Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи Пинер ялӗнче пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма хӗнесе вӗлернӗ.
Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи каҫхине пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл пӗрле ҫырӑнмасӑр пурӑнакан хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тапранса кайнӑ. Сӑмахпа ятланипе ҫырлахман, ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Тапнӑ, ҫапнӑ. Суранланса пӗтнӗ хӗрарӑм кӑштахран вилсе кайнӑ.
Арҫына пакунлисем тытса чарнӑ, вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 31 ҫултиа рҫынна хӗре вуннӑмӗш хутран пенӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 28-29-мӗшӗсенчи каҫхине арҫын пӗр хӗрпе паллашнӑ. Ир енне вӑл ӑна Шупашкарти Петров урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи вуннӑмӗш хутра вырнаҫнӑ хӑйӗн хваттерне илсе пынӑ. Унта хӗрпе каччӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ, арҫын хӑнана темиҫе хутчен ҫапса янӑ. Унтан вӑл ӑна пӑвма тытӑннӑ. Унтан чӳречене уҫнӑ та хӗре ҫавӑнтан пенӗ.
Шар курни ҫавӑнтах вилнӗ. Ҫамрӑк арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман, хӗр чӳречерен хӑй ӳкнӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Елчӗк округӗнчи «Яманчӳрел - Исемпел» ҫул ҫинче иномарка кювета чӑмнӑ. Машина ҫырманах анса кайнӑ.
20 ҫулти пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Водителе, 2003 ҫулта ҫуралнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр.
Ҫак икӗ ҫамрӑк - Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран пулнӑ.
Паян 11 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ округӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Унта ВАЗ-2114 тата фура ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 иномаркӑпа ҫапӑнасран пӑрӑннӑ та фура ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑра малта ларнӑ 46 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Водителе тата тепӗр икӗ пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.
Паян Ҫӗрпӳ округӗнчи Виҫикассинче 9 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Вӑл путни пирки ҫӑлав службине 15 сехет те 45 минутра пӗлтернӗ.
Ачан виллине пӗр сехетрен тӑванӗсем шыраса тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: кӑҫал ҫулла Шупашкарта Атӑлта 13-ри хӗрача, 14-15 ҫулсенчи икӗ арҫын ача путса вилнӗ.
Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗн гендиректорӗ Алексей Антонов тӗлӗшпе пуҫиле тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе хӑйшӗн усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Чӑваш Енӗн Ипотека корпорацийӗ застройщик-организаципе Вӑрмарта нумай хваттерлӗ ҫурт хӑпартма килӗшӳ тунӑ. Хваттерсенчен хӑшӗсем социаллӑ тӗллевлӗ пулнӑ: ҫынсене ишӗлекен ҫуртран куҫарма тата тӑлӑх ачасем валли.
Чӑваш Енӗн Минстройӗ тӗрӗслев ирттернӗ чухне тӗрлӗ кӑлтӑк тупса палӑртнӑ, апла пулин те Антонов строительство ӗҫне ҫитменлӗхе пӗтермесӗрех тӑсма хушнӑ-мӗн.
Ӳлӗмрен ҫав ҫурта хута ярайман. Пурӑнма май килмен ҫурта сӳтме тивнӗ. Ҫавна пула Антонов 40 миллион тенке яхӑн тӑкак кӳнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫурт хӑпартнӑ чух укҫа хывнӑ ҫынсем тата тӑлӑхсем хваттерлӗ пулайман.
Гендиректор тӗлӗшпе пакунлисем унччен те пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ҫынна хӗнесе телефон туртса илнӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Эгер бульварӗнчи ҫуртсенчен пӗрин картишӗнче пӗрне-пӗри сахал пӗлекен ҫынсем эрех ӗҫсе ларнӑ. Кайран вӗсем хирӗҫсе кайнӑ.
29 ҫулти хӗрарӑма пӗри кӳрентермелле сӑмах калани питех те тарӑхтарса янӑ. Арҫынна вӑл сак ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ та унӑн телефонне туртса илнӗ. Пуҫтахаланаканни судпа унччен темиҫе хутчен те айӑпланнӑскер иккен.
Йӗрке хуралҫисем хӗрарӑма тата унӑн пӗлӗшӗсене тытса чарнӑ ҫӗре лешсем телефона ломбарда пама ӗлкӗрнӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер 56 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар Атӑлта пулӑ тытнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Шыва кӗрсе чӑмнӑ та... тухайман.
Ӑна ӗнерех шырама тытӑннӑ. Паян унӑн виллине тупнӑ. Ҫӑлавҫӑсем унӑн виллине Ҫӗнӗ Шупашкартан инҫех мар ҫыранран 200 метр аякра асӑрханӑ.
Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Вӗсен йышӗнче - 3 ача. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Етӗрне округӗнче 4 ача амӑшӗ путнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 21 ҫулти хӗр ҫула май лартса каякан машина шыранӑ май мессенджерсенчен пӗринче ҫыру ҫырса янӑ. Кӗҫех унпа пӗри ҫыхӑннӑ. Пикене ҫав ҫын ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ, ун тӑрӑх машинӑра вырӑн йышӑнса хума сӗннӗ.
Асӑннӑ каҫӑпа иртсе хӗр хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене те кӑтартнӑ, кӗҫех карттӑ ҫинчи 15 пине яхӑн тенкӗ ҫухалнӑ.
Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ 52 ҫулти Евгений Подъячев ҫухални пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл арӑмӗпе утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра телефонпа, видеоҫыхӑну мелӗпе, калаҫнӑ. Ун чухне арҫын Мускаври Щелково автовокзалӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшенче арҫын тупӑннӑ. Вӑл арӑмне ӗнентернӗ тӑрӑх, тусӗпе палламан ҫынсен машинине кӗрсе ларнӑ та вӗсене лешсем ҫаратнӑ, Мускав облаҫӗнче антарса хӑварнӑ.
Арҫын Мускавра ӗҫленӗ чух пурӑннӑ вырӑна ҫитнӗ, унтан арӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтар вӑл Чӑваш Ене таврӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |