Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.
Паян 9 сехет те 50 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 2-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта тӑваттӑмӗш хутри хваттер ҫуннӑ.
Ҫулӑма пушарнӑйсем хӑвӑртах сӳнтернӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10 сехет те 5 минутра «хӗрлӗ автан» ташлама чарӑннӑ. Кайран хваттертен ҫуннӑ сӗтел-пукана урамалла ывӑтнӑ.
Хальлӗхе инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлни пирки пӗлтермен.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, каҫхине Шупашкарта «Солнечный» микрорайонти Хӗвеллӗ урамӗнчи 16 хутлӑ 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хӗр ҫӳллӗшӗнчен, 8-мӗш хутран, ӳкнӗ. Вӑл тӳрех вилнӗ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пӗр водитель хӑйӗн машинине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ мемориал комплексӗнче лартса хунине, тротуар тӑрӑх машинӑпа пынине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
«Хендай» автомобиль водителӗ пуҫтахланни пирки халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем ҫав машина водительне административлӑ май явап тыттарнӑ.
Водитель 61 ҫулти арҫын иккен. Ӑна 2 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Арҫын ӳлӗмрен ун пек хӑтланмассине шантарнӑ.
Патӑрьелти шыв ыйтӑвӗ ҫивӗччине РФ Следстви комитечӗн председателӗ Александр Бастрыкин та пӗлет. Ку ыйтӑва татса парассине вӑл хӑй тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ.
Патӑрьелти шыв ыйтӑвӗпе ҫыхӑннӑ видеона раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вырӑнти хастарсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, вырӑнти тӳре-шара ҫивӗч ыйтӑва татса пама васкамасть. Нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртра тӑлӑхсем те пурӑнаҫҫӗ, ачаллӑ ҫемьесем те.
Ыйту епле тытӑлса пӗтнине асӑннӑ органӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин Александр Полтининӑн Александр Бастрыкина пӗлтермелле.
Канмалли кунсенче республикӑра пулнӑ пушарсенче икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Инкексем Муркаш тата Елчӗк муниципалитет округӗсенче пулнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Анатри Панкли ялӗнче 77 ҫулти арҫын хӑйӗн килӗнче ҫунса вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электрокӑмакана пула тухнӑ.
Кӗҫӗр Елчӗк тӑрӑхӗнчи Таяпа Энтри ялӗнче пушар пулнӑ. Унта 36 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Елчӗк тӑрӑхӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнче рабочи погрузчик айне пулса вилнӗ.
Инкек кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре «Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче пулса иртнӗ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Шар кураканни — 34 ҫулти механизатор.
Пӑтӑрах хыҫҫӑ РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӑтӑрмахшӑн ӗҫ сыхлавӗн инженерӗ яваплӑ. Вӑл мехаизаторӑн погрузчикпа ӗҫлеме ирӗк ҫуккине пӗлсе тӑрсах ӑна ҫав ӗҫе шанса панӑ.
Паян, раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарти Лакрей вӑрманӗ ҫывӑхӗнчи кӗпер ҫинчен хӗр ӳкнӗ. Ку каҫхине пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакна пӗр водитель курсан ыттисем хӗре таптаса ан кайччӑр тесе чарӑннӑ.
Телее, хӗр чӗрӗ юлнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 80 ҫулти кинемей хваттерсӗр тӑрса юласран хӑранипе укҫасӑр юлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ватӑ хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл хӑйӗнпе следователь тесе паллаштарнӑ. Ҫав ҫын кинемее унӑн хваттерне ют ҫынсем сутса янӑ, халӗ банкри укҫана илесшӗн тесе ӗнентернӗ. Укҫасӑр тӑрса юлас мар тесен ӑна хӑрушсӑр счет ҫине куҫаса ямалла тенӗ.
Банк ӗҫченӗсене кинеми укҫа кирлӗ пулса тухрӗ тесе каланӑ. Ҫапла вара 80-ри хӗрарӑм 450 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкар хулинче пӗр водитель хӑйӗн машинине Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 40 ҫул ҫитнине халалласа уҫнӑ мемориал комплексӗнче лартса хунӑ.
«Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, К931ММ 21 номерлӗ «Hyundai Tucson» темиҫе кун каялла ҫавӑнта аллейӑпа пынӑ, ҫуран ҫӳрекенсене утма кансӗрленӗ. Хальхинче вӑл машинине мемориал умне пырса лартнӑ.
Асӑннӑ мемориал Чапаев заводӗнчен инҫех мар скверта вырнаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |