗҫлеме хирӗҫ пулман. Мессенджерсенчи пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, отельсемпе паллӑ вырӑнсене халӑхра сарма пулӑшмалла пулнӑ. Унӑн хӑна ҫурчӗсенчи номерсене броньлемелле, кайран ӑна вӗсен хуҫисем укҫана тавӑрса парӗҫ-мӗн.
Малтанласа каччӑн счечӗ ҫине, чӑн та, укҫа килнӗ. Анчах кайран тӳлеме пӑрахнӑ. Каччӑ 60 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан вӑйпиттие вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ ултавҫӑсенчен ҫӑлса хӑварнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗр арҫын район центрӗнчи лавккасенчен пӗринчи банкоматра укҫа илсе темле счёт ҫине куҫарса панӑ. Хӑй ҫав вӑхӑтра такампа телефонпа калаҫнӑ.
Ҫакна вичкӗн куҫлӑ сутуҫӑ асӑрханӑ. Вӑлах йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Пакунлисем вырӑна пырса ҫитнӗ ҫӗре арҫын 125 пин тенке пӗчӗкшерӗн тӗрлӗ счет ҫине куҫарса яма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл кредит та илме палӑртнӑ. Пакунлисем пырса ҫитсе ӑна йӑнӑш утӑмран тытса чарнӑ.
44 ҫулти арҫын улталаннине ӑнланса илнӗ ҫын полицие заявление ҫырса панӑ. Вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унччен маларах такамсем шӑнкӑравласа право тытӑмӗн ӗҫченӗ тесе тыттарнӑ иккен. Вӗсем ӑна арҫын счечӗ ҫинчен террористсемпе боевиксене укҫа куҫарса панӑ тесе хӑратнӑ. Кӗҫех арҫынпа банк ӗҫченӗ текен ҫын та ҫыхӑннӑ. Вӑлах ӑна кредит картти илсе укҫана унта куҫарса яма сӗннӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан арҫын ултӑ уйӑхри ачана хӗненӗ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗньял ялӗнче пулса иртнӗ.
62 ҫулти арҫын ҫав кун ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӑйсем патӗнче хӑнара пулнӑ хурӑнташӗпе хирӗҫме тытӑннӑ. Хӗрарӑм 6 уйӑхри ачипе пулнӑ. Тарӑхса кайнӑ арҫын ачана пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан ҫапса пӗтернӗ. Амӑшӗ пӗчӗк ывӑлне хӳтӗлеме тӑнӑ та арҫын ӑна та хӗненӗ.
Пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.Халӗ ӗҫе суда ярса панӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн О-мӗшенче, Шупашкар районӗнчи «Утёс» санаторире пушар тухнӑ. Инкек каҫхи сакӑр сехет хыҫҫӑн пулнӑ.
Вут-ҫулӑм санаторири пилӗк хутлӑ ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Пушара пӗр сехетре сӳнтерме май килнӗ. Вут-ҫулӑма сӳнтерме 6 машина пырса ҫитнӗ.
Вут-ҫулӑм алхаснӑ ҫуртпа санатори усӑ курмасть иккен. Пӑтӑрмах сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Питтукассинче чикансен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ. Йӑлари ыйтупа ҫыхӑннӑ тавлашу «ытлашши сурансемсӗр вӗҫленнӗ». Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ.
Пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма тытӑнса кайнисене йӗрке хуралҫисем илсе кайнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн Алькеша (унта чикансем йышлӑ пурӑнаҫҫӗ) полицин тата Росгварлин патрулӗсем пырса ҫитнӗ. Унта Росгвардин хӗҫ-пӑшаллӑ «Тигр» автомобилӗ те пулнӑ.
Канаш хулинче пурӑнакан 37 ҫулти арҫын палламан ҫынна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ун тӗлӗпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе (ҫын сывлӑхне ятарласа йывӑр сиен кӳнӗшӗн, ҫавна пула ҫын вилнӗшӗн) пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхи 1 сехет ҫурӑра 37 ҫулти арҫын вырӑнти кафесенчен пӗринче пулнӑ. Ӳсӗрскер хӑй унччен палламан ҫынпа харкашма тытӑннӑ. 34 ҫулти арҫын тусӗсемпе пулнӑ. Унтан ҫавсем урама тухнӑ. Ҫавӑнпа тавлашу малалла тӑсӑлнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне 37-ри арҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларса та 34-рине хырӑмӗнчен чикнӗ. Йывӑр суранланнӑ арҫын сиплев учрежденийӗнчи реанимацире ҫав кунах вилсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |