Етӗрне районӗнче рабочи тырӑ бункерӗнче сарӑмсӑр вилнӗ. Ку пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫав кун ирхине арҫын бункер ӑшӗнче пулнӑ, ӑна тырӑ йышӑнма хатӗрленӗ. Ҫав вӑхӑтра аялти люк уҫӑлнӑ. Ҫавна май арҫынна тырӑ ӑшне туртса кӗрсе кайнӑ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, ял хуҫалӑх председателӗ бункера решеткесӗр ӗҫлеме ирӗк панӑ. Вӑл бункертан тырӑ кӑларнине те тӗрӗслесе тӑман. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Шашкар ялӗ ҫывӑхӗнчи утрав ҫинче, Атӑлта, пулӑҫ ҫухалнӑ. Ку хыпара ҫӑлавпа шырав службине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑҫ путса вилнӗ. Утӑ уйӑхӗн 21-23-мӗшӗсенче водолазсем арҫынна шыранӑ. Анчах, шел те, нимӗн те тупайман.
Пулӑҫа малалла шыраҫҫӗ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсенчен пӗри маршруткӑра улталаннӑ.
270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ. Анчах 37 тенкӗ вырӑнне 337 тенкӗ илсе юлнӑ.
Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын. Маршрутка хуҫи Юрий Витальевич Васильев уйрӑм усламҫӑ иккен.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Лапсар поселокӗ тӗлӗнче, «М-7» автомобиль ҫулӗ ҫинче, 4 машина инкеке ҫакланнӑ.
Груз труттаракан автомобиль малта ларакан икӗ ҫӑмӑл машина тата йывӑр тиевлӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫӑмӑл машинӑсен водителӗсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек вырӑнне пырса ҫитнӗ патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмах сӑлтавне палӑртассипе ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ пикене машинӑпа ҫапса кайнӑ водителе тытса чарнӑ.
15 ҫулхи икӗ хӗрача электросамокатпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли вырӑнта пулнӑ.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем ҫине «Хендай» автомобиль пырса кӗнӗ. Пикесенчен пӗри чавсине хуҫса пӑрахнӑ.
Водитель инкек вырӑнӗнчен кайнӑ, анчах кӑштахран ӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ.
Шупашкар хулинчи Дементьев урамӗнче ҫапӑҫма юратакансем пурӑнаҫҫӗ иккен. Пӗтӗм урамӗпех мар-ха. Анчах ҫав урамри 1-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫавӑн пек хӑтланма юраткалаҫҫӗ-мӗн. Кун пирки эпир Телеграмри каналсенчен пӗринчи хыпар тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Темиҫе арҫын малтан хирӗҫсе кайнӑ, унтан ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, унтисем кун пек харкашни унччен те пулкаланӑ.
Пӑтӑрмаха асӑрханисем ҫапӑҫакан арҫынсене тӑна кӗме ыйтнӑ, лӑплантарнӑ. Йӗрке хуралҫисене никам та пӗлтермен.
Йӗрке хуралҫи пулса тӑрӑшнӑ арҫын руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Пӑтӑрмаха вӑл утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине ҫакланнӑ.
Автомобилистсем Вӑрнар автоҫулӗ ҫинче «Субара» автомобиль ҫулпа тӳррӗн пыманнине асӑрханӑ. «М7» ҫул ҫинче, Карачура тӗлӗнче, вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинех тухса кайнӑ.
Пӑтӑрмаха асӑрханӑ ҫын ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ, хӑй ҫав машина хыҫҫӑн йӗрлесе пынӑ.
Кӑштахран хайхи автомобиль Шупашкар районӗнчи Мӑн Кивпулӑх ялне пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ. Унта вӑл клуб умӗнчи ҫамрӑксем ҫине чутах пырса кӗмен.
Ялта ҫул-йӗр инспекторӗсем водителе тытса чарнӑ. Арҫын водитель прави ҫуккине пӗлтернӗ, ун вырӑнне ШӖМ ветеранӗн удостоверенине кӑларса кӑтартнӑ. Вӑл автоинспекцире 10 ҫул ӗҫленине, ӑна никам та ним те тумассине пӗлтернӗ. «Руль умӗнче» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, кайран ҫав этем такам патне шӑнкӑравлама пуҫланӑ.
Ӳсӗр водитель яваплӑхран та пӗрех пӑрӑнаймӗ.
Шупашкар хулинче пӗр арҫын аллине картлашкан карлӑкӗ хушшине чиксе лартнӑ. Ӑна вӑл унтан каялла кӑларайман.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине, 19 сехет те 40 минутра, хулари Лебедев урамӗнчи пӗр ҫуртра пулса иртнӗ.
Аллине карлӑк хушшинче хӗстерсе лартнӑ арҫыннӑн ирӗксӗрех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Арҫынна пулӑшма ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» ятлӑ хатӗр пулӑшнипе алла карлӑкран кӑларма пулӑшнӑ.
Паян ҫӗрле, 2 сехет иртсен, Тӑвай районӗнче лаша вити ҫунма пуҫланӑ. Пушар Йӑнтӑрччӑ ялӗнче пулнӑ.
Шел те, ҫулӑм 500 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ йывӑҫ витене тӗп тунӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑрта вара Хурӑнлӑ урамӗнчи 3-мӗш ҫуртри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте диван ҫунма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 5 минутран сӳнтернӗ. 26 ҫулти кил хуҫине ҫӑлма май килнӗ.
Шупашкар хулинчи Петров урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра ҫын виллине тупнӑ.
Асӑннӑ ҫуртри иккӗмӗш подъездра ҫӗрӗк шӑрши кӗнӗрен ҫынсем ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ. Унтисем пырса алӑка ватнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем унта арҫын виллине курнӑ.
Асӑннӑ ҫуртра пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ хваттертен халӗ те ырӑ мар шӑршӑ кӗрет. Алӑка хӑй вырӑнне лартса хумантан унта килсӗр ҫынсем кӗрсе ҫӳреме тытӑннӑ имӗш.
Ҫуртра пурӑнакансем подъездра хлор шӗвекӗ сапаҫҫӗ, анчах ырӑ мар шӑрша пӗрех ҫӗнтереймеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |