Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
банки.ру сӑнӳкерчӗкӗ
банки.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти аграри университетӗнче вӗренекен хӗр ректора ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Тӳрех палӑртар: чӑн ректор пулман, ун патне суйса ҫавӑн пек шӑнӑравланӑ.

21 ҫулти хӗр патне ҫурла уйӑхӗн ҫурринче университет ректорӗ текен ҫын шӑнкӑравланӑ, ҫывӑх вӑхӑтра Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем ҫыхӑнасси пирки ҫирӗппӗн асӑрхаттарнӑ. Хӗр право хуралӗн тата Росфинансмониторинг ӗҫченӗсем текенсене ӗненсе «хӑрушсӑр» счёт ҫине 14 хутчен укса куҫарса панӑ. «Кӗмӗле» хӗре ашшӗ-амӑшӗ парнеленӗ-мӗн.

Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗре вара Украинӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсене пулӑшман-ши тесе тӗрӗслӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
rum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи «Промтехстройсервис» предприяти рабочисене шалу тӳлемен. 27 ҫын умӗнче вӑл 1,5 миллиона яхӑн тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ.

Пӑтӑрмах пирки пӗлсен прокуратура хушша-хуппа кӗнӗ, асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ертӳҫӗ тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ.

Халӗ прокуратура парӑма пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ.

 

Пӗлтерӳ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 20 сехет те 20 минутра Республикӑн шыравпа ҫӑлав службине кӑмпана кайнӑ ҫын ҫухални ҫинчен шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

1952 ҫулта ҫуралнӑ арҫын кӑмпана машинӑпа тухса кайнӑ. Унӑн автомбильне тӑванӗсем вӑрмана кӗмелли ҫултан ҫухрӑм ҫурӑра асӑрханӑ.

Ҫӑлавҫӑсем кӑмпаҫӑна ирччен шыранӑ. Кӑштахран вӗсем патне хӗрарӑм шӑнкӑравласа арҫын тупӑннине пӗлтернӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Ҫӗньял Очӑкасси ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 16-ри яш аманнӑ. Вӑл мотоциклпа ҫула тухнӑ, анчах транспорт ҫинчен персе аманнӑ.

Ача мотоцикл ҫинчен ӳкнине курсан пӗр арҫын пулӑшма васканӑ, вӑл ӑна яла илсе ҫитернӗ, унтан васкавлӑ пулӑшу машинипе тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн ШӖМӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑмӑршӑ районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 55 ҫулти лесник вӑрман каснӑ.

Полицие трактор рулӗ умӗнче пулнӑ ҫынна тата трактор ҫинчи пассажирсене илсе пынӑ. Вӗсен йывӑҫ касма документсем пулман.

Арҫын 17 чӗрӗ тата хӑрнӑ 1 йывӑҫа касма хушнӑ. Ҫапла вӑл ҫутҫанталӑка ҫур миллиона яхӑн тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Халӗ вӑрманҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йывӑҫ каснӑшӑн унччен ӑна икӗ хутчен явап тыттарнӑ, анчах ӑна пӗрех вӑрманта ӗҫлеме чарман.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрмар округӗнчи Пысӑк Енккассинче пурӑнакан 59 ҫулти арҫын пушарта шар курнӑ. Инкек кӑнтӑрла пулнӑ.

Кил-ҫуртриа япаласем, сӗтел-пукан ҫуннӑ. Кил хуҫи урама тухса ӗлкӗрнӗ-ха, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ.

Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14573
 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре Вӑтам Ази арҫыннине суд тунӑ. Ӑна сакӑр ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ.

Арҫын машининче 1 килограмм героин пулнӑ. Ҫав тавара ӑна Мускав облаҫӗнчи пӗр хулара хурса парса янӑ. Георина багаж уйрӑмӗнче пытарнӑ.

М-12 ҫулпа Чӑваш Ен территорийӗпе пынӑ чухне ӑна пакунлисем тытса чарнӑ. Ку вӑл кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Георина арҫын Самар облаҫне илсе ҫитересшӗн пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 73-ри хӗрарӑн инвестици платформине укҫа хывса пуяс тенӗ.

Пӗлтерӗве вӑл мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Хӑйӗнпе ҫыхӑннӑ консультант сӗннипе «бизнес-проекта» хӑй пухса пынӑ 300 пин тенке хывнӑ.

Укҫа процентпа таврӑнманнине кура вӑл хӑйне улталанине ӑнланса илнӗ та пакунлисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫутипе чупса каҫма тӑнӑ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗ.

Васкакан хӗрарӑм ҫине «Тойота Королла» автомобиль пырса кӗнӗ, ҫуран ҫӳрекенпе ҫапӑннӑ хыҫҫӑн шар курнӑ хӗрарӑм малалла темиҫе метра ыткӑнса кайнӑ.

Совет урамӗнчи 15-мӗш ҫурт патӗнче каҫхи сакӑр сехетре пулнӑ инкекре хӗрарӑм вилнӗ.

Ҫӑмӑл машина водителӗ, 1997 ҫулта ҫуралнӑ каччӑ, урах пулнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
marimedia.ru сайтри сӑн
marimedia.ru сайтри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче ПВО пилотсӑр вӗҫекен аппарата персе антарнӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 18 сехетре пулнӑ. Унӑн пайӗсем Аркасси ялӗ патӗнчи уйра ӳкнӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче.

Шар курнисем ҫук. Ҫывӑхра пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх, шӑпах ҫав вӑхӑтра вӗсем шаплатнӑ сасӑ илтнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 458
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 19

1936
90
Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ.
1954
72
Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ.
1960
66
Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи