Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтри сӑн
"Про Город" сайтри сӑн

Паян 10 сехетсенче Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта общество чарӑнӑвӗнче арҫын виллине асӑрханӑ. Вӑл «Иван Прокопьев урмӗ» чарӑнура выртнӑ.

Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тарӑх, вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Анчах арҫынна пулӑшу кирлӗ пулман – вӑл вилнӗ.

Каярахпа арҫын виллине ритуаллӑ служба ӗҫченӗсем илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/94866
 

Ҫурт-йӗр
galatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
galatr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрти районсем хушшинчи прокуратура вырӑнти 7-мӗш строительство организацийӗ ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинчи саккуна епле пӑхӑннине тӗрӗсленӗ.

Улатӑрти Мускав урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрне йӗркеллӗ тытса тӑманни палӑрнӑ. Подъездри хутсенче тирпейсӗр пулнӑ. Отделка, штукатурка, сӑрланӑ сийсем сӗвӗнсе пӗтнӗ, электропӑралуксем яхӑхса кайнӑ.

Йӗркеллӗ ӗҫлеменшӗн 7-мӗш строительство организацине тата пуҫлӑхне явап тыттарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер 22 сехет ҫурӑра М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле районӗнче, «Тойота» машина водителӗ ҫул крлӑ каҫакан арҫын ҫине пырса кӗнӗ. Вӑл 44 ҫулта пулнӑ, Ҫӗмӗрлере пурӑннӑ.

Руль умӗнче Эренпур облаҫӗнчи 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм 4 миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗр самантрах темелле. Ҫав укҫана вӑл кивҫен илсе тултарнӑ.

Маларах хӗрарӑм тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче ӗҫ шырани пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех шӑнкӑравлакан та тупӑннӑ. Унпа мессенджерсенче пӗринче ҫыхӑну тытнӑ. Ют ҫын хӗрарӑма интернет-магазинсенчен пӗринче укҫа ӗҫлесе илме май пур, тавар туянма укҫа хывмалла, ӑна пысӑк процентпа тавӑрса парӗҫ тесе ӗнентернӗ.

Хӗрарӑм темиҫе банкра кредит илнӗ, пӗлӗшӗнчен укҫа ыйтнӑ, ҫывӑх тусне кивҫен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ют ҫынсене ҫапла майпа 4 миллион тенкӗ ытла куҫарса панӑ.

.

 

Пӑтӑрмахсем
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ
ru.freepik.com сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш муниципаллӑ округӗнчи пёр хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине икӗ хутчен ҫакланнӑ. Пӗрремӗшӗнче, кӑрлач уйӑхӗнче, вӑл 9 пин те 500 тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ, хальхинче – 850 пин тенкӗсӗр.

Ултавҫӑсен аллине 49 ҫулти хӗрарӑм ҫакланнӑ. Хальхинче ӑна такамсем кредит илесшӗн, операцие пӑрахӑҫлас тесен кивҫен илсе шанчӑклӑ счёт ҫине куҫарса пама сӗннӗ. Хӗрарӑм итленӗ. 850 пин тенке ют ҫынсене самантрах куҫарса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

«Крокус ситипе» юнашар ҫуртра спорт ташши енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен 5 мӑшӑр хутшӑнма палӑртнӑ.

Террористсем тапӑннӑ вӑхӑтра ӑмӑртура Чӑваш Енри пӗр мӑшӑр тата тренер пулнӑ. Пенӗ сасӑсем илтӗнме пуҫласанах спортсменсем спорт тумӗпех урама эвакуациленнӗ. Тӗп алӑк хупӑ пулнӑран вӗсем отель урлӑ тухнӑ. Хывӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмре вӗсен харпӑр япалисем юлнӑ. Телефонӗсем ҫине шӑнкӑрав каять - апла вӗсем пушарта сиенленмен.

Тепӗр 4 мӑшӑрӑн ӑмӑртӑва паян каймалла пулнӑ, вӗсем билетсем те илсе хунӑ. Раҫҫейри спорт ташшин федерацийӗ ӑмӑрту иртмессине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
rutube.ru сайтри сӑн
rutube.ru сайтри сӑн

Ӗнер каҫхи 8 сехетре Мускав ҫывӑхӗнчи «Крокус ситире» теракт пулнӑран ЧР Элтеперӗ Олег Николаев канмалли кунсенче ирттерме палӑртнӑ массӑлла мероприятисене пӑрахӑҫласси пирки пӗлтернӗ. «Mash» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, терактра 133 ҫын вилнӗ. Ку хисеп тата ӳсме пултарать. Ҫынсем пӑшалтан пенипе тата сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Террористсем залри пукансене чӗртсе янӑ.«»

4 террориста Брянск облаҫӗнче тытса чарнӑ. Вӗсем - Таджикистан ҫыннисем. Ҫӳлерех асӑннӑ телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене терактшӑн 500 пин тӳлеме шантарнӑ, ҫуррине аванс панӑ. Вӗсемпе телеграмра палламан ҫынсем ҫыхӑннине, терактшӑн укҫа тӳлесси пирки каласа кӑтартнӑ вӗсем.

Паян чылай хулара траур. Шупашкарта та Республика тӳремне ҫынсем чечексем пырса хураҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru прталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru прталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Хӗрлӗ Чутай муниципаллӑ округӗнче пуӑнакан пӗр хӗрарӑм кӗтмен-туман ҫӗртен парӑма кӗрсе кайнӑ. Ун ячӗпе вырӑнти микрозайм организацийӗн ӗҫченӗ хӑйне валли кивҫен илнӗ.

Хӗрарӑм ҫавӑнта унччен кивҫен илнӗ-ха. Кӑштахран пӑхать те парӑм ӳссе кайнӑ. Хӗрарӑм прокуратурӑран пулӑшу ыйтать.

Надзор органӗ кредит менеджерӗ ҫын ячӗпе суя виҫӗ килӗшӳ, пурӗ 25 пин тенкӗлӗх, тунине палӑртать. Укҫана ҫав ҫын хӑйне илнӗ.

Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ. Вӑл, шел те, суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

63 ҫулти водитель - Пушкӑртстанран. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫул ҫине ӑнсӑртран тухнӑ. Ҫав вырӑнта ҫул урлӑ каҫмалли «зебра» ҫук. Водитель урӑ пулни паллӑ.

Вилнӗ хӗрарӑм - Нискассипе юнашар Ярӑслав ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/chuvashia_sledcome сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта ватӑ арҫын хӗрарӑма пусмӑрлама тӑнӑ. Пӑтӑрмах иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче каҫхине пулса иртнӗ. Хулари ҫуртсен картишӗсенчен пӗринче никам та пулманнипе усӑ курса вӑл пӗр хӗрарӑма тапӑннӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра пӗр машина иртсе пынӑ. Водитель машинӑна чарнӑ, йӗрке хуралҫисене пӗлтересси пирки асӑрхаттарнӑ.

Хӑраса ӳкнӗ арҫын пӑтӑрмах вырӑнӗнчен тарнӑ. Анчах йӗрке хуралҫисем ӑна татса чарнӑ.

Хальхи вӑхӑтра пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем суда ярса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл этем ытти ҫавӑн йышши преступлени туман-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2009
 

Страницӑсем: 1 ... 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, [57], 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, 65, 66, 67, ... 436
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 15

1910
115
Стихван Шавли, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1913
112
Мӗтри Кипек, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи