Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ.
Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ.
Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ.
Паян ирхи 3 сехет те 44 минутра Атӑл леш енчи «Водник» кооперативра пушар тухни пирки пӗлтернӗ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫ.
Пушара Чӑваш Енри тата Мари Элти ҫӑлавҫӑсем сӳнтернӗ. Ҫулӑм кирпӗч ҫурта тӗп тунӑ, кӳршӗсен пӳрчӗн фронтонӗ сиенленнӗ.
Пушара сӳнтерсен икӗ виле тупнӑ. Вӗсем – упӑшкипе арӑмӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ. Халӗ терӗслев пырать.
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра 4-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ӑна такам ятарласа чӗртсе янине палӑртнӑ.
Ҫав хваттере пула кӳршӗри тепӗр икӗ пӳлӗм шар курнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗрӗ икӗ автоцистерна тата подъемник хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 523 пушар пулнӑ. Вӗсенче 26 ҫын вилнӗ.
Паян 15 сехет те 25 минутра Шупашкарта Кадыков тата Бауман урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта машина электросамокатпа пынӑ 14 ҫулти арҫын ачана ҫапса кайнӑ.
Суранланнӑ ҫамрӑка пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ӑна медпулӑшу параҫҫӗ.
Машина рулӗ умӗнче 22 ҫулти арҫын пулнӑ.
Паян 19 сехет те 14 минутра Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнче 10-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗр виллине тупнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 15 ҫулти хӗр 13-мӗш хутран ӳкнӗ.
Вырӑна оперативлӑ службӑсем ҫитнӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ӗҫ-пуҫа тишкернине пӗлтернӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче пулнӑ аварире 7 ҫын шар курнӑ. Шел те, вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енри хӗрарӑмпа ача.
«Лада» водителӗ тата «Киа» пассажирӗ авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. 7 ҫулти арҫын ача вара пульницӑра вилнӗ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри тепӗр ача тата икӗ арҫын аманнӑ. Вӗсем Чулхулари клиникӑра сипленӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнче 49 ҫулти хӗрарӑмӑн виллине тупнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе хӗрарӑмпа пӗрле пурӑннӑ 46 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав кун каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна кӗлеткинчен тапса-ҫапса пӗтернӗ. Лешӗ кӑштахран сывлама пӑрахнӑ.
Паян 10 сехет те 20 минутра Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи промзонӑра цистерна ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпарнине ҫынсем те курнӑ.
Унта мазут цистернине демонтаж тунӑ. Сварка аппаратӗнчен тухнӑ ҫулӑм пайӑркине пула шаплатнӑ сасӑ пулнӑ.
Пушара 11 сехет те 45 минутра сӳнтернӗ. Ку пӑтӑрмах промзонӑри ытти предприяти умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт, общежити,иккӗмӗш хут ҫуннӑ. Унта 2017 ҫулта пушар тухнӑ. Нумаях пулмасть каллех пушарнӑйсем ҫак адреспа ҫитнӗ. Хальхинче хваттер балконӗ ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
2017 ҫулта та пушарта аманакансем пулман. Ун чухне 8 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |