Шупашкар хулинчи шкулсенчен пӗрне чӗртсе яма хӑтланнӑ учителе СИЗОна 2 уйӑхлӑха хупса хунӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн икӗ статйипе айӑпласшӑн: терроризм акчӗшӗн тата ҫаратнӑшӑн. Ӑна 20 ҫул таран ирӗкрен хӑтарма пултарӗҫ.
Аса илтерер: пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗрентекен 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ класа ҫунтарса яма тӑнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫлеме хуралҫӑ ссчӗвлӗ пулни кансӗрленӗ.
Хӗрарӑм ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл Раҫҫейӗн хӑрушсӑрлӑх службипе ҫыхӑну тытатӑп, вӗсем мӗн хушнине тӑватӑп тесе шухӑшланӑ имӗш. Хӗрарӑма кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Шупашкар хулинче 47 ҫулти хӗрарӑма шыранӑ. Кун пирки «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ хыпарланӑ. Ольга Краснова килтен кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче тухса кайнӑ иккен, каялла таврӑнман. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн ҫывӑх ҫыннисем сисчӗвленсе ӳкнӗ.
Асӑннӑ хӗрарӑм унччен те ҫухални пулнӑ, ӑна шыранӑ. Пӗлтерӳре палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм манса кайкалать.
Хӗрарӑм 157 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ, кӑвак куҫлӑ. Килӗнчен вӑл ҫутӑ курткӑпа, тӗкем кӑвак джинс шӑлаварпа, хура пушмакпа, ҫутӑ калпакпа тухса кайнӑ.
... «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ нумаях пулмасть пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм тупӑннӑ, вӑл таса сывах.
Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Куславкка хулинче пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑмӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм гаражри юсавсӑр электропралукран тухнӑ. Пушар хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫурт ҫине самантрах куҫнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем «хӗрлӗ автанпа» пӗр сехет ытла кӗрешнӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража, шалта ларнӑ машинӑна тӗп тунӑ. 70-ти хӗрарӑмӑн мунчи кӑна тӑрса юлнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын хӑйӗн пӗлӗшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ.
38 ҫулти арҫын патӗнче ҫав каҫ 28 ҫулти ҫамрӑк хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑнана хӗнеме тапранса кайнӑ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ ҫамрӑк арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ.
28 ҫулти арҫын вилнӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗнекеннине тытса чарнӑ.
Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗрентекен 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ класа ҫунтарса яма тӑнӑ. Анчах ӗҫне вӗҫлемелле хуралҫӑ чӑрмантарнӑ. Ку хыпар паян тӗрлӗ телеграм-каналта сарӑлнӑ.
Ҫак хӗрарӑмах ашшӗ-амӑшӗн чатне Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене дескридитаци тӑвакан видео янӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм ҫыхӑнуллӑ калаҫмасть, усал сӑмахсемпе пӗркелешет, ӑнланмалла мар сӑвӑсем вулать. Юлашкинчен Украинӑна мухтакан сӑмахсем калать.
Вӗрентекен тытса чарнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑксене ҫын машинине хускатса кайнӑшӑн тытса чарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пакунлисенчен 23 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн «Лада Приора» автомобильне такамсем вӑрланине пӗлтернӗ. Машинӑна вӑл Хӗвеллӗ микрорайонта лартса хӑварнӑ иккен. Кайран машинӑна тепӗр урамра асӑрханӑ.
Асӑннӑ машинӑна 18 ҫулти икӗ ҫамрӑк хускатса кайнӑ. Алӑкне питӗрмен машинӑра вӗсем малтан музыка итленӗ, кайран автомобиле хускатса район тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ. Унтан автомобиле Лаврентий Таллеров урамӗнче лартса хӑварнӑ.
Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Улатӑр хулинче пурӑнакан хӗрарӑм каллех улталаннӑ. Малтанхинче вӑл газ уҫлакан предприятие инвестици хывас тесе ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ, хальхинче хӑйӗн патне банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ этеме ӗненнӗ.
53-ри хӗрарӑм пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӑна такамсем ун ячӗпе 199 пин тенкӗ кредит илесшӗн тесе тыттарнӑ. Укҫана «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Каланине итленӗ хӗрарӑм. Тепӗр кунне вӑл тата тепӗр 78 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа вӑл икӗ кунта 277 пин тенкӗсӗр тӑрса та юлнӑ.
Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен пике килне каникула кайма билет илес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Пӗрремӗш курсра вӗренекенсер билет туянса хурас тенӗ. Ҫула май лартса каякансен сервисӗнчи пӗр каҫӑпа иртсе унта банк реквизичӗсене кӑтартнӑ. Кӗҫех хӗрӗн картти ҫинчен 10 пин тенкӗ ытла укҫа ҫухалнӑ та.
Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫак самантра Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра, 1-мӗш корпусра, пушар тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ.
Ҫурт - 9 хутлӑ, панельтен тунӑскер. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑра тӗтӗм подъезд чӳречисенчен тухать.
Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Королев хулинче Чӑваш Енри икӗ арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Вӗсем стройкӑра ӗҫленӗ.
Ун чухне ӗҫ кунӗ вӗҫленес умӗн виҫӗ арҫын 15 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Шел те, иккӗшӗ вилнӗ. Вӗсем - Елчӗк округӗнчи пӗртӑвансем. Тепри чӗрӗ юлнӑ, аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, леса ҫинче 6 ҫын пулнӑ. Леса йывӑр пулнипе шатӑртатма пуҫланӑ. Виҫҫӗшӗ тытӑнса юлнӑ. Теприсем ӳкнӗ, вӗсем ҫине йывӑр япаласем персе аннӑ. Ҫывӑх ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынсем унта официаллӑ мар майпа ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |