Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ.
Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ.
Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ.
2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьел пульницин пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ ватӑ пациента Шупашкара харпӑр клиникӑна МРТ тума илсе килнӗ. Пациентӑн вара электрокардиостимуляор пулнӑ, унпа вара МРТ тума юрамасть. Процедура вӑхӑтӗнче ватӑскер сывлама пӑрахнӑ.
Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫапла суд пациентӑн арӑмне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе район пульницинчен 500 пин тенкӗ шыраса илнӗ. Палӑртмалла: ҫак тухтӑр унччен медпулӑшу панӑ чухне ҫынна асӑрханмасӑр вӗлӗрнӗшӗн айӑпланнӑ
Паян Шупашкарти Пролетари урамӗнчи 16-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗнче 15 ҫулти каччӑ пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Каччӑ медицина учрежденийӗ тӑррине персе аннӑ. Йывӑр сурансене пула вӑл ҫавӑнтах вилнӗ.
Следстви комитечӗ, йӗрке хуралҫисем халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.<s></s>
Кӗҫӗр Вӑрнар округӗнчи Кӗҫӗн Кипек ялӗнче пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине те куҫнӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула пушар 120 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ, вӑл кӳршӗ ҫурсем ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ.
Пушара 1 сехет ҫурӑран сӳнтернӗ. Шел те, ҫулӑм ҫынсен пурнӑҫне татнӑ. Кӑвара сӳнтерсен 3 арҫын виллине тупнӑ. Халӗ специалистсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Паян Шупашкарти Алькеш микрорайонти Роза Люксембург урамӗнчи 63-мӗш шкулта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Столовӑйӗнче 12-ри арҫын ача алла ҫӗҫӗ ярса илсе унпа ытти ачана тата педагогсене тапӑнма тӑнӑ.
Инкек пирки пӗлтерекен ҫӑлкуҫсем хыпарланӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Ҫӗҫҫе ача килӗнчен илсе пыман иккен. Ӑна вӑл столовӑйӗнче асӑрханӑ. Ҫӗҫҫе хуралҫӑ туртса илнӗ.
Ачан аталанса пырассипе кӑлтӑк пур-мӗн. Вал шкулта учетра тӑнӑ-мӗн.
Паян ирхине Шупашкарти Агрегат савутӗнче пушар пулнӑ. Унта склад ҫуннӑ.
Пушар ирхи 7 сехет те 8 минутра тухнӑ. Ҫулӑм хатӗр продукци упранакан пӗр хутлӑ ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Ҫулӑм 20 тӑваткал метрлӑ офис пӳлӗмне ярса илнӗ.
Пушара 15 минутран сӳнтернӗ. Халӗ инкек сӑлтавне уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 1286 пушар пулнӑ.
Паян Елчӗк округӗнчи Хӑвӑлҫырма ялӗнче ирхи 7 сехетре Ҫаран урамӗнче пушар пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен арҫын виллине тупнӑ. Вӑл 42 ҫулта пулнӑ.
Пушара сӳнтернӗ ҫӗре икӗ техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм пӳртри пӗр пӳлӗме тӗп тунӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 1278 пушар пулнӑ. Вӗсенче 48 ҫын вилнӗ, 66-ӑн аманнӑ. 128 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски округӗнче 26 ҫулти ҫамрӑк арҫын йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку инкек каҫхи 10 сехетре пулнӑ.
Арҫын ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫав вырӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ӗнер «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, Шупашкар округӗнчи Ишек патӗнче, «Ниссан Кашкай» кӗпер ҫинчен юханшыва чӑмнӑ. Руль умӗнчи 21 ҫулти водитель Шупашкар еннелле кайнӑ. Салонра пассажир пулнӑ.
Ишек тӗлӗнчи кӗпер ҫинче водитель руле итлеттереймен – кювета кайса кӗпертен чӑмнӑ. Юрать-ха, иккӗшӗ те чӗрӗ юлнӑ. Водителе вырӑнтах пулӑшу кӳнӗ, пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Паян Ҫӗрпӳ хулинчи общежитире пушар пулнӑ. Кун пирки ҫӑлав службине 9 сехет те 20 минутра пӗлтернӗ.
Пушар Павел Иванов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗнче пулнӑ: иккӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен 6 ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче – пӗр ача. Ӑна тата тепӗр ҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ.
Пӳлӗм йӑлтах ҫунса пӗтнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |